Комментировать

5 Авг, 2020

«Авалхи тĕнпе пурăнакансем патĕнче пултăмăр»

«Çĕр чăмăрĕ çинчен хуртсем çĕтсен тепĕр тăватă çултан этемлĕх пĕтет», - теççĕ. Çакна асрах тытать ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри паллă хурт-хăмăрçă Николай Пирожков. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Турханта пурăнакан Николай Петрович республикăри хурт-хăмăр отрасльне аталантарас, пыл хурчĕсен вăтам вырăс ăратне упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшать. Çак кунсенче хастар çынпа тĕл пултăмăр, кăçалхи çул утарçăсемшĕн мĕнлерех пулни çинчен сăмах пуçартăмăр.

«Кăнтăрти хурт кăнтăрта лайăх»

«Нумаях пулмасть эпир, Патăрьел районĕнчен Пермь крайне Красновишер районне вăтам вырăс ăрачĕллĕ пыл хурчĕсен амисене илме кайса килтĕмĕр. Юлашки çичĕ çул хушшинче çакăн пек çул çÿрев виççĕмĕш хут пулчĕ. Пермь крайĕнчи авалхи тĕне пăхăнса пурăнакан Иван Паршаков утарçă патĕнче пултăмăр. Вĕсен /вăл ывăлĕпе Иван Ивановичпа ĕçлет, хăй те Иван Иванович/ утарĕ тайгара вырнаçнă. Унтан пĕтĕçнĕ — 10, пĕтĕçменнине 40 илсе килтĕмĕр. Ку ăрат пирĕн тăрăхшăн питĕ лайăх, çирĕп. Пирĕн утар вăрманта вырнаçнă, унта питĕ нумай çăка ÿсет. Вырăс ăрачĕллĕ хурт çăкаран пылак сĕткене лайăх пуçтарать. Çăка чечеке ларсан хăвăртах çурăлса пĕтет. Çавăнпа хуртсен сĕткене кĕске вăхăтра питĕ хăвăрт пуçтарса ĕлкĕрмелле. Ылтăн хуртсем мĕнле ĕçленине тĕрĕслеме манăн ятарлă тараса пур. Ăна кашни кунах сăнаса тăратăп. Çăка çурăлнă вăхăтра кунне вĕллене 8 кг пыл килетчĕ. Кÿршĕллĕ Иван Кошкинăн вара 11-шер кг хушăнса пынă. Вырăс ăрачĕллĕ вĕлле хурчĕсене кунта илсе килсе Турхан тăрăхĕнче ĕрчетесшĕн эпир. Кайран республикипех сарасшăн. Паллах, хамăр республикăшăн ытларах тăрăшатпăр. Çав вăхăтрах Мари Элтан, Тутар Республикинчен, Чулхула облаçĕпе Пенза тăрăхĕнчен те амасем, хуртсем туянма килеççĕ. Çак кунсенче акă Чулхуласем валли амапа хурт йышне /отводоксем/ туса хутăм.
Мĕнпе уйрăлса тăрать-ха вăтам вырăс ăрачĕллĕ вĕлле хурчĕ? Пĕрремĕшĕнчен, вăл çĕр чăмăрĕ çинче чи çирĕппи, чи чăтăмли, чи чапли шутланать. Маларах кайса çакна та калам: çавăнпа çăка пылĕ çĕр чăмăрĕ çинче чи-чи лайăххи тесе палăртаççĕ. Хуртсен çак ăрачĕ чир-чĕре парăнмасть. Йĕркеллĕ хĕл каçать. Пирĕн хуртсем сивĕ тапхăрта 6 уйăх вĕçмесĕр лараççĕ. Çакна ку хурт аванах тÿссе ирттерет. Иван Паршаковăн тайгара шартлама сивĕсем пулаççĕ. Апла пулин те вĕсене хуртсене хĕл каçармалли ятарлă пÿрт /омшаник/ тавраш çук. Пыл хурчĕсем ирĕкре, юр айĕнче хĕл каçаççĕ. Çуркунне вĕсене чавса кăлараççĕ те çунатлисем пĕрремĕш вĕçеве тухаççĕ. Пирĕн патра хуртсем март уйăхĕнчех ирĕке тухса вĕçеççĕ, пыршăлăхне тасатаççĕ. Тайгарисем çичĕ уйăх таран вĕçмесĕр лараççĕ. Вăтам вырăс ăрачĕ 7 уйăха та аванах чăтса ирттерет, çуркунне вара лайăх аталанса