Комментировать

13 Авг, 2020

Куккурус анинче çухалса кайсан...

Хаклă тусăмăрсем! Паян сире çепĕç те ачаш сасăллă, сăпайлă та ырă кăмăллă юрăçăн Алина САВЕЛЬЕВĂН ачалăхĕпе паллаштарăпăр. «Тантăш» хаçатпа мĕн пĕчĕкрен туслăскер ăна паянхи кун та кăсăклансах алла тытать. Ахальтен мар, шăпăрлансене юратать вăл. Хăй те хыçа юлнă асамлă вăхăта тулли кăмăлпа аса илчĕ.

1 «СЕКРЕТ». Елчĕк районĕнчи Патреккелте çуралса ӳсрĕм. Анне Вера Алексеевна каласа кăтартатчĕ /вăл вăхăтсăр çĕре кĕчĕ/, эпĕ пĕчĕк чухне сăлтавсăрах питĕ йĕнĕ. Кӳршĕсем аннене: «Макăртăрах, сасси уçă пулать», — тенĕ. «Çавăнпах сассу уçă пулчĕ-ши?» — тетчĕ каярахпа çывăх çыннăм. Арçын ача пек шухă пулнă эпĕ. 8 уйăхрах утма вĕреннĕ. Анне кĕпе çунă чухне эпĕ васкаса утса пынă та ваннăри шыва кĕрсе ӳкнĕ. Пĕрремĕш сăмах «анне» мар, «кантук» /çĕр улми/ пулнă. Ăна халĕ те питĕ юратса çиетĕп. Кӳршĕсем хуралтисене сăрланă хыççăн сăрă банкисене тухса ывăтнă. Эпĕ, урама тин кăна тап-таса илемлĕ кĕпепе тухса кайнăскер, типме ĕлкĕреймен çав савăтсене киле йăтса таврăннă. Хам тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа вараланса пĕтнине калатчĕ анне. Ачасемпе урамра тĕрлĕ тĕслĕ кĕленче ванчăкĕсене пуçтараттăмăр та çĕре чавса мĕн те пулин илемлĕ япала, ун çине çав кантăка хураттăмăр, çиелтен тăпрапа витеттĕмĕр. Ку «секрет» пулатчĕ. Вăхăт иртсен вăл асамлăха çаврăнмаллаччĕ, уçса пăхаттăмăр. Эх, интереслĕччĕ!

2 ЙĂМĂК. Кукамай ялта пурăнать. Ун патне час-часах чупаттăм. Пан улми юрататтăм. Çитсенех пахчана тухаттăм, манăн çӳллĕ улмуççири пан улмисене шаккаса тăкмалли патак унтах тăратчĕ. Хăвăрт кăна шаккаттăм та пуçтарса урама чупса тухаттăм. Ачасене валеçме васкамалла-çке. Атте — колхозра бригадирта, анне «Паха тĕрĕре» вăй хунă. Укçа аван ĕçлесе илетчĕç. Канфетран татăлман эпир. Таня йăмăкпа кĕсьесене тултарса урама тухса чупаттăмăр. Анне нихăçан та вăрçман. Таня карате секцине çӳретчĕ. Вăл манран 4 çул кĕçĕн, пур-пĕрех çапăçаттăмăр. Аслă класра вĕреннĕ чухне урама йăмăкпа тухаттăмăр. Киле пĕрле кĕмеллеччĕ. Пĕр-пĕрне пăрахса хăварсан анне вăрçатчĕ. Маларах килсен Таньăн пушмакне пăхаттăм та çук пулсан урамра сак çинче кĕтсе лараттăм, е вăл мансăр кĕместчĕ.

3 КОНЦЕРТ. 4-мĕш класс хыççăн колхоза ĕçлеме çӳреттĕмĕр. Шкул ачисен бригадиччĕ вăл. Анне мана пĕчĕк тесе ярасшăн марччĕ. Пĕрремĕш шалу 55 тенкĕ илтĕм, ăна савăнсах аннене тыттартăм. Йăмăкпа иксĕмĕре 10 тенкĕ паратчĕ те Елчĕке кайса шкул валли хатĕр-хĕтĕр /канцеляри таварĕ/ туянса таврăнаттăмăр. 5 çултах юрлама тытăнтăм. Ялти Геннадий Борисов ертсе пыракан хора çӳрерĕм. Сцена çине пĕрремĕш хут 5-ре тухрăм. Анне илемлĕ юрлатчĕ, вăл та вĕрентетчĕ. Кăштах ӳссен юлташсемпе урамра концерт лартма тытăнтăмăр. Клуб патне афиша çырса çакрăмăр. Пирĕн урам турчăкана аса илтерет. Пĕлтерӳ çине «…Турчăка кассинче…» çырни асрах. Пĕр-пĕр çынсен умĕнче кăтартаттăмăр. Карта çумне утиял çакаттăмăр та вăл чаршав шутланатчĕ. Тĕрлĕ кĕпе чиксе каяттăмăр унта. Пирĕн концерчĕ укçаллаччĕ. Халăх чылай пуçтарăнатчĕ, савăнатчĕç.

4 ПАХЧАРА. Килти пахчара тĕрлĕ çырла пулсан та çынсенне вăрлама интереслĕрехчĕ. Пĕррехинче хуçи сиксе тухрĕ. Тарнă чухне эпĕ хăрах тапочкăна çухатса хăвартăм. Вĕлтĕрен аванах вĕтĕленĕччĕ çавăн чухне. Тепрехинче каллех çырла вăррине кайсан хӳме урлă каçрăмăр кăна, хуçи, ватă хĕрарăмччĕ, çавăнтах кĕтсе ларнă. Каялла тапса сикрĕмĕр. Тарса хăтăлтăмăрах.

Аттепе анне хăйсем ĕçе тухса кайнă чухне пирĕн мĕн-мĕн пурнăçламаллине çырса хăваратчĕç. Юлташсемпе черетпе — малтан пĕрисем патĕнче, унтан теприсен килĕнче — ĕçлеттĕмĕр те хăвăртрах шыва кĕме каяттăмăр. Анне хурсем кĕрекен пĕвере шăмпăлтатнăшăн вăрçатчĕ. Çавăнпа унта та вăрттăн кайса ĕлкĕрмеллеччĕ. Çурла уйăхĕнче пахчари çĕр улми авринчен çӳллĕрех мăянсене туртса тухма хушатчĕ анне. Пĕшкĕнсе пăхаттăмăр, çум курăк çĕр улми авринчен пысăкрах пулсан тăпăлтараттăмăр, унпа шаях тăк хăвараттăмăр. Мĕншĕн хăварнă-ши ĕнтĕ? Эх, ачапча вĕт! Çак ĕçе те кӳршĕри ачасемпе тунă, эртелпе хăвăртрах пулать-çке.

Пĕр парта хушшинче ларакан Иринăпа эпир пĕр кунра çуралнă. Çавăнпа çуралнă кунра черетленсе: пĕр çулхине — ун патĕнче, тепĕр çулхине ман патра уявлаттăмăр. Анне пĕр ещĕк Елчĕк лимонадне, пĕр курупка мороженăй туянса паратчĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.