Фрезер станокне те «çăварлăхланă»
Вăрçă хыççăнхи çулсенче ялти кашни çемьере тенĕ пекех пилĕк-ултă е ытларах та ача çуралнă. Вăл вăхăтра лайăх çитерме-тăхăнтартма, пăхса ÿстерме çăмăлах пулман, çавах йыш хушăннишĕн никам та кулянма пĕлмен. Елчĕк районĕнче пурăннă Кадышевсен умлă-хыçлах тĕнчене килнĕ виçĕ хĕр хыççăн тăваттăмĕшĕ те ывăл пулманни Люсьăн ашшĕ-амăшĕн кăмăлне кăштах хуçнă-тăр. Кÿршĕ-аршăра тепĕр чухне пепке йĕрмĕшнине е кăкăр ĕмесшĕннине юриех асăрхаманçи туни тĕлĕшпе сăмах тухнă.
Ашшĕнчен вăрттăн
— Çапах та эпĕ ыттисенчен те хăвăртрах аталаннă, пĕчĕккĕллех ĕçе хутшăннă, чи чăтăмлисенчен пĕри пулса тăнă, — çамрăк чухнехи теветкĕллĕхне палăртать паянхи сумлă ĕç ветеранĕ, ултă теçетке урлă каçнă вашават та вăр-вар ентешĕм. — Тăваттă-пиллĕкрех килти хăш-пĕр ĕçе пурнăçланă. Кăшт ÿсерехпе аслисемпе пĕрле хирти тĕрлĕ культурăна çум курăкран тасатма, пахча çимĕç бригадинче калча шăварма хутшăннă. Çавна кура ман çума «Звеньевой» хушма ят çыпăçнăччĕ.
Ашшĕне, фронтран иккĕмĕш ушкăн инваличĕ пулса таврăннă Илья Ильича, çине-çинех аса илет Люся. Вăл, çапăçу хирĕнче коммунистсен ретне тăнăскер, кирек ăçта та çирĕп йĕркелĕхĕпе тата чун тасалăхĕпе палăрнă. Чылай хушă колхозăн тĕп бухгалтерĕнче тăрăшнă май хуçалăх ертÿçисенчен те, ытти çынран та пĕрлехи пурлăха упрама, туса илнине е тăкакланине тĕп-тĕрĕс шута илме ыйтнă. Ĕçе путнăран унăн килти çинчен шутлама вăхăчĕ те çитмен-тĕр.
— Аттене районти статистика управленине чĕнчĕç. Ăна патшалăх уйăрса панă «Москвич» машинипе шăллăм ирхине леçсе хăваратчĕ те каçхине кайса илетчĕ. Шăпах вăл килте çук чухне эпир хиртен михĕпе е пĕчĕк çунашкапа улăм илсе таврăнаттăмăр. Пĕррехинче çакна тавçăрса илнĕ аттерен чутах пиçиххи лекетчĕ. Юрать-ха аннепе сĕм суккăр асанне /мăшăрĕ вăрçăра пуç хунă хыççăн йĕре-йĕре курми пулнăччĕ вăл/ хута кĕчĕç, — аса илет Людмила Ильинична. — Атте-анне тĕрĕслĕхĕ пирĕн çине те çирĕпленсе юлнă. Самаях çуллансан çемьепе яла таврăнтăмăр. Вара мĕн пенсие тухичченех — 23 çул — суту-илÿре ĕçлерĕм. Райпо саланас умĕн аллă ытла лавккари пĕтĕм пурлăха шанчăклисен йышĕнчи çынсем çине явапласа хăварчĕç. Кайран çавсенчи таварпа ытти пурлăха урăх хуçасене актпа патăмăр, балансра ... 2 тенкĕ те 8 пус ытлашши тухрĕ. «Тен, печени-пĕремĕк виçнĕ чухне пĕр-иккĕшĕ аяккине ÿксе юлнă е темиçе пушă кĕленче шута кĕреймен», — кăмăллăн кулса шÿтлерĕç йышăну хучĕсене алă пусса çирĕплетекенсем.