каять. «Сире питĕ ăннă. Сирĕн патра çăка ÿсет», — тет Иван Иванович. Çăка тайгара пурăнаймасть, вилет. Унта хуртсем ытларах вăрманти хăмла çырлинчен тата хĕрлĕхенрен /иван-чай/ пыл пуçтараççĕ. Халĕ вĕсен хĕрлĕхен шăпах чечекре. Тайга пылĕ /таежный/ те чаплă шутланать. Хуртсен вăтам вырăс ăрачĕ мана питĕ килĕшет. Уйрăмах чир-чĕре парăнманни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Атту халĕ карпатизаци тата кавказиаци юхăмĕсем анлă сарăлнă. Кăнтăр енчен карпат тата кавказ ăрачĕллĕ пыл хурчĕсене нумай кÿрсе килеççĕ. Тĕрĕслевсĕр илсе килекен те чылай. Пирĕн ăшă енчи вĕлле хурчĕсене усрама тăрăшмалла мар. Вăтам вырăс ăрачĕллĕ пыл хурчĕ кăштах усалтарах ĕнтĕ. Вĕсем ытларах сăхаççĕ. Анчах çăка çине лайăх вĕçеççĕ. Кĕске вăхăт хушшинче пĕр çемье пĕрер фляга пыл пама пултарать», — каласа парать Николай Петрович.
Николай Пирожков пĕлтернĕ тăрăх, вăтам вырăс ăратне туянма вĕсен патне ют регионсенчен, Мускав облаçĕнчен утарçăсем ытларах та ытларах килсе çÿреççĕ. Пĕрремĕш çулхинех хуртсем пыл параççĕ те хуçисем питĕ савăнаççĕ, шăнкăравласа тăтăшах тав сăмахĕ калаççĕ-мĕн. Хамăр тăрăхра вырăнти ăрата ытларах хунаттарас шухăш патне Николай Петрович 15 çул каяллах пынă. Ун чухнех вăл çут çанталăкра упранса юлнă вĕлле хурчĕн вăтам вырăс ăратне туянма Пушкăрт Республикинчи Шульган – Таш патшалăх заповедникне çул тытнă. Çав çулсенче вăл Пермь тăрăхĕнчисем пирки пĕлмен. «Астăватăп-ха: лере çитрĕмĕр те — çул çук. УАЗиксăр кĕрейменнине, юрать, маларах систерчĕç. Çÿлерех асăннă ăратăн амисене эпир унта икĕ хутчен кайса илсе килнĕччĕ. Ун хыççăн Тутарстанри Мамадышран вăтам вырăс ăрачĕллĕ амасем кÿрсе килтĕмĕр. Нумаях пулмасть ав Пермь крайĕнчи тата Красноярск крайĕнчи авалхи тĕнпе пурăнакан утарçăсене шыраса тупрăмăр. Юлашки вăхăтра Чăваш Енре вăтам вырăс ăрачĕллĕ хуртсем пĕтсе пыни пăшăрхантарать. Раççейре çулсеренех сахалланса пыраççĕ вĕсем. Мĕншĕн тесен кăнтăрта вырнаçнă питомниксем карпат, кавказ ăрачĕллĕ амасене пинĕ-пинĕпе кăлараççĕ. Эпĕ кăнтăрти хуртсене хурласшăн мар. Вĕсем хăйсен патĕнче лайăх. Вĕсен унта 1,5-2 уйăх кăна вĕçмесĕр лармалла. Пирĕн патăмăрта 6 уйăх тÿсмелле. Пермь крайĕнчен илсе килнĕ хуртсем пирĕншĕн питĕ лайăх. Эпĕ çав амасене Турханти хурт-хăмăрçăсене те валеçсе паратăп. Ку тăрăхра ытларах çак ăрат сарăлтăр тетĕп. Мĕншĕн тесен хурт-хăмăрçăсем пурте Пермь крайне кайса илеймеççĕ. 3000 çухрăма çитсе килесси çăмăлах мар. Çавăнпа ку ĕç питĕ пĕлтерĕшлĕ тетĕп», — шухăшне палăртрĕ паллă хурт-хăмăрçă.
Çăка чечекĕ çине тăватă кун кăна вĕçнĕ
Ылтăн хуртсене пулăшас тĕллевпе Николай Пирожков тĕрлĕ пыл курăкĕ чылай акать. Калăпăр, фацели, кăвак чечеклĕ пыл курăкĕ /синяк/, илепер курăкĕ /донник/. Унăн фацели кăна 25 гектар йышăнать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.