Çÿллĕ çĕртен ÿкеççĕ, шывра путаççĕ...
Çак кунсенче ачасен хăрушсăрлăхĕн темипе брифинг иртнĕ. Унта ачасем пурăнмалли çуртсен чÿречисенчен тухса ÿкнипе тата шывра путса вилнипе çыхăннă инкексене сÿтсе явнă.
ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ачасемпе амăшĕсене медпулăшу парассине йĕркелекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Нина Емельянова пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи 7 уйăхра ачасем çÿллĕ çĕртен ÿкнĕ 22 тĕслĕхе регистрациленĕ, çав шутран 3 пепке вилнĕ /пĕлтĕр çак тапхăрта - 10 тĕслĕх, пурте чĕрĕ/. Асăннă тĕслĕхсенчен 19-шĕнче ачасем пурăнмалли çуртсенчен тухса ÿкнĕ. Шар курнисенчен ытларахăшĕ - 1-5 çулсенче. Апла тăк пĕчĕкскерсем ашшĕ-амăшĕ пăхса-асăрхаса çитерейменрен суранланаççĕ. Инкексем йĕркеллĕ çемьесенче те, тăнăçсăррисенче те тухаççĕ.
Республикăри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров ăшă çанталăкра шывра путакан ачасен шучĕ ÿснине пĕлтернĕ. Кăçал 12 ача путма пуçланă, çав шутран 7-шĕ вилнĕ. Пĕлтĕр вара çак тапхăрта çакнашкал 1 пăтăрмах çеç пулнă: ачана çăлнă, вăл чĕрĕ-сывах. Кăçал тухнă синкерсенчен ытларахăшĕнче аслисем те юнашарах пулнă, шел, инкеке сирсе ярайман.
Брифингра республикăра пурăнакансене пĕчĕк ачасем тĕлĕшпе тимлĕрех пулма чĕнсе каланă.
И.НИКОЛАЕВА.