Комментировать

6 Авг, 2014

Малашлăха çулсăр кĕреймĕн

Кулянтармасть-и вара?

"Ял пĕтнĕшĕн мĕншĕн пит кулянмалла? Темĕн пек чаплă патшалăхсем çухалнă Çĕр чăмăрĕ çинчен. Пĕрисем пĕтеççĕ, теприсем çĕнĕрен вăй илеççĕ", – тесе çырни куçа тăрăнчĕ нумаях пулмасть. Шухăша кайрăм. Юлашки 20-30 çулта хăш тĕслĕхĕ ытларах пулнă-ши: пĕтни е чĕрĕлни? Çын пурнăçран уйрăлса кайсан, чăн та, ытла куççуль юхтарма сĕнмеççĕ. Çав самантра тепĕр вырăнта çĕр çине çĕнĕ чун килме пултарать. Çулсерен пÿлĕне-пÿлĕне ларакан сывлăшпа сывлакан ял вырăнне тепĕр çĕрте çĕнни ÿссе ларать-и? Пĕчĕк ялсем сахал мар. Вĕсен малашлăхĕ иккĕленÿллĕ. 5-6 çамрăк çемье пурăннипе е ялта çулласенче кăна пулакансемпе малалла кайĕç-ши?..

"Ав Йĕпреç районĕнче Бурсак ялĕ пулнă. Вăрман ăна хăйĕн айне тунă. Халĕ унта пĕр çын утар тытать теççĕ. Пирĕн Авруя та çав шăпа кĕтĕ", – терĕ Владимир Ефимович Порфирьев, пахча çимĕç çитĕнтерес тĕллевпе ялта çулла кăна пурăнаканскер.

Вăрнар районĕнчи Авруй ялĕ вăрман варринче ларать. Çуран утма ÿркенекене унта çитме çăмăл мар. Машинăсăр пулсан çывăхри Авруй лесничествирен вăрманпа 5 çухрăм утмалла. Çурлă-кĕрлĕ тата хĕлле çăмăл автомашинăпа та кĕрейместĕн. Асфальт çул çук. Ахаль çул та такăр мар. Эпир çитиччен çумăрлă кунсем те пулман, анчах пирĕн "Нива-Шевроле", темĕн тĕрлĕ çулпа чупма хăнăхнăскер, хальхинче путăк-лакăма пула аран тăнкăртаттарса пычĕ. "Çула техникăпа тинтерех кăшт якатса тикĕсленĕн курăнать", – асăрхарĕ водитель. Эсир килессе пĕлнĕрен пулĕ, систерчĕç яла çитсен. Ют çынсем килмелле чухне çапла тăваççĕ иккен. Эпир вара хамăрăн çул çÿрев пирки районта никама та пĕлтермен. Тен, Авруйсем патне çитсе курас текенсем тата тупăннă?

 

Пĕчĕк ялăн пысăк çыннисем

Темĕн тесен те Авруй – паллă ял, кунтан тухнă ăслăлăх докторĕсем кăна тăват-тăн. Физикăпа математика ăслăлăхĕсен докторĕ Валентин Иванович Алексеев профессор Тюмень облаçĕнче ĕçленĕ. Тепĕр виççĕшĕ – ветеринари ăслăлăхĕсен докторĕсем – хăйсен пурнăçне Чăваш ял хуçалăх академийĕпе çыхăнтарнă. Николай Кириллович Кириллов нумай çул çак вĕренÿ заведенине ертсе пынă. Геннадий Николаевич Мартынов, Виталий Павлович Лабинов – ветеринари факультетĕнчи пуçлăхсем. Авруйра çуралса ÿснĕ çынсен ачисем те ăслăлăх çулĕпе утнă. Тĕслĕхрен, Николай Григорьевич Казанков Новосибирска ĕçлеме тухса кайнă, радиобиологи енĕпе диссертаци хÿтĕленĕ. Виталий Лабиновăн ывăлĕ Владимир хальхи вăхăтра Раççей Ял хуçалăх министерствинче выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх енĕпе ĕçлекен департамента ертсе пырать.

Авруйăн паллă çыннисем кÿршĕри ял шкулне паянхинчен чаплăрах çулпа чупнă тетĕр-и? Çук, вăл вăхăтра та çуркуннепе кĕркунне пĕç таран пылчăк çăрнă, хĕлле кĕрт тăрăх ашнă. Мĕн каласси пур! Электричество çути те яла 1960 çул варринче çеç çитнĕ теççĕ. Каçсерен краççын çутипе ларса ăс пухма тăрăшнă. Халĕ çапла пурăнмалла тесе каламастăп, анчах çамрăксен аслă ăруран ырă тĕслĕх илмелли нумай.

 

Чиперуксем, паллашсамăр!

Паянхи яш-кĕрĕме те хурлас çук. Сăмахăма Авруйра пурăнакан çамрăк енне пăрса яриччен çакна асăнам. 28-ти Петр Гордеев ялта хĕлĕн-çăвĕн пурăнакансен йышĕнче. Çулла кунта калаçма çын тупăнкалать пулсан хĕлле хăть килтен ан тух. 3 çын кăна хĕл каçма юлать, тепĕр 4-шне (хут тăрăх пĕтĕмпе 7 çын-мĕн) пурăнма ачи-пăчи хăйсен патне илсе каять. Ялта урампа юр ашса (тепĕр чухне кăкăр таранах тултарса лартать) ăçта çÿреччĕр-ха вĕсем? Шыв тараси – кашнин килĕнче, çырма хĕрне хутламалла мар. Кăмака хутма вутă хатĕрленĕ. Кивĕ çуртсене кунне икĕ хут та хутса ăшăтма çитет. Урăх ниçта тухмалли те çук.

Хĕлле ял çывăхĕнче вăрман касма лаптăк (делянка) илекенсем тупăнсан темĕн пекех. Вĕсем йывăçа хăватлă машинăпа турттарса тухнăран яла вăхăтлăх çул уçăлать. Кун пек чухне çамрăкраххи кÿршĕ яла лавккана кайса килет, ватăраххи патне апат-çимĕçпе ачисем çитеççĕ.

Пире пĕр ыйту канăç памасть тесен Владимир Ефимович чи малтанах çул кирли çинчен сăмах хускатасса кĕтнĕччĕ. Вăл вара тĕлĕнтерчĕ. Тепĕр тесен ăна ăнланатăн. "Çак каччăна хăвăртрах авлантармалла. Хĕр тупса памалла. Питĕ шел ăна", – терĕ. Пирус туртман, эрех-сăрапа иртĕхмен, ĕçчен, сăпайлă Петр Гордеева çемьелентерсе ялта хăварасшăн ватă. Вĕлле хурчĕсем ĕрчетессипе кăсăкланнă каччă. Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерсен ăсталăха алла илес шутпа таврари утарçăсене пулăшма çÿренĕ. Отиккăвă ялĕнче пурăннăскер часах Авруйра çурт туяннă, утар йĕркелеме тытăннă. Ĕçе пĕр вĕллерен пуçланă. Халĕ йыш ÿснĕ. Паха пыл уçласа илме пайтах тăрăшмалла. Пĕччен çамрăка йывăр килнине кÿршĕ-аршă курать ĕнтĕ. Çав вăхăтрах ĕçченлĕхĕнчен, чăтăмлăхĕнчен, типтерлĕхĕнчен тĕлĕнет те. Хĕлле кăна пушă вăхăт тупăнать каччăшăн. Ун чухне те вăл ахаль лармасть. Ĕçлеме стройкăсене Мускава çÿрет. Ялĕ тĕттĕм пулсан та кунта пурăнма килĕшет ăна. "Сывлăшĕ таса. Хам çуралса ÿснĕ кÿршĕри Отиккăвăна лавккана каятăп та унта бензин, таса мар ытти шăрша тÿрех туятăп. Кунтах уçă, лайăх. Калаçма, хутшăнма юлташсем çукки пĕтерет. Вĕллесене пăрахса кайма та шел халĕ. Кунтах юлăп-и е çук-и – хальлĕхе татса калаймастăп", – терĕ каччă. Ялта хăварма авлантарасшăн та ĕнтĕ ăна Авруйсем. Çут çанталăка юратакан, ĕçрен хăраман чипер хĕрсене эпĕ çак маттур каччăпа паллашма сĕнетĕп. Çакăн çинчен унăн кÿршисем пит ыйтрĕç. Хăй пекех таса чунлă мăшăр тупмалла пултăр çеç йĕкĕтĕн.

