Йăх тымарĕ çирĕп пултăр
1992 çулхи авăн уйăхĕ. Кăркăсстанри Бишкек /Фрунзе/ хулинче Е.Поливанов ăсчах ячĕпе ирттерекен конференцие чĕннĕ хут илтĕм. Ку тăрăх Чăваш Енрен питĕ аякра. Мускавра аспирантурăра вĕреннĕ çулсенче Филипп Цаплинпа калаçни асра. Вăл Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре çуралса ÿснĕ, манăн хунямапа Васса Алексеевнăпа Тăвай шкулĕнче пĕр класра вĕреннĕ. Мускавра Хĕвел тухăç халăхĕсен институтĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Тăватă ют чĕлхе лайăх пĕлетчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Ф.Дзержинский ячĕллĕ Çар академийĕнче разведчиксене хатĕрлетчĕ. Вăрçă вăхăтне аса илетчĕ. «Ун чухне Фрунзе хулинче разведчиксен шкулĕ ĕçлетчĕ. Çакăнта Рихард Зоргепе паллашрăм. Ăна Японие ячĕç, мана — Монголие. Геннадий Волковăн «Кăркăсстанри салма яшки» очеркне те вуланăччĕ. Унта кăркăс халăхĕн йăли-йĕркине çырса кăтартнă. Пирĕн халăхăннипе пĕр евĕрех. Ĕмĕтленнĕ-ха çав тăрăха çитсе килме. Халĕ ĕнтĕ конференцие каймалла. Чăваш халăх поэчĕн Александр Галкинăн сăмахĕсем асран тухмаççĕ. «Чĕннĕ çĕре каймаллах», — тетчĕ вăл. Инçе çула пуçтарăнтăм. Мускавран самолетпа вĕçрĕм. Юлташсем мана кĕтсе илме аэропорта тухнă. Çул хĕррипе ÿсекен йăмрасем тĕлĕнтерчĕç. Турачĕсем шерепеллĕ, çĕре çитиех усăнаççĕ. Вырăна çитсен хăтлă пÿлĕме вырнаçтарчĕç.
Авăн уйăхĕнче питĕ шăрăх. Хула тăрăх кăнтăрла транспорт çÿремест. Рихард Зорге, Филипп Цаплин çÿренĕ урампа киленсе утрăм. Чукун çул станцийĕ умĕнчи Михаил Фрунзе палăкĕ патĕнчен иртрĕм. Вăл çак хулара 1885 çулта çуралнă. Ашшĕ фельдшерта ĕçленĕ. Михаил Фрунзе кăркăс халăх пурнăçне ачаранах лайăх пĕлнĕ. Кăркăссем ăна çав тери хисеплеççĕ. Тĕлĕнмелли маншăн татах пулчĕ. Тĕслĕхрен, Иссык-Куль кÿлĕ хĕррине экскурсие кайни. Çул тăршшĕпех пĕлĕте çитекен, кармашакан Алатау сăрчĕ... Çакăнта басмачсем пытанса пурăн-нă. Пурте Фрунзе майлă çаврăннă. Сарлака çул хĕрринче — лаша утланнă Пржевальский палăкĕ. Мăнаçлăн курăнать. Кÿлĕ тем тăршшĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр сарăлса выртать, шывĕ чăтма çук сивĕ. «Роза Николаевна, эсĕ шыва ан кĕр, çакăнта сăртри юр ирĕлсе анать», — терĕç. Кÿлĕ хĕррипе сырлан ÿсет. Таçта аякра Пржевальск хули курă-нать, унта — Китай чикки. Чăвашсем калашле, тĕнче хĕрри. Çакăнтах пионерсен лагерĕ вырнаçнă. Унта апатлантăмăр. Сĕтел тулли апат-çимĕç. Акă вăл кăркăссен тараватлăхĕ.
Иккĕмĕш кунне конференци иртрĕ. Чингиз Айтматов пырса кĕрсенех пурне те сывлăх сунчĕ. Ăна сăмах пачĕç. Тăванлăх туйăмĕ çинчен витĕмлĕ калаçрĕ. «Пирĕн, кăркăссен, ырă йăла пур. Тăвансене çичĕ сыпăк таран пĕлмелле», — палăртрĕ вăл. Кашнинпех калаçма тăрăшрĕ çыравçă. Мана ал тытрĕ. «Чăваш, Шупашкартан», — терĕм. Геннадий Волкова, Юхма Мишшине кăмăлтан аса илчĕ. Салам калама хушрĕ.
Ун чухне манăн çуралнă кунччĕ. Кăркăсстанри юлташсем таçтан пĕлнĕ çавна. Каçхине пирĕн пÿлĕме апат-çимĕç илсе пычĕç. Пыл та пурччĕ. Ун пек тутлă арпус эпĕ ниçта та çисе курман. Чингиз Айтматовăн сăмахĕсем асра юлчĕç: «Тăвана çичĕ сыпăк таран пĕлмелле». Чăн чăвашла. Пирĕн те çичĕ сыпăкран иртсен ютта тухать. Çавăнпа çичĕ ют теççĕ.
Нар сăрчĕ, Ара шывĕ...
Халĕ амăшĕпе ывăлĕ — Галина Петровăпа Юрий Сантус — пичетленĕ «Эп çырмасан чăннине кам калатăр урăх!» кĕнеки тавра сăмах пуçарас килет. Эпĕ курнă, пĕлнĕ çынсем. Маншăн та хаклă вĕсем. Вăрмар районĕнчи Арапуç çыннисем. Эпĕ вĕт унта вун пĕр çул шкулта ĕçленĕ. Упăшкам Геннадий Петров — физика, эпĕ чăваш, вырăс чĕлхисене вĕрентнĕ. Пепкемсем Арапуçра ÿсрĕç. Галина Петровăн ачисене те пĕлÿ панă. Вĕсем куç умĕнчех ÿссе çирĕпленчĕç. Акă ывăлĕ тăрăшнипе, амăшĕ хистенипе тата пулăшнипе асăннă кĕнеке кун çути курчĕ.
Галина Петровăн мăшăрĕ Петр Петрович çинчен каласа кăтартас килет. Арапуç шкулĕнче ĕçленĕ çулсенче мана шкул директорĕн тата заместителĕн ĕçĕсене те пурнăçлама тивнĕ. Петр Петрович, вăрçă хирĕнчен чиперех таврăннăскер, колхоза шофера вырнаçнăччĕ. Пĕр çулхине Куславкка районне кĕрекен Криуш ялĕ çывăхĕнчен, Атăл хĕрринчен вутă илсе килме лекрĕ. Унпа шкула та, учительсене те тивĕçтермеллеччĕ. Пире Петр Петрович пулăшрĕ. Ытти чухне те тĕрлĕ ĕçе явăçтараттăмăр ăна. Вăл пĕрре те хирĕçлемен.
Галина Николаевна колхоз утарĕнче вăй хуратчĕ. Питĕ ĕçченччĕ вăл. Арапуç вăрманĕнче колхозăн икĕ утар пулнă. «Путь Ильича» колхоз хăмла лартма пуçласан та Галина Петрова малтисен йышĕнчеччĕ, ĕçе йĕркелесе пыратчĕ. Çав вăхăтрах тăванлăх туйăмне малти вырăна хуратчĕç. Петровсем икĕ хĕрпе икĕ ывăл пăхса çитĕнтернине каласа хăвармалла.
Галина Николаевна Арапуçне кÿршĕри Кĕтеснер ялĕнчен качча килнĕ. Йăхĕ çинчен 22 çул каяллах çырма тытăннă вăл. Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскерне малалла вĕренмешкĕн вăрçă кансĕрленĕ. Çапах хăй шухăшланине пурнăçлама пултарнă. Çав тăрăхра çуралса ÿснĕрен-ши — çак кĕнеке ытла та çывăх маншăн.
«Нар сăрчĕ çумĕнче
Пит илемлĕ вырăн пур...» — çырать Юрий Сантус.
Нар сăрчĕ Кĕтеснертен тухсан пирĕн яла каякан çул çинче. Сăмах май, эпĕ çуралса ÿснĕ Тенеялĕ /халĕ Тăвай районне кĕрет/ Кĕтеснертен сакăр çухрăмра. Нар сăрчĕ çинче вун пилĕк йăмра кашласа ларатчĕ. Çуллахи шăрăх кунсенче Вăрмартан таврăннă май çав йывăçсен сулхăнне ларса канаттăмăр, апат çиеттĕмĕр. Уяр çанталăкра Нар сăртĕнчен Сĕве чиркĕвĕ курăнатчĕ. Вăрмар районне кĕнĕ май ун чухне эпир Кĕтеснер, Арапуç витĕр çÿренĕ. Çак çулпа вăрçă вăхăтĕнче те, каярах та Вăрмар элеваторне тырă леçнĕ.
Кĕнекене малалла киленсе вулатăп. Ара шывĕ вăрмантан юхса тухать. Çак тăрăха ачасемпе экскурсие пĕрре мар кайнă, лашман çулĕпе утнă. Лашман çулĕ сыхланса юлнă-ха. Ара çумĕпе иртет вăл.
Сантус çак тăрăха художник куçĕпе сăнать. Унăн йĕрĕпе каяр-ха.
«Ишнĕ теççĕ пит авал
Пăлхар ачисем,
Çитнĕ теççĕ тухăçран
Сĕве çинчисем.
Ара шывĕ тулли чух
Ишнĕ кимĕпе,
Çыран тăрăх эп паян
Кайрăм лашапа».
Вулатăп та тĕлĕнетĕп. Сантус çак халапсене асра тытать. Сăмаха айккинелле пăрса калам-ха. Пирĕн кукамай Тутарстанри Кайпăç районĕнчи Имелпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Манăн тăван тăрăхран — 30 çухрăмра. Пирĕн анне хура çÿçлĕ, кăвак куçлă, шурă ÿтлĕ пулнă. Кукамайăн тăванĕсем пекехчĕ вăл. Чиперччĕ, хÿхĕмччĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Вăрмар районĕнчи Шăхальти вăтам шкулта вĕрентĕмĕр. Вун икĕ ял ачи пĕр çуртра пĕлÿ илтĕмĕр.
Пирĕнпе пĕрле Тикаш ачи Михаил Тимушкин вĕренетчĕ. Кăвак куçлă, хура çÿçлĕ, шурă ÿтлĕ каччă ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ. Каярах И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика универси-тетĕнче историпе филологи факультетĕнче пĕр курсрах пĕлĕве тарăнлатрăмăр. «Мĕнле-ха пирĕн тăвансем пĕр евĕрлĕ?» — шухăшлаттăм. Çулсем иртсен унăн аппăшĕнчен Валентина Тимушкинăран ыйтрăм. «Пирĕн кукамайăн амăшĕ Кайпăç районне кĕрекен Пушанч ялĕнче кун çути курнă, Тикаша качча килнĕ», — терĕ. Пăлхарсем хура çÿçлĕ, кăвак куçлă, шурă ÿтлĕ пулнă теççĕ. Апла тăк вĕсем çав йăхран тухнă.
Кавал ярмăркки
Кĕнекери кашни йĕркене ăша хыватăп. Ку тăрăхра манăн ачалăх, çамрăклăх иртнĕ.
«Тухрăм çула эп паян
Хĕвел тухиччен,
Вăл пуçланчĕ Кавалтан,
Район хĕрринчен».
Эпĕ те шухăшпа Кавала çитрĕм. Çакăнта кĕçнерни кунсерен халăх пасара пухăннă. Кавал манăн çуралнă вырăнтан — Тенеялĕнчен — 20 çухрăмра. Анне мана, шкул ачине, аслисемпе пĕрле çăм, сурăх сутма яратчĕ. Паллах, лашапа çула тухнă. Пĕлĕшсем патĕнче çĕр выртаттăмăр. Ют çĕре кĕме хăранă.
Кавал ярмăркки те хаваслă иртетчĕ. Вăл пĕр эрнене тăсăлатчĕ. Виçĕ-тăватă каруççел çаврăнатчĕ. Параппан çапни, купăс сасси таврана саланатчĕ. «Кавал ярмăркки пуçланиччен çĕр улми лартма юрать», — тетчĕç ватăсем. Сантус çак тăрăх çинчен питĕ тĕрĕс çырать.
Çакăнтах автор Ара шывне тав тăвать. Сăмаха пÿлсех калам-ха. Пĕр калаçу асран тухмасть. «Родина» сăмах чăвашла мĕнле куçать?» — çапла ыйтнăччĕ манран Удмурт халăх писателĕ Василий Ванюшев. «Тăван çĕршыв», — терĕм. Çак сăмаха темиçе хут каларĕ вăл. «Çĕр тата шыв. Мĕнле тĕрĕс каланă», — хушса хучĕ.
Акă ывăлĕ амăшĕ каласа кăтартнине тăнлать: «1942 çулта аттене вăрçа илсе кайрĕç. Ăна урăх курасси пулмарĕ. Çĕнтерÿ кунне пĕр уйăх çеç кĕтсе илеймерĕ вăл. Аттене ăсатсан тепĕр вун икĕ кунран эпир — виçĕ хĕрача — хăр тăлăх тăрса юлтăмăр. Анне вăрман ĕçĕнчен таврăннă чухне Кăп-шар çырми урлă кĕпер çуккипе пĕрене урлă утса каçма тăрсан çурхи вăйлă шывра çухалчĕ. Атте-аннесĕр пирĕншĕн шанчăк та, савăнăçлă кунсем те çухалчĕç.
Вăрçă никама та телейлĕ тумарĕ. Пурин ĕмĕтне те татрĕ. Шкул хыççăн малалла вĕренес килетчĕ — пулмарĕ». Ăна асламăшĕ пăхса çитĕнтернĕ.
Галина Петрова — вăрçă ачисен йышĕнче. Аслисемпе тан тырă вырнă, вăрман каснă... Ниме пăхмасăр выçăллă-тутăллă ĕçленĕ.
8 сыпăкри тăванĕсене пĕлет
Ĕлĕкрех кашни ялăн хăйĕн уявĕ пулнине палăртать Сантус. Пирĕн ял праçникĕ Микула уявĕпе пĕр килет. Уяв йĕркелени, чăнах, тăванлăха манма памасть.
Арапуçсем Микула уявне çу уйăхĕнче паллă тăваççĕ. Элĕк районĕнчи Тури Выла ялĕнче ăна раштав уйăхĕнче уявлаççĕ. Вĕсем ăна Микунь теççĕ. Арапуçсем Микула уявне шкул çумĕнчи стадионта йĕркелеççĕ. Савăнма пĕлет ял-йыш. Малалла вулас...
Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА.