Комментировать

19 Авг, 2020

«Хресчен сасси» 31 (2819) № 19.08.2020

♦  Çанталăк çумăрлă тăнăран уй-хирте шăп. Хир карапĕсемсĕр «сарă тинĕс» тăлăха юлнăн туйăнать. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Коминтерн» ЯХПКра йĕтем çинче йĕпе-сапана пăхмасăр çĕнĕ тырра тасатса управа хываççĕ.
— Кăçал вырмана тухнăранпах канса курманччĕ-ха. Халĕ çумăр çунăран хире тухаймарăмăр. Çĕр типессе кĕтмех тивет, — пĕлтерчĕ «Коминтерн» ЯХПК ертÿçи Альбина Новикова. — Çанталăк шăрăх тăнăран тырра типĕтсе тăкакланман, тасатса сортланă, управа хунă. Çумăра кайсан нÿрлĕскерне типĕтмех тивет-тĕр.
Хуçалăхăн усă куракан çĕрсем 3 пин гектар ытла. Çав шутра пĕрчĕллĕ культурăсем 1405 гектар йышăнаççĕ, кĕрхисем 570 гектара яхăн. Хире икĕ «Дон-1500», «Агрос-530», «Агрос-585» комбайнсене кăларнă. Сăмах май, «Агрос-585» хир карапне кăçал туяннă-мĕн. Çавна май ĕç хăвăртлăхĕ палăрмаллах ÿснĕ. Кашни комбайн çинче икшер çын вăй хурать. Тухăç пысăкран хиртен турттарма икĕ КамАЗ тара илнĕ. Ĕçченсене вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Вĕсен сывлăхне сыхласси те тĕп вырăнта. Вирусран асăрханма хÿтĕленÿ хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ.
— Кĕрхисен 500 гектарĕ пушаннă ĕнтĕ. Паян-ыран вĕçлемеллеччĕ. Ун хыççăн тÿрех çурхисене вырма тытăнмалла. Кĕрхи культурăсен тухăçĕ аван, гектар пуçне вăтамран 50 центнера яхăн тухать. Иртнĕ çулсенче тырă куписем уçă вырăнта та выртнă. Халĕ хиртен кĕрекен тырра ангарсене пушатаççĕ. Ăна çийĕнчех тирпейлесех пыратпăр, — паллаштарчĕ йĕтем çинчи ĕç-хĕлпе Николай Воронов агроном (Тырри-пулли йĕтем тулли)

♦ Раççейре севок сухана ытларах Чăваш Енре туса илеççĕ. Анчах рынокра конкуренци ÿссех пырать. Акă Голланди усламçисем Мускав облаçĕнче те севок сухан çитĕнтерме тытăннă. «Конкуренцие юрăхлă пулмашкăн пĕрлешмелле. Унсăрăн пысăк предприятисемпе тупăшма йывăр. Пирĕн тĕллев — кашни членăн тупăшлăхне, тухăçлăхне ÿстересси», — терĕ Патăрьел районĕнчи «Лук-Агро» СССПК представителĕ Леонид Кузнецов (Пурнăçран юлмасăр аталанмалла)

♦  Эпĕ астăвасса вăрçă хыççăн та ялта, тĕслĕхрен, пирĕн урамра пĕрисем хура пÿртре пурăнатчĕç. Çавăнтах икĕ ывăл çуратса ÿстерчĕç. Асли манран икĕ çул аслăрах, кĕçĕнни вăрçă хыççăн кун çути курнă. Эпир, ачасем, вĕсем мĕнле пурăннине курма каяттăмăр. Сурăх усрама пÿрт çумне çатан карта тытнă хÿтлĕх кăна пулса. Вĕсем ытла та чухăн пурăнатчĕç. Хĕлле пÿрте ăшăтма кăмака хутсан тĕтĕмне тулалла кăларма алăк уçатчĕç. Пÿрт стенисем хуп-хураччĕ. Вĕсем урайне çумастчĕç, пылчăка кĕреçепе хыратчĕç çеç. Вырăн таврашне те çуман. Мунча кĕрсе çăвăнас йăла пулман. Ялти тепĕр кинемее ывăлĕпе кинĕ килĕнчен хăваласа кăларса янăран çĕр пÿртре пурăнатчĕ (Ял пурнăçĕ шухăшлаттарать)

♦ Антонина Борисова 1942-1945 çулсенче фронтра пулнă. Вăл фронт çумĕнчи госпитальте санитаркăра тăрăшнă. Аманнă салтаксене вăрçă хирĕнчен илсе тухнă, суранĕсене çыхнă. Йывăр аманнисене тылри госпитале ăсатнă. Вăрçă чарăнсан Тоньăна ытти салтакпа пĕрле Инçет Хĕвел тухăç фронтне янă. Чăваш хĕрарăмĕ тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ: I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденне, «Çапăçури паттăрлăхшăн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Японие çĕнтернĕшĕн» медальсене. Çавăн пекех И.Сталинăн Тав хутне те (Вăрçă витĕр тухнă салтаксем)

♦ 1962 çул пирĕншĕн питех те пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ. Шуршăл çынни Андриян Григорьевич Николаев уçлăха çĕкленсе пĕтĕм тĕнче умĕнче чăваш халăхне чапа кăларчĕ. Шуршăл ялне тĕлĕнмелле савăнăç килсе çитрĕ. Кун хыççăн пĕр тăхтаса тăмасăр колхоза Николаев ятне пачĕç. Чăваш патшалăхĕн хушăвне шута илсе, 1964 çулта ăна ертсе пыма Социализм Ĕçĕн Геройне, Ленин орденне тăватă хутчен, Октябрь Революцийĕпе Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тата нумай медале тивĕçнĕ Василий Зайцева шанса пачĕç. «Андриян Николаев ячĕллĕ колхозăн ялан малта пулмалла», — терĕ вăл яваплă ĕçе пуçăннă чух. Çакă тÿрре килчĕ. Унччен вăтам шутланнă хуçалăх малтисен ретне тăчĕ. Унăн чапĕ, чăн та, çĕкленчĕ. Çак ĕçре Василий Васильевич тивĕçлĕ канăва кайиччен вăй хучĕ. Унăн сумлă ĕçĕсене шута илсе Шуршăлти пĕр урама Зайцев ятне пачĕç.
1977 çулта колхоз ертÿçи пулма космонавтăн тăван шăллĕне Петр Григорьевич Николаева суйларĕç. Шел те, йывăр чире пула 1985 çулта вăл пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Ял халăхĕ хуçалăх тилхепине Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникне Нина Михайловăна шанса пачĕ. Пултаруллă хĕрарăм колхоз лавне нумай çул туртса пычĕ, чылай çитĕнÿ турĕ (Чапĕ кайнă инçете)

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.