 

Çутă сÿнсен – пурнăç пĕтет

Çул тусан яла çамрăксем килессе шанаççĕ çынсем. Пĕр вăхăтра ăна тăвасси çинчен калаçу та тухнă-мĕн. Проектпа çула Авруя çитиех сарма палăртнă теççĕ. Çак сас-хурана илтсен Вăрнарта, хулара пурăнакансем туянас шутпа ялти пушă çуртсемпе кăсăкланма тытăннă. Шаннă кайăк йăвара пулман. Çул паянхи кун та çук.

Юрать, çутă пур. Вăл та хушăран "выляса" нушалантарать. Шухăшласан, пурăнакан çын йышĕ пĕр алă пÿрнисене хуçса шутламалăх кăна, электричество хăвачĕ вара çитмест. Пĕр вăхăтра икĕ çуртра электроплитка çунсан çутă сÿнет. Малтан ялта подстанци ларнă, кайран ăна лесничествăна куçарса кайнă. Темиçе çын пурăнакан ял шучĕпе хăвата перекетлес тенĕ пулĕ. Çул сарманни те, ахăртнех, перекетлĕхпе çыхăннă. Малашлăхсăр ялта пурăнакансен шăпи çапларах ĕнтĕ. "Çутă кăна вуçех сÿнсе ан лартăр, капла ял тăнчах пĕтĕ", – теççĕ Авруйсем.

Хĕлле ачисем патĕнче пурăнсан та çуркуннене кинемейсем нихçан манăçми тăван ялтах кĕтсе илме тăрăшаççĕ. Раиса Ефимовна Алексеева Авруйĕнче паян чи асли – 86 çулта. Хĕл каçса çу уйăхĕнче Мари республикинчи хĕрĕ патĕнчен таврăннăскер пахча çимĕçĕ лартма ĕлкĕрнĕ. Качаки те пур. Хĕлле ăна пăхма, сĕт сума яла юлакансене парса хăварать. Сĕтлĕ выльăх урăх çук. 81 çула пуснă Ольга Панькова кăна 41 чун сурăх-путек усрать.

Историпе паллашсан ял 1921 çулта "Чечек" ятлă коммуна тунă май йĕркеленнĕ. 1924 çул вĕçĕнче "Авруй" ял хуçалăх артелĕ, 1928 çулта çакăн ятлă колхоз ĕçленĕ. 2010 çулта "Агрохмель" пĕрлешÿ пулнă. Ял пысăк пулман, анчах çемьесенче 5-8 ача таран ÿснĕ. Владимир Порфирьев хăйпе пĕрле юнашар ялти шкула 22 ача чупнине (вĕсенчен кĕçĕннисем мĕн чухлĕ тата!) аса илчĕ. Ялта виçĕ кĕтÿ çÿренĕ, çав шутра иккĕшĕ – сурăх кĕтĕвĕ. Лавкка та пулнă.

Паян Авруя çавăрса илнĕ вăрман туллиех утар. Пыл хурчĕсем тăрăшса ĕçлеççĕ. Пирĕн машина хыççăн мотоциклпа пынă мăшăр (упăшкипе арăмĕ) Авруйĕнче чарăнчĕ те транспортне хăварса вăрманалла уттарчĕ. Вăрман ăшĕнче пытаннă утара çитме çуран вĕсен сехет ытла утмалла. Юрать, иртен-çÿрене ĕлĕкхи пек кашкăрсем час-час уласа хăратмаççĕ, тилĕсемпе пăшисем те тĕкĕнмеççĕ. Ферма витийĕ те, выльăхĕ те çук, мĕншĕн пуçсăрланас теççĕ пулĕ ял шăпине сиссе...

Ирина Никитина.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.