Чăвашсем кĕпер тăваççĕ
Чăваш халăхĕ мĕн авалтан ĕçчен пулнă. Çĕр çинче ĕçленĕ, вăрман кăларнă, çурт-йĕр хăпартнă... Чăвашăн алли ăста пулнине кура ăна ытти ял-хулана та чĕннĕ. Çапла ÿркенмен ентешсем тĕрлĕ вырăна ĕçлеме çÿренĕ.
Хальхи вăхăтра та чăвашсем тĕрлĕ хулана укçа ĕçлесе илме каяççĕ. Ытларахăшĕ Мускава иленнĕ. Манăн та Раççейĕн тĕп хулине ĕçлеме каймашкăн май пулчĕ. Унта мĕн тăвассине пире малтанах каламарĕç, «çитсен куратăр» тенипех çырлахтарчĕç. 2 хутлă пысăк çурта вырнаçтарчĕç. Ĕçлекенсем валли хатĕрленĕ иккен ăна. Çурчĕ лайăх, пÿлĕм нумай, пурăнма пĕтĕм услови пур.
Тепĕр ирхине эпир ĕç вырăнне кайрăмăр. Çитрĕмĕр те — тĕлĕнтĕмĕр. Кунта темĕн çÿллĕш кĕпер тăваççĕ! Тăршшĕ — 1500 метр, çÿллĕшĕ — 14 метр. Пысăк та йывăр кĕпер лайăх тăтăр тесе нумай колонна лартаççĕ. Вĕсен диаметрĕ 1 метр. Ку кĕпере патшалăх тутарать, çавна май темиçе миллион тенкĕ уйăрнă. Ун урлă Ногинск хулине çитме пулать. Кĕпер тăрăх çÿреме меллĕ пуласси иккĕлентермест, мĕншĕн тесен икĕ енче те машинăсем валли виçшер йĕр.
Çак кĕпере тăвакансем — ăста чăвашсем. Ĕçе те вĕсемех пуçланă. Виçĕ уйăх ĕнтĕ кунта тăрăшса вăй хураççĕ. Туслă бригада кулленех 12-шер сехет тар юхтарать, кирлĕ чухