Станислав ДАНИЛОВ: Пĕтĕм ĕçе вăхăтра пурнăçласан кăмăлсăрланакан пулмасть
Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Данилов яваплă çак должноçа йышăннă чухне 25 çулта пулнă. Мĕнлерех кăмăл-туйăм хуçаланнă-ха çаврăнăçуллă, ĕçчен те вăр-вар çамрăкăн чунĕнче ун чухне, пилĕк çул каялла? Халăхпа пĕр чĕлхе тупас тесе мĕн тунă? Çак хушăра пысăк мĕнле ĕçсем пурнăçлама тÿр килнĕ? Тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврăмăр кĕçех 30 çул тултаракан çамрăк ертÿçĕпе.
— Станислав, эсĕ Çĕнĕ Пуянкассинче çуралса ÿснĕ. Пĕчĕк чухне кам пулас килнĕ? Ертÿçĕ должноçне йышăнасси пирки шухăшланă-и ун чухне?
— Ертÿçĕ пуласси пирки нихăçан та шутламан. Пĕчĕк чухне строитель те, шофер та пулас килетчĕ. Салтака кайиччен Мускава ĕçлеме çÿрерĕм. Унтан таврăнсан водительте тăрăшрăм. Хусанти Социаллă тата гуманитари пĕлĕвĕсен институтĕнче куçăн мар майпа аслă пĕлÿ илтĕм.
— Çапах ертÿçĕ пуканне йышăнасси мĕнле пулса тухрĕ-ха?
— Эпĕ авланса çемьепе ялтах пурăнтăм. Кадрсен резервĕнче пулнă май 5 çул каялла ял тăрăхĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнас текенсен конкурсне хутшăнтăм. Виçĕ çынран шăпах эпĕ çĕнтерÿçĕ тесе палăртрĕç.
— Ял çыннисем 25 çулти çамрăк ертÿçе мĕнле йышăнчĕç?
— Малтанлăха хăшĕсем çамрăк тесе иккĕленсе пăхрĕç, «Йывăр лава тытса пыраять-ши?» — терĕç ахăртнех. Каярахпа, хăнăхса çитсен, «Ĕçлемелле», — теме тытăнчĕç. Халĕ те малалла ĕçлемелли пирки калаççĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕнче чылай çул ĕçленĕ Михаил Васильев нумай вĕрентсе пычĕ, халĕ те кирлĕ чухне сĕнÿсем парать. 91 çулти Матрена Степанова патне канаш ыйтма малтанхи вăхăтра тăтăшах каяттăм. Вăл налук агенчĕ пулнă май налук пуçтарса килтен киле пайтах çÿренĕ. Халĕ те ялти пĕтĕм информацие пĕлсе тăрать. Ял старостисемпе, ял тăрăхĕн тата районти депутатсемпе пĕрле çыхăнса ĕçлетпĕр.
— Килтисем эсĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçласан мĕн терĕç?
— Ялти садикре тăрăшакан мăшăр: «Ĕçлесе кур, пултараятăн-и?» — терĕ. Лавккара вăй хуракан анне вара çапла каларĕ: «Пикентĕн пулсан ĕçлемелле, йывăрлăхсенчен хăрамалла мар».
— Конкурса хутшăннăшăн ÿкĕнместĕн-и? Яваплăх пысăк вĕт.
— Ÿкĕнмелли вăхăт иртрĕ пуль ĕнтĕ. Пуçлăх пуканне йышăнсанах çынсем шалăп çырсан мĕн тумалла-ши тесе пăшăрханаттăм. Каярахпа çапла пĕтĕмлетрĕм: халăх кăмăлсăр ан пултăр тесен пĕтĕм ĕçе вăхăтра тумалла, ыйтусене тÿрех татса памалла. Кашни çынна илтме пĕлмелле. Çав вăхăтрах пĕтĕм сăмаха та чĕре çывăхне илме тăрăшмалла мар. Пысăк ĕçсем тăвас умĕн вырăнта пурăнакансен шухăшне шута илетпĕр. Тĕслĕхрен, «пуçаруллă бюджет» программăпа килĕшÿллĕн проектсене пурнăçа кĕртнĕ чухне.
— Асăннă программăна сирĕн ял тăрăхĕ хастар хутшăнать. Мĕнле проектсене пурнăçа кĕртме май килчĕ? Тата мĕн планлатăр?
— Чи малтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа палăк лартрăмăр. Пирĕн ял тăрăхне икĕ ял кĕрет: Çĕнĕ Пуянкасси тата Кивĕ Пуянкасси. Аслă Çĕнтерÿ 50 çул тултарнине халалласа икĕ ял хушшинче ветерансем аллея йĕркеленĕччĕ. Палăка шăпах çавăнта лартрăмăр. Малтан палăка халăх вăйĕпе пĕчĕккĕн туса пымашкăн йышăннăччĕ. 2017 çулта ЧР Пуçлăхĕн ялти инфратытăма вырăнти халăх пуçарăвĕсене аталантармалли пирки калакан указĕ тухрĕ, çавна май «пуçаруллă бюджет» программăна хутшăнтăмăр. Палăка 2018 çулта савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Унăн икĕ стелине мирлĕ вăхăтра хирĕç тăрусене хутшăннă çынсене халалланă. Аллейăра саксем вырнаçтартăмăр, çавăнпа унта уçăлса çÿреме те, ларса канма та лайăх. Пĕлтĕр масар çурчĕсем турăмăр. Масар ял вĕçĕнчен 3 çухрăм аяккарах вырнаçнă. Инçе каймалла, унта çитсен те ниçта кĕрсе ларма çук тесе çынсем çав çуртсене тăвас терĕç. Вĕсене пĕлтĕр хăпартрăмăр. 2019 çултах ача-пăча лапамĕ турăмăр, чуччу, «тăвайкки», ытти хатĕр вырнаçтартăмăр. Ун тавра 25 метр тăршшĕ хÿме тытрăмăр. Халĕ çак лапамран ача-пăча татăлма пĕлмест. Кăçал «пуçаруллă бюджет» программăпа килĕшÿллĕн икĕ ялти Чапаев урамĕнче те çул-йĕр юсатпăр. 2020 çул валли тепĕр проект та хатĕрленĕччĕ эпир, çапах хальлĕхе вăл конкурс суйлавĕ витĕр тухман-ха: Кивĕ Пуянкассинчи хăш урамсенче шыв çук — çавсене шывпа тивĕçтермелле тăвасшăн. Проектсене пурнăçа кĕртмешкĕн çынсем укçан 10% пуçтараççĕ. Нумайăшĕ çак ĕçрен пăрăнса юлмасть.
— Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн пуçарăвĕпе Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнă ятпа кашни ял-салана 100 пин тенкĕ пама йышăнчĕç. Çав укçапа мĕн тума палăртрăр?
— Çынсемпе канашларăмăр та — икĕ яла та çутăпа тивĕçтерес терĕмĕр: каçсерен çÿреме тĕттĕм ан пултăр, уйрăмах кĕркуннехи каçсенче.
— Çутă тенĕрен — сирĕн ял тăрăхĕ районта Çĕнĕ çул умĕн йĕркелекен «Çутă хутлăхĕ» конкурсра çĕнтернĕччĕ.
— Эпир кăçал кăна мар, виçĕ çул умлăн-хыçлăн çĕнтертĕмĕр. Унта юридици сăпачĕсем çеç мар, уйрăм çынсем те хутшăнма, çурчĕсене çутăпа илемлетме пултараççĕ.
— Ача-пăча лапамĕ çуллахи вăхăтра пушă тăманни пирки каларăр. Эппин, сирĕн тăрăхра ача сахалах çуралмасть?
— Ачасем пур. Ялти шкулта 66-ăн вĕренеççĕ, Тăвайне пĕлÿ илме çÿрекенсем те пур. Пирĕн ял район центрĕнчен инçе мар та. Çуллахи вăхăтра асламăшĕ-кукамăшĕ патне килекен йышлă.
— Çамрăксем ялта юлаççĕ-и е ытларахăшĕ хулана туртăнать?
— Çамрăксем пур. Каччăсем Мускава ĕçлеме çÿреççĕ. Хăшĕ-пĕри ялти заводра вăй хурать. Çамрăк хĕрарăмсем шкулта, ял тăрăхĕнчи 2 ФАПра, садикре, культура çурчĕпе библиотекăсенче ĕçлеççĕ. Çĕнĕ çурт лартакансем те пур. Çавăнпа ял аталанса пырать теме пулать. Çамрăк 37 çемье ял тăрăхĕнче пурăнмалли условисене лайăхлатас кăмăллисен черетĕнче тăрать. 2018 çулта 3 кил-йыш «Çамрăк çемье» программăпа килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕ. 4-5 ачаллисем те пур ял тăрăхĕнче.
— Эппин, ялта пурнăç вĕресе тăрать?
— Вĕреттерсен вĕрет /йăл кулать/.
— Çынсем ял тăрăхне ытларах мĕнле ыйтупа килеççĕ?
— Темĕнле ыйтупа та. Икĕ ялта 980 çын пурăнать. Выльăхсене кĕтĕве кăларас енĕпе те пирĕн пата килеççĕ. Сурăхсене пăхма тесе кашни çулах кĕтÿçĕ тытатпăр. Халăх выльăх нумай усрать. Сурăхсем çеç, тĕслĕхрен, 400 пуçа яхăн. Ĕне те сахал мар: пĕр ялĕнче — 60, тепринче 56 пуç.
— Сирĕн ял тăрăхĕнче спорт вăйлă аталанать. Пуянкассисем спортăн хăш тĕсĕсене ытларах килĕштереççĕ?
— Футбола тата волейбола. Икĕ енĕпе те шкул директорĕ Сергей Кириллов тренировкăсем ирттерет. Футбол площадки Кивĕ Пуянкасси ялĕнче вырнаçнă. Унта ачасем те, çитĕннисем те выляççĕ. Волейбол валли шкулта ятарлă вырăн уйăрнă. Пляж волейболĕ те аталаннă пирĕн тăрăхра: хăйăр çинче вылятпăр. Эпĕ хам футболла та, волейболла та вылятăп. Пирĕн ял тăрăхĕнчи командăсем — ачасен те, çитĕннисен те, ветерансен те — районти, республикăри ăмăр-тусенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Меллĕ самантпа усă курса культура çуртĕнче ĕçлекенсене те ырă сăмахпа палăртса хăварас килет. Вĕсем те тĕрлĕ конкурса хутшăнса чи лайăххисен шутне тăтăшах кĕреççĕ. Малалла вулас...