Комментировать

4 Авг, 2020

«22-мĕшĕнче эпир лăпкăн çывăраттăмăр…»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пĕр çемьерен харăсах темиçе çын хутшăнни самай пулнă. Акă Куславкка районĕнчи Акчура ялĕнчи Терентий Ермолаев пилĕк ывăлне фронта ăсатнă. Шел, вĕсенчен иккĕшĕ — Василипе Егор — тăван тăрăхне таврăнайман.
Тăшманпа çапăçнăскерсем ашшĕпе амăшĕ патне çыру шăрçаланă, çывăх çыннисем мĕнле пурăннипе кăсăкланнă. Чăваш Республикин Астăвăм кĕнекинче палăртнă тăрăх, Василий Терентьев 1911 çулта çуралнă. Ăна Октябрьски районĕн çар комиссариачĕ чĕнтернĕ. Рядовой килне янă кĕске çырăвĕ çеç упранать: «Паян 20-мĕш август. Эпĕ станци Арзамасра. Халь каятпăр. Ăçта унта хăвараç пĕлмерĕмĕр. Ырă-сывах. Пурне те салам». Шел, вăл 1942 çулхи çурла уйăхĕнчи çапăçура пуç хунă. Ăна Воронеж облаçĕнчи Чижовка ялĕнче пытарнă. Василий Терентьевичăн темиçе сăн ÿкерчĕкĕ çеç упранса юлнă.
Егор Терентьев 1907 çулта çуралнă. Тăванĕсем вăл сăвăласарах çырнă çырусем янине аса илеççĕ. «Лартăм сĕтел хушшине, тытăнтăм çыру çырмашкăн, шурă хута хуратса мар. Ванă, Миша, Луба, кума, Сире питĕ юратса. Эпĕ эсир 5 августра янă çырăва илсе вуларăм. Питĕ хĕпĕртерĕм. Эпĕ ăна 20 августра кăнтăрлахи апат çисен илтĕм. Ванă, Митяна питĕ пысăк салам кала. Ун патне эпĕ çыру çырса яратăп» — çак çырăва Егор Терентьевич янă пулĕ теççĕ. 78 çул каялла фронтран килнĕскерсем унтан-кунтан çурăлнă, вăхăт нумай иртнĕрен тĕссĕрленнĕ. Астăвăм кĕнекинче рядовой 1942 çулта хыпарсăр çухалнине палăртнă.
Терентий Ермолаевичпа Анисия Васильевнăн виçĕ ывăлĕ вăрçăран таврăннă: Андрей, Спиридон, Николай. Николай Терентьевич 1922 çулта çуралнă. Вăл ашшĕ-амăшĕ патне çырнă темиçе çыру та упранать. «Сывлăх сунатăп, хаклă аттепе анне! Эпĕ шăпах паян сирĕн пата çыру çыратăп. Эпир нумай вăхăт позицире пулман, Совет Украинин объекчĕсене фронтран аякра сыхларăмăр… Манăн ялта, çемьере, пиччесен ĕçĕсем мĕнле пулнине çав тери пĕлес килет, анчах пĕлейместĕп. Çак адреспа мана çыру çырма тăрăшăр, анчах ăна илес шанăçсем ытла та пĕчĕк. Мĕншĕн тесен эпир кĕçех урăх çĕре кайма пултаратпăр», — тенĕ Николай Терентьевич пĕр çырăвĕнче.
Вăрçă пуçланни пирки çывăх çыннисене кĕçĕн ывăлĕ Николай акă мĕнле пĕлтернĕ: «Хаклă аттепе анне. Инçе çĕрсем тăрăх вырăнтан вырăна куçса çÿренĕ, хуласене хÿтĕленĕ хыççăн… эпир кăнтăра кайма тухрăмăр. Халĕ пуйăсра. Çул çинче çыратăп. Ох, çырмалли нумай, анчах кĕске çырура йăлтах çырса пĕтереймĕн. Вăрçă пуçланнăшăн Германи айăплă. 22-мĕшĕнче эпир лăпкăн çывăраттăмăр, сасартăк нимĕçсен енчен пирĕн еннелле пульăсемпе снарядсем вĕçме пуçларĕç. Çапах эпир çунакан хуларан тухрăмăр. Кайран тĕрлĕ хулара пултăмăр, вĕсене сывлăшран тапăнасран сыхларăмăр, тăшман самолечĕсен тапăнăвне темиçе хут лекрĕмĕр, нумайăшĕ пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Вăрçă. Халĕ сывă, чĕрĕ, çапăçатпăр. Манăн пиччесем те фронтра ахăртнех».
1941 çулхи юпа уйăхĕн вĕçĕнче çырнă çырăвĕнче Николай Терентьевич хăйне посылка ярса пама ыйтнă, хут пĕтсе çитнине пĕлтернĕ. <...>
Николай Терентьевпа пиччĕшĕсем вăрçă вăхăтĕнче янă çырусем халĕ унăн мăнукĕн çемйинче упранаççĕ. Вĕсене пĕр çыхха хунă, çиеле «Фронтран янă çырусем. Ĕмĕрлĕхе упрамалла», — тесе çырнă. Тулли верси...

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА хатĕрленĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.