Троллейбус паркĕ çĕнелĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкарти троллейбус паркне çĕнетес, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртес тата республикăри предприятисене хавхалантарас ыйтусемпе паян канашлу ирттернĕ. Унта Раççей Федерацийĕн промышленность тата суту-илÿ министрĕн заместителĕ Алексей Морозов хутшăннă.
Канашлура Шупашкарти троллейбус паркне çĕнетес пирки те калаçнă. Аса илтерер: Раççей Федерацийĕн хыснинчен çав тĕллевпе 1,2 миллиарда яхăн тенкĕ уйăрĕç. Хушăва РФ Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин алă пуснă. Кăçал 68 троллейбус илмелле, çав шутра 16-шĕ – автономи мелĕпе çÿрекенни. Пĕтĕмпе 220 çĕнĕ троллейбус туянмалла. Вĕсенчен пĕр пайне Шупашкарти троллейбус управленийĕ валли уйăрĕç, теприсене – Çĕнĕ Шупашкара. Автономи мелĕпе çÿрекен 12 троллейбус «Шупашкар-Çĕнĕ Шупашкар» маршрутпа хутлĕ.
Палăртмалла: троллейбус туянма федераци хыснинчен укçа ыйтса Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Мускавра калаçусем ирттернĕ.
Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