«Аттен сасси хăлхарах янăрать»
«Пире тăван кĕтсе тăрать», «Çыру çырсамăр салтаксем патне», «Хурлăхан», «Кăвак чечексем», «Ах, мĕн ма-ши?», «Пиçет пилеш, пиçет палан»… Чуна çупăрлакан, чĕрене тыткăнлакан çак юрăсене Юрий Кудаков композитор кĕвĕленĕ. 800 ытла вĕсем, радиопа е телекуравпа пĕрре янăранă хыççăнах халăха килĕшнĕ юрăсем. Юрий Дмитриевич çавăнпа пĕрлех патшалăх театрĕсем лартнă 33 спектакльти кĕвĕсен авторĕ те. Сюитăсем те пур унăн. Тĕплĕнрех хăйĕнчен ыйтса пĕлер.
ПИРĔН СПРАВКА
Юрий Кудаков 1942 çулта Çĕмĕрле районĕнчи Хутарта çуралнă. Канашри педагогика училищинче /1959-1962/, Хусан патшалăх педагогика институтĕнче /1963-1967/ вĕренсе профессионал музыка пĕлĕвĕ илнĕ. 1967 çултан пуçласа 2016 çулччен И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн /халĕ университет/ музыка инструменчĕсен кафедринче ĕçленĕ: малтан — преподавательте, аслă преподавательте, 1992 çултанпа — доцентра. 1998 çулта педагогика наукисен кандидачĕ пулса тăнă. 170 ăслăлăх ĕçĕ çырнă. Вăл — РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ, Чăваш музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, Çĕмĕрле районĕн хисеплĕ гражданинĕ.
— Юрий Дмитриевич, музыка патне туртăнасси хăçан палăрма пуçларĕ?
— Хут купăспа кăсăкланасси 5-6-мĕш классенче çуралчĕ. Ялта Николай Федотов хут купăсçă пурччĕ, эпир ăна Кокка тесе чĕнеттĕмĕр. Вăл çак инструмента хăех ăсталатчĕ, ялăн пысăк уявĕсенче купăс каласа халăха савăнтаратчĕ, юрă-ташă ăстисене чун киленĕçĕ парнелетчĕ. Манăн чĕрене те Коккăн илемлĕ кĕввисемех çупăрларĕç. Килтисенчен атте питĕ хитре юрлатчĕ. Туйсенче, ĕçкĕ-çикĕре юрă пуçлатчĕ, ялти яшсемпе хĕрсене «саккăрла», «вун иккĕлле» çаптарса ташлаттаратчĕ. Ĕç вăхăтĕнче, сăмахран, утă çинчи кану саманчĕсем кĕвĕ-çемĕсĕр иртмен. Аттен уçă сассине паянхи пекех астăватăп. Халĕ те янăрать вăл хăлхара. Мефодий Денисовăнне аса илтерет. Анне те аттерен юлман, ăна хăйĕн уçă сассипе вăйă картинче пулăшнă. Пичче салтакран курма таврăнсан «Шуйский» хут купăс парнелесе савăнтарчĕ. Маншăн унран пысăк телей пулман. Шкул пĕтериччен хут купăса питĕ лайăх калама вĕренсе çитрĕм. Мана туйсене, салтака ăсатма илсе кайма пуçларĕç.
— Хăвăр юрлама юратнă-и?
— Юрланă. 2-8-мĕш классенче каникул вăхăтĕнче хур кĕтĕвĕнче çÿренĕ. Вăхăт хăвăрт ирттĕр тесе кĕтÿ ачисемпе вылянă, юрланă. Ытларах чухне халăхра сарăлнă вырăс юррисене шăран-тараттăмăр. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра заметкăсем те шăрçалаттăм, вĕсене районта тухса тăнă «Социализмла ĕç» хаçата ярса параттăм. Ÿсерехпе заметка геройĕсем пекех хам та хуçалăх ĕçне хутшăнтăм. Хаçат редакторĕ Петр Мигушов редакцие пырсан кашнинчех вунă тенкĕ тыттаратчĕ. Ку çамрăк корреспондентăн гонорарĕ пулнă. Журналист ĕçне суйламалла мар-ши тесе шухăшлани те пулнă, çапах музыка илемĕ хăй тĕнчине çавăрса кĕчĕ. Шкул хыççăн Канашри педагогика училищине кĕтĕм. Каникулта Валентин Урташăн «Сĕрме купăс» сăввипе пĕрремĕш юрă çуралчĕ. Вăтаннăран-ши, ăна халăх çине кăларман эпĕ. Училищĕре тата 20-25 юрă кĕвĕлерĕм. Пĕрне, «Хитре хĕрсем» ятлине, Филипп Лукина ярса панăччĕ. Вăл: «Ку юрра «Çамрăк коммуниста» ярса пар», — тенĕччĕ. Сăвăсем те çырса пăхрăм, юлашки вăхăтра хайланисемпе юрă та хыврăм.
— Сирĕн 800 ытла юррăртан, икĕ сюитăран, спектакльсене илемлетнĕ хайлавсенчен, инструмент валли çырнă произведенисенчен хăшĕн ĕмĕрĕ вăрăм пулчĕ?
— Спектакльсенчен «Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере» музыка камичĕн пулĕ. Ăна Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ сцена çине 600 хут ытла кăларчĕ. Хамăр республикăра кăна мар, таçта та — Тутарстанра, Пушкăртстанра, Чĕмпĕр облаçĕнче — кăтартнă ăна. «Кăвак сирень айĕнче» камит Питĕрте те пулса курчĕ.
— Юррăрсене кам юрлани ытларах килĕшет?
— Иван Христофоровпа питĕ нумай ĕçлерĕм. Унпа 1 пин ытла концерта баян каласа хутшăнтăм. Пĕрле хам та юрлаттăм. Николай Виноградов юрлани те питĕ килĕшетчĕ.
— Эсир композитор кăна мар, педагог та. Вĕренекенĕрсемпе кăмăллă-и?
— Хусанти пединститут хыççăн Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка инструменчĕсен кафедринче ĕçлерĕм. Ун чухне унта пĕр кафедра кăначчĕ. Кайран музыка енĕпе пилĕк кафедра пулчĕ. Халĕ каллех чакараççĕ. Ун чухне вĕренме 50-шар ачана илетчĕç, паян — 17. Тĕнче улшăнать. Музыкăпа педагогикăн ылтăн тапхăрĕ — ренессансĕ, манăн шухăшпа, — 1964-2014 çулсене тиврĕ. Ялсенчи культура çурчĕсенче, шкулсенче музыкант пулмасан культура вучахĕ сÿннине ăнланмалла пек ертÿçĕсен… Вĕренекенĕмсенчен нумайăшĕ директорта, преподавательте ĕçлерĕ, ĕçлет те. Владимир Кириллов, Валерий Карпов, Николай Ильин композиторсен ĕçĕсемпе кăмăллă эпĕ.
— Сирĕн пирки пуян, нумай енлĕ, кăсăклă пурнăçпа пурăнакан çын тейĕп. Нумай çул концертсене, музыка пĕлĕвне пропагандăлас тĕллевпе йĕркеленĕ каçсене хутшăннă. Методика ĕçĕсем, пособисем хатĕрленĕ.
— Вĕренÿпе методика пособийĕсенче шкул ачисен музыкăпа эстетикăн илемлĕх туйăмне аталантарас ĕçре чăвашсен юрă пултарулăхĕпе усă курассине тĕпе хунă. Кандидат диссертацийĕн темине те çакăнпах çыхăнтартăм. Шкул юррисене нумай кăлартăм. Инструмент каламалли пьесăсем те пур. 1981-1988 çулсенче республикăри хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен бюро секцине ертсе пытăм, 1990-1997 çулсенче ЧР Композиторсен ассоциацийĕн вице-президенчĕ пултăм.
— Халĕ мĕн ĕçлетĕр?
— Педуниверситетра 49 çул ĕçлерĕм. Халĕ — ирĕклĕ кайăк, çапах театрсем манмаççĕ. Нумаях пулмасть Ольга Архиповăн сăввисемпе юрăсем çыртăм. Вĕсене — «Сурăм шывĕ», «Юмахри ĕмĕт», «Сипетлĕ хурăн», «Хăна юрри», ыттине — Наци радиовĕпе те кĕрлеттереççĕ. Францире пурăнакан чăваш хĕрĕ Галина Спиридонова «Тăван ял» сăввине ярса пачĕ. Унпа та юрă çыртăм. Малалла вулас...
Надежда СМИРНОВА.