Комментировать

24 Июл, 2020

Аçтăрхан тăрăхĕнче туристсене кăмăллаççĕ

Раççей пысăк та анлă. Тĕлĕнсе курса çÿремелли нумай кунта. 85 региона та çитсе килес тĕк çĕннине, нихăçан та шухăшлама пултарайманнине чылай пĕлĕн, чикĕ леш енне каçмасăрах. Çул çÿревсĕр сывлăш çавăрайманнисемшĕн кăçал Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне çитме май тупăнчĕ. Ют çĕршывсене çÿреме вăхăтлăх чарнин лайăх енĕ çакăнта палăрать те ĕнтĕ — Раççейри вырăнсене лайăхрах пĕлме тытăнăпăр.

Малтан — Волгограда

Ку çул çÿрев пире Аçтăрхана илсе çитерĕ. Мĕн пĕрлештерет-ши çак хулана пирĕн Шупашкарпа? Паллах, Атăл. Тĕрĕсрех каласан, Европăри пысăк юхан шывсенчен пĕри шăпах та Аçтăрхан çывăхĕнче вĕçленет, кунта вăл Каспи тинĕсне юхса кĕрет. Шупашкарта пурăнакан, Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче ăс пухакан Юлия Коптеловăна Аçтăрхан облаçне кайса курма тÿр килни питĕ савăнтарнă. Ку шухăш унăн хĕл кунĕсенчех çуралнă иккен.
— Пĕррехинче çемьепе пуçтарăнсан çуллахи кану пирки калаçрăмăр, — сăмах çăмхине сÿтме тытăнчĕ Юля. — Эпир çул çÿреме юрататпăр. Çав тери кăсăклă вăл: машинăна ларатăн та инçе çула тухатăн, тавралăх мĕнле улшăннине чÿречерен савăнса сăнаса пыратăн. Нихăçан курман хулан илемĕпе киленсе çÿресси, унăн хăйне евĕрлĕхне асăрхасси пире питĕ илĕртет. Кашни хулара мĕн те пулин урăхлараххи пур. Çакă çынсен культуринче те сисĕнет.
Çуллахи кунсем çитсен Коптеловсем хĕлле палăртса хунă шухăшне пурнăçа кĕртес тенĕ: чăматан пуçтарнă та çула тухнă. Саранск, Пенза, Саратов, Волгоград хулисенчен иртнĕ хайхискерсем. Чăн та, Волгограда кĕрсе тухмасăр тÿсеймен. Паллă хула. Тахçан вăл Сталинград ятлă пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче унта хаяр çапăçусем иртнĕ. Сталинградри çапăçу паттăрĕсене халалласа каярахпа палăксен ансамбльне йĕркеленĕ, тĕп монумент — пурте пĕлекен «Тăван çĕршыв-Анне чĕнет». Сăмах май, ăна кăçал, Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнĕ тĕле, реставрациленĕ. Коптеловсем çак палăка çитсе курмасан нумай çухатассине туйнă, вăл историри пĕлтерĕшлĕ пулăмпа çыхăннă-çке.
— Мамай улăп тăпри пуринчен те ытларах асăма кĕрсе юлчĕ. Унран инçе мар тăванла масар тата уйрăм вил тăприсем вырнаçнă, вĕсенче Сталинграда хÿтĕленĕ 35 пин салтак ÿчĕ выртать. Мамай улăп тăпри — Волгоградри чи паллă вырăн, Раççейĕн чи пĕлтерĕшлĕ мемориал комплексĕсенчен пĕри, çав вăхăтрах пирĕн çĕршыври чи хурлăхлисенчен пĕри. Тĕп палăк калăпăшĕпе аякранах тĕлĕнтерет, унăн çÿллĕшĕ — 102 метр, — ăнлантарчĕ Юля.
Мамай улăп тăпри /Мамаев курган/ мĕншĕн çавăн ятлă пулни те кăсăклантарать чылайăшне. Кун пирки тĕрлĕ халап çÿрет. Анчах тĕрĕсрех пек туйăнаканни тутар-монголсен вăхăчĕпе çыхăннă. Мамай Ылтăн Уртари чи пултаруллă та вăйлă çар пуçĕ, ăста политик пулнă. Тапăнса килекенсене вăхăтра асăрхама вăл хуралçăсене çак улăп тăпри çине янă. Ун çинчен Атăла курса тăма та меллĕ пулнă. Волгоградăн паллă ытти вырăнĕпе те паллашнă Коптеловсем, чылайăшĕ асра юлнă, шухăша янă.

Пулă хыççăн чутах путман

Çапах çитме палăртнă тĕп вырăн — Аçтăрхан облаçĕ. Унăн тĕп хулине хăй вăхăтĕнче «Кăнтăр Пальмира» та, «Каспири Александри» те тенĕ. Аслă Пурçăн çул шăпах çак хула витĕр иртнĕ. Унта 120-е яхăн наци çынни килĕштерсе пурăнать. Аçтăрханти паллă вырăнсене курса çÿренĕ чухне Коптеловсем Кремль стени çинче асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ. Экскурсоводсем ĕнентернĕ тăрăх, «Иван Васильевич меняет профессию» фильмри стена ку.
— Эпир вырнаçнă кану бази Аçтăрхантан инçе марччĕ, — калаçăва тăсрĕ Юля. — Çимелли, кирлĕ хатĕр туянма çывăхри Волжский поселокне çÿреттĕмĕр. Пурăнмалли çуртсем хăтлă, илемлĕ. Тата, чи кирли, унтан Атăл çав тери хитре курăнать, çак илемпе вĕçĕ-хĕррисĕр киленме пулать. Эпир кашни кунах пляжра пултăмăр. Пулă тытма та час-часах çÿрерĕмĕр. Сăмах май, эпир чарăннă кану базине пулă тытма юратакансем ытларах суйлаççĕ. Çакăн валли кирлĕ условисем пĕтĕмпех пур унта.
Мыскарасăр та мар. Пĕри шăпах пулла кайсан сиксе тухнă. Коптеловсем кимĕ çинче пулнă, вăлта йĕппине улталамалли апат тирнĕ те кĕтме пикеннĕ. Сасартăк пулă çакланнине туйнă. Анчах ытла пысăк пулнă вăл, кимĕ чутах çаврăнса ÿкмен.
— Çав пулла, шел те, тытаймарăмăр, анчах чĕрĕ-сывă юлтăмăр, уншăн савăнатпăр, — терĕ Юля.

Ĕнисем имшер

Аçтăрхан облаçĕ Чăваш Енрен пĕр сехет маларах пурăнать. Уйрăмлăхĕ пысăках мар пулин те, Юльăн шухăшĕпе, пĕрех сисĕнет. Çамрăк çул çÿревçĕ çав тăрăхра питĕ хăвăрт тĕттĕмленнине палăртрĕ. Кăштахран çакна хăнăхнă. Анчах тăван ене таврăнсан кунти вăхăта хăнăхма та йывăр пулнă.
Волгоград, Аçтăрхан тăрăхĕсем арпус, помидор тухăçлăхĕпе паллă. Юля та çакăнпа килĕшрĕ.
— Çапла, арпус, дыня, помидор, çавăн пекех пăрăç — унта пурăнакансем ÿстерекен чи анлă сарăлнă çимĕçсем. Вĕсем пирĕн патринчен чылай йÿнĕрех. Анчах çитменлĕхсĕр мар. Пирĕн Шупашкар — ешĕл хула, республика — тата симĕсрех. Аçтăрхан тăрăхĕнче вара йывăç-курăк сахал, пире çакă питĕ кулянтарчĕ. Юлашки çумăр ака уйăхĕнче çунă, унтанпа — тип-типĕ. Çавăнпах йĕри-тавра хăйăр, пушă уй-хир сарăлса выртать. Курăк пирки калас пулсан йĕплисем çеç ÿсеççĕ. Хăвăрах шухăшлăр, ĕнесен мĕн çимелле? Çавăнпа вĕсем питĕ имшер. Вырăнта пурăнакансем каланă тăрăх, апат çитменнипе мăйракаллă шултра выльăх утнă çĕртех ÿксе вилме пултарать. Чечек е симĕс газон ÿстерме вĕсене пирĕннинчен чылай йывăртарах. Тумлам мелĕпе шăвармасан май çук, мĕншĕн тесен хĕвел самантрах çунтарса ярать. Йывăç- курăкшăн мĕн тери тунсăхланине каярахпа, тăван ене таврăнсан, туйса илнĕ Юля. Çав териех илĕртмелли те çук пек ешĕллĕхре, анчах ăна курнипех чун-чĕре савăнать-çке. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Çул çÿреве Лариса ПЕТРОВА «хутшăннă».

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.