Экзамена — ачапа
Ашшĕ вичкĕн арçын пулнăран ачисене те вăр-вар та сисĕмлĕ, хастар та тавçăруллă пулма хăнăхтарнă. Вун улттă тултарнă-тултарманах Люсьăна колхоз ферминчи пĕр ушкăн ĕнене пăхма тата сума шаннă. Темиçе çул аслисемпе тан тăрăшнă пике. Тетĕшĕпе тантăшĕсем Мускав патĕнче чукун çул хывнă çĕрте ĕçлеме чĕнсен хирĕçлеймест. Ялтан аякка тухса çÿремен хĕр унта та пултаруллă ĕçченсен йышне кĕрет. Каярахпа, ашшĕ вилнĕ хыççăн, хĕр Шупашкара таврăнать, агрегат заводĕнче ĕçлеме пуçлать. Людмила Ильиничнăшăн вăл, пĕтĕм çĕршыв пĕлтерĕшлĕ паллă предприяти, чăн-чăн ĕç тата пурнăç шкулĕ пулса тăрать. Тĕнчипе пĕлекен Япони тракторĕсемпе танлашакан техника кăларма тĕв тытнипе хавхаланнă çамрăксем.
— Темиçе уйăх хушма пĕлÿ\илнĕ хыççăн ютран кÿрсе килнĕ металл тикĕслекен фрезер станокĕ шанса пачĕç, — аса илет ĕç ветеранĕ. — Малтанхи вăхăтра, хытă хумханнă самантсенче, арçын ĕçне кÿлĕннĕшĕн ÿкĕнеттĕм те. Пирвайхи 10-20 детале якатрăм та — çак ĕç мана килĕшме тытăннине туйрăм. Темиçе уйăхранах трактор çăпатин пайне ыттисем чухлĕ кăна мар, ытларах калăплама пуçларăм. Техника тĕрĕслевĕн комиссийĕ вĕсене пахаланă май тиркешменни хавхалантарчĕ.
Часах Люся хăй пекех вăр-вар тепĕр хĕрпе пĕрле пĕр харăсах виçĕ станокпа ĕçлеме тытăнать. Нумаях та вăхăт иртмест — 60 слесарь йышĕнче икĕ çак хĕр малти вырăнсене йышăнаççĕ. Людăна ертÿçĕсем тепĕр специальноç алла илме, крановщица пулма сĕнсен пĕр сăмахсăрах килĕшет маттурскер.
Кранпа ĕçлеме пикенсен те ĕçе хăвăрт тата пахалăхлă пурнăçланипе палăрать Л.Кадышева.
— Манăн ята-сăна цехри кăна мар, завод Хисеп хăми çине кĕртсен, «Коммунизм ĕçĕн ударникĕ», «Пилĕк çуллăх ударникĕ» ятсене панă хыççăн хама çунат хушнă пекех туяттăм. Ун чухне предприятире вунă пин ытла çын ĕçленине шута илсен пысăк сумлă специалист пек хакланиех ку, — хăйĕн хĕпĕртевне халĕ те пытармасть хастар. — Ĕçре тата общество пурнăçĕнче ыттисенчен юлас мар тесе общежитире çĕрлесерен техника литератури вулаттăм, ăста специалистсен опычĕпе паллашаттăм. Çав вăхăтрах инçе мар вырнаçнă рабочисен каçхи шкулне çÿреттĕм. Çамрăккине пăхмасăр ĕçре ывăнман мар. Çемьеленнĕ хыççăн самай пысăк хырăмпа парта хушшинче ларни, ыйхăллă куçсене шăла-шăла вĕрентекенсен сăмахне çăтса ярас пек итлени, конспект çырса пыни паян та манăçмасть. Çапах та вăтам пĕлÿ илтĕм-илтĕмех. Хăш-пĕр экзамена алăри ачапа кĕрсе тытрăм!
Качча кайнăскерсен пурнăç йĕрки çапла: йĕппи ăçта, çиппи çавăнта. Çемьере пĕр-пĕрне хисеплени, юратса пурăнни пуринчен хаклă. Çакна ăнланса çитĕннĕ Людмила упăшкин килĕнче лару-тăру кăткăссине шута илсе мăшăрĕн ялне таврăнма килĕшнĕ. Çапла вăл суккăр хунямăшне те, тăван амăшне те тимлĕхсĕр хăварман.
Кĕпе çумалли машинипе çу уçлать
Ялта ун чухне те ĕç тупма ансатах пулман. Людмила Ильиничнăна киле пырсах ĕне фермине çавăтса кайнă. «Эсĕ пионер чухнех ĕне сунă» тесе хавхалантарнăран нумай пулмасть заводра вăй хунă хĕрарăм «Прогресс» пĕрлешĕвĕн выльăх-чĕрлĕх комплексне сукмак хывма тытăннă. Каярах суту-илÿ тытăмне ĕçлеме куçнă. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн тăрăшса унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Анатолий ТИМОФЕЕВ, Елчĕк районĕ.