Георгий ФОМИРЯКОВ: Шалти сасса пăхăнакан художникăн картини чунлă
Çак ÿнерçĕн ĕçĕсем пĕрре курсанах астăвăмра çирĕпленсе юлаççĕ. Мĕншĕн тесен искусствăн анлă анинче вăл хăйĕн стильне шыраса тупнă. Этнофутуризм жанрне кăмăллакан автор хăй те çын хушшинче тÿрех палăрать: тумтирĕпе, сăн-сăпачĕпе.
ПИРĔН СПРАВКА
Георгий Фомиряков ÿнерçĕ Шупашкар районĕнчи Чаканар ялĕнче 1957 çулта çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультечĕн дипломне илсен мăшăрĕпе пĕрле Улатăр хулинче ĕçлесе пурăннă. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çуралнă ялне çемйипех куçса кайнă. 2014 çулта Георгий Геннадьевича Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн ячĕпе чысланă. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, СССР Худож-никсен союзĕн членĕ 1990 . Георгий Фомиряков чылай курав йĕркеленĕ, вĕсем Шупашкарта, Тутарстанра, Мускавра иртнĕ.
— Георгий Геннадьевич, хăвăра хăçан паллă çын пек туйрăр?
— Хама паллă çын пек паянхи кун та туймастăп. Эпĕ ялта çуралса ÿснĕ, ялта пурăнакан ахаль çын. Анчах тĕрлĕ çĕрте мана паллакансене тĕл пулатăп. Лавккара, бассейнра, пасарта сăмах хушаççĕ. Ахаль çын пулма лайăхрах та, ансатрах. Мĕншĕн тесен хăйне паллă тесе шухăшлакан çакăнпа мăнаçланса, кăкăрне каçăртса çÿрет. Чи хакли — манăн юратнă ĕç пур.
— Ÿнер сирĕн тĕп ĕç-и?
— Çапла.
— Унпах тупăш илеетĕр-и?
— Миллионерсене те нихăçан та укçа çитмест. Телей тупăшра мар, юратура, чунлăхра. Мана, ялта пу-рăнакана, чаплă хатĕр-хĕтĕр кирлех мар, мĕн пуррипе аван. Пирĕн пысăк картиш, пахча çимĕç çитĕнтеретпĕр. Выçса вилместĕп.
— Сирĕн патра хăна час-часах пулать-тĕр, килĕрте музей евĕрех теççĕ…
— Курмалли пур. Çуралнă яла 1993 çулта куçса кайса çурт туянтăм. Институтран вĕренсе тухсан пĕр хушă Улатăр хулинче ĕçлесе пурăнтăм. Манăн мăшăр Татьяна унта çуралса ÿснĕ, çавăнпа Улатăра кăмăлларăм. Унта чылай картина хайларăм. Пирĕн пĕрремĕш пепке те Улатăрта кун çути курчĕ. Каярахпа çемьепе пĕр вăхăт Шупашкарта кун кунласа çĕр çĕрлерĕмĕр. Манăн ялти ирĕклĕ вырăнта, укăлча хĕрринче, çурт туянас шухăш пурччĕ. Ĕмĕтленнĕ пекех ял хĕрринче çурт туянтăм. Вырăнĕ питĕ кăмăла каять, чăрмантаракан çук, аякра вăрман, кÿлĕсем куçа савăнтараççĕ. Эпир куçса килнĕ çул шкулта черченипе рисовани вĕрентекен атте тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Çавна май шкула учителе вырнаçас кăмăллă мăшăрăма хапăлласа йышăнчĕç. Эпĕ ирĕклĕ художник пек ĕçлерĕм. Пурăнмалли кĕтесе улăштарма çурт тăррине çĕклесе мансарда туса хунинчен пуçларăм. Иккĕмĕш хутра ĕçлемелли пÿлĕм пулса тăчĕ. Пÿрт тăррине ăшă тытакан материалсемпе хупларăм. Выльăх çавах усрамастпăр тесе сарайне — мастерскоя, хуралтăсене галерейăна, музее çавăртăм. Кайран тăвансем кивĕ ампар пачĕç, 1902 çулта хăпартнăскер паянхи кунччен те чиперех упраннă. Халĕ хуçалăх музейпе картина комплексне аса илтерет темелле. Уйран çÿпçи, çăпата, пир тĕртмелли станок тата авалхи ытти япала ман патра вырăн тупаççĕ. Ял çыннисем экспонатсем пырса параççĕ, тепĕр чухне урама тухатăн та кил умĕнче авалхи япалана асăрхатăн. Картишре ачасемпе кÿлĕ алтса бассейн ăсталарăмăр.
— Хăйне евĕр галерейăпа паллашма сирĕн пата ют çĕршыв çыннисем те килеççĕ.
— Питĕ нумаййăн пулса курнă: Европăран, Африкăран, Америкăран, Израильтен…
— Çемьери пĕр-пĕр йăла пирки каласа кăтартăр-ха.
— Мăшăр Татьяна авалхи тĕне ĕненнĕ май ĕлĕкхи хăш-пĕр йăлана çирĕп тытса пырать, хам та айккинче юлмастăп. Чăваш пулса çуралнă та чăваш пулса пурăнатăп. Кирек мĕнле тĕне ĕненсен те эпир пурте — Турă çыннисем. Çуралнă кунсене виçĕ ачапа, мăнуксемпе пуçтарăнса паллă тăватпăр. Мăнкунра ушкăнпа çăмарта сăрласа илемлетесси йăлара. Тăватă мăнук манăн, пурте хитре ÿкереççĕ, ачасем те дизайнер, художник пĕлĕвне илнĕ. Çавна май уяв çимĕçĕсем пĕринчен тепри хăйне евĕрлĕ капăр пулаççĕ. Кашни Мăнкунра çемьепе сĕтел тавра вырнаçатпăр та ĕçе пикенетпĕр. Эпир çемйипех искусствăна парăннă. Астăватăп-ха: яла куçсан каçхине ачасене кĕнекесем вуласа параттăм. Хăй вăхăтĕнче атте те çапла тунă. Вăхăт иртнĕçем ачасем кĕнеке вулама кăмăлларĕç, телевизора тăвансене парнелерĕм. Хĕрĕмсемпе Марийăпа, Софийăпа ывăл Михаил мана хавхалану парнелеççĕ, пĕрле ÿкереттĕмĕр, ал ĕçĕ тăваттăмăр. Хамăрăн çурта «Саркил», «Хĕвел килĕ» тетпĕр.
— Пултарулăхăрпа паллашнă май çакна асăрхарăм: чылай картинăра ĕне-вăкăр евĕр чĕр чуна сăнлатăр, унсăр пуçне хĕрлĕ тĕс тăтăш тĕл пулать.
— Чĕпĕ çăмартаран тухсан кама малтан курать, çавна амăшĕ тесе шутлать. Çак сăнар кайран та асра упранать. Манăн пуçра вара мĕн пĕчĕкрен ĕне ĕмĕлки çырăнса юлнă, ăна çитерме çÿренĕ. Маншăн ĕне — сăваплă чĕр чун. Эпĕ сĕт юрататăп, сунă вăхăтрах куркапа чупса пыраттăм. Пирĕн ĕне тĕлĕнмелле хи-треччĕ, мăнаçлăччĕ, кĕтÿре малта утатчĕ. Хĕп-хĕрлĕ тĕслĕскер вăрăм мăйракаллăччĕ... Индири ĕнесене аса илтеретчĕ. Сулхăн, çиллĕ çанталăкра уйра ĕне çумне тĕршĕнеттĕм, ун çумĕнче хÿтлĕх тупаттăм. 10-мĕш класчен кунсерен çерем çине çÿренĕ. Картинăсенче тăван тавралăх илемне, çут çанталăка сăнлас килет. Пире, чăвашсене, кам тăрантарать-ха? Ĕне, çут çанталăк. Чи илемлисем. Çак выльăх чăваш гербĕ çинче пулма та тивĕç. Хĕрлĕ тĕс пирки калас тăк, вăл чăвашлăхпа çыхăннă, тĕрĕсенче çак тĕс тăтăш тĕл пулать. Хĕрлĕ — энерги, пурнăç тĕсĕ, юн палли. Чăваш мифологийĕнче те пур вăл. Унта каланă тăрăх, пирĕн тĕнче çичĕ сийрен тăрать, виççĕшĕ — çÿлте, виççĕшĕ — аялта. Варри вара çĕр çийĕ шутланать, ăна шăпах хĕрлĕ тĕспе сăнлаççĕ.
— Хамăр тавралăха кăна мар, ют çĕршывсене те курма пулать сирĕн ĕçĕрсенче. Сăмахран, Индипе çыхăннă картина сахал мар.
— Çапла, Инди мана шкул çулĕсенче илĕртрĕ те... вĕçертмерĕ. Унта çитсе курасси пирки ĕмĕтлентĕм. Тĕрлĕ çĕршывра пултăм, анчах Инди чĕрере уйрăм вырăн йышăнать. Ку истори 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне атте тĕнче карттине парнеленĕ самантран тымар илет. 1994 çул. Эпĕ çемьеллĕ ĕнтĕ. Пĕр ирхине: «Санăн Индие каймалла!» — сасă вăратрĕ. Çав кунхинех картинăсене хул хушшине хĕстертĕм те çула тухрăм, Мускава çитрĕм. Малалла ăçталла утас — пĕлместĕп. Тăрук: «Харе Кришна — Кришна харе», — сăмахсене илтрĕм. Хĕрлĕ-сарă тумлă индус мантра калать иккен. Унран Индие епле каймалли пирки ыйтрăм. Вăл Н.Рерих музейне çул кăтартрĕ. Хампа паллаштартăм. «О, пире шăпах Индие экспедиципе каймашкăн художник кирлĕ!» — савăнтарчĕç мана. Анчах çур çултан çеç çула тухма палăртнă. Вара мана Н.Рерих ячĕллĕ искусство клубĕн хастарĕсемпе çыхăнма сĕнчĕç. Шăнкăравларăм. Вĕсем паллă ÿнерçĕсемпе çеç ют çĕршывсене çÿреççĕ-мĕн. Мана никам та палламасть. Эпĕ ăçтан, кам пулнине пĕлсен: «Хăçан та пулсан курнăçăпăр-ха», — терĕç. Мускавсем хăюсăррисене тÿрех сирсе яраççĕ. Эпĕ Владимир Анисимов художникпа калаçрăм, шанăçа вĕçертесшĕн пулмарăм. «Володя, — терĕм. — Эпĕ интереслĕ художник. Паллах, эпир тепĕр чухне те тĕл пулаятпăр, анчах ку, тен, пурнăçланмĕ те. Эпĕ кайăп, манăн ĕçсене кураймасăрах юлатăн. Тен, эсĕ манран ытларах та çухататăн». Вăл тĕлĕнчĕ. «Ну, юрать, кил апла ман пата. Манăн мăшăрăн шăпах çуралнă кун, кунта паллă художниксем пуçтарăнĕç», — терĕ хайхискер, адресне пачĕ. Картинăсене пĕр пÿлĕмре тăратса тухрăм та кĕçех паллă ÿнерçĕсен ушкăнĕ кĕрсе тăчĕ. Де-легаци тейĕн! Манăн ĕçсене мухтарĕç. Анисимовăн мăшăрĕ почерка палласа илчĕ, вăл Мускаври куравра манăн картинăсене курнă-мĕн. Пĕр эрнерен экспедицие тухса каймаллине пĕлтерчĕç, хатĕрленме хушрĕç. Анчах чикĕ леш енне тухмалли паспорт çукки пуçа хыçтарчĕ. Шупашкара таврăнса васкаса ăна тутарма тиврĕ. Çапла Индие вĕçме май тупăнчĕ, унта икĕ уйăха майлă пурăнтăм. Астăватăп: аякри çĕр çине пуссан куçăмран куççуль юхрĕ, темскер çывăххине туйрăм. Пĕррехинче куçа йăмăхтаракан чечеклĕ садра уçăлса çÿренĕ чухне пушмака хыврăм та çара урапа çĕр çине пусрăм. «Çарран», — терĕм хуллен. Юнашар утакан Инди хĕрĕ тĕлĕнчĕ: «Чарран?» — ыйтрĕ. Чăвашла тата хинди чĕлхинче ку сăмах пĕр евĕрлĕрех янăрать иккен. Эпĕ ăнлантăм: акă ăçтан тухнă пирĕн йăх-тымар. Шалти сисĕм мана улталаман.
— Этнофутуризмпа Индие кайичченех кăсăкланнă-и?
— Ку стиль патне 90-мĕш çулсенче çитрĕм. Ăна хам шухăшласа, шыраса тупрăм. Ку енпе ĕçлес тесен тĕрлĕ жанра, тĕс наукине тĕпчемелле. Хальхи вăхăтри вăйлă аталаннă юхăмсене тишкернĕ, ăнкарнă, вĕсен вăрттăнлăхĕсене уçăмлатнă. Йăлтах тĕплĕн тĕпчемелле. Хамăн стиле тупас умĕн чăваш тĕррисене те тишкертĕм, анатоми вĕрентĕм. Çак вăрттăнлăхсене тупма «виççĕмĕш куç» кирлĕ, вăл шалти сисĕм-туйăм пекех, тĕрĕс çул тупма пулăшать. Вăл кашнин пур, ăна аталантарма çеç пĕлмелле.
— Ĕçĕрсене Сальвадор Далин пултарулăхĕпе танлаштармаççĕ-и?
— Унашкаллине хальччен илтме тÿр килмен. Дали сюрреализмпа ĕçленĕ, композицие тĕпе хунă. Художникăн чунĕ, тавра курăмĕ реализма урăхлатса холст çине куçарать.
— Сире, хăйне евĕрлĕ тĕнче курăмлă çынна, хăвăра ăнланакана тупма ансат мар ахăртнех.
— Çапла, унашкал тус-пĕлĕш питĕ сахал. Мана чи лайăх ăнланакан çын — мăшăр. Вăл маншăн юлташ та, ĕçтеш те. Таня манăн картинăсене хак параканни, манăн цензор тата критик. Кирек хăш художникпа юна-шар çавнашкал çын пулмалла тесе шутлатăп.
— Куракан сирĕн пултарулăха ăнланмасăр тиркени пулнă-и?
— Ун пеккине астумастăп. Кирек хăш ĕçе тиркеме пулать. Анчах чун витĕр кăларнăскере кашни хăйне майлă йышăнать. «Ой, кăна ăнланмастăп!» — темен. Пĕррехинче ялти дояркăсем картина ÿкерме саккас пачĕç. Хакĕ пĕчĕк маррине пĕлмен вĕсем. Эпĕ ĕç çыннисене картинăна парнелеме хатĕрччĕ, анчах вĕсем виçĕ тенкĕ хистесех пачĕç. Художник ахалех ĕçлеме хатĕр. Хальхи вăхăтра картинăсем йÿнĕ мар, çавна май пурте туянаймаççĕ.
— Черетлĕ картина ÿкерес умĕн вăл епле пулассине маларах палăртса хуратăр-и е идея киçтĕк тытсан пуçа килет-и?
— Саккаспа е ятарлă проектпа ĕçленĕ, е театр валли хатĕрленĕ чухне чун вĕçевне ирĕке яраймастăн паллах, концепцие пăхăнмалла. Хам валли ÿкерес тĕк ÿкерчĕксем пуçа килеççĕ, куç умне тухаççĕ. Ун хыççăн шухăша пир çине куçаратăп. Картина музыка пекех. Кашни пайăн хăйĕн вырăнĕ пур.
— Мĕнпе ытларах усă куратăр?
— Çуллă сăрăсемпе ĕçлетĕп.
— Ÿнерсĕр пуçне мĕн кăсăклантарать?
— Пултарулăхăн мĕн пур енне юрататăп, мана çут çанталăк çапла тунă. Пир умĕнче кунĕпе аппаланма пултаратăп. Унта тепĕр чухне ювелир пек ĕçлемелле. Чăтăмлăх кирлĕ. Художникăн чи пĕлтерĕшлĕ енĕ ку. Талант пулсан та чылай вăхăт пĕр картинăпа ĕçлеме чăтăмлăх çитмесен ÿнерçĕ пулаймастăн. Ачасене сăнанă тăрăх, çакна çирĕплетме пултаратăп: пурте лайăх ÿкереççĕ. Анчах ку пултарулăх кăтартăвĕ мар. Ÿнер ĕçне пуçĕпе путса, темччен тăрăшса киçтĕкпе ĕçлекенрен вара чăн-чăн художник çитĕнĕ. Тепри унран, тен, лайăхрах та ÿкерет, анчах кăткăслăха парăнтараймасан веçех сая каять. Этнофутуризм музыкине итлетĕп, этноискусствăпа çыхăннă мĕн пур япала чуна çывăх. Этно — пирĕн çăлăнăç. Мĕншĕн тесен таса авангард искусстви историе пăхăнмасть, пирĕн вара аваллăха манма юрамасть. Шăпах этнофутуризм ĕлĕкхипе, йăх-несĕлпе çыхăнтарать.
— Пир умĕнче ĕçленĕ самантра мĕн пирки шухăшлатăр?
— Тем пирки те. Алă хăех ÿкерме пултарать, пуç пач урăххи пирки шухăшлать. Тÿпере вĕçетĕп. Ĕмĕтсемпе таçта... тĕссен, йĕрсен тĕнчинче эпĕ. Çав вăхăтрах тарăн та интереслĕ шухăшсем килеççĕ. Юнашар вы-ртакан блокнот çине çыратăп. Çĕнĕ картинăсем те çав хушăра çуралма пултараççĕ. Çыннăн пуç мимийĕ икĕ çурма çавраран тăрать. Сулахай енчи — логика енĕпе, сылтăмми сăнарсен енĕпе ĕçлет. Çыннăн икĕ çурма çаврана та ĕçлеттермелле, çав шутра художникăн та. Пуç мимин сылтăм енĕ пулăшнипе хут çине вăрăм мăйракаллă хĕп-хĕрлĕ ĕнесем, тăваткал çунатлă кайăксем сăнланаççĕ. Çакна пăхăнакан, шалти сасса итлекен художникăн картини чунлă пулать. Сулахай алă витĕр пултарулăх тухать, сылтăмминчен — ăсталăх çеç. Леонардо да Винчи те сулахай алăпа ÿкернĕ.
— Хăвăра çын умĕнче мухтанине кăмăллатăр-и?
— Мухтанине кăна мар, тиркенине те килĕштеретĕп. Малалла вулас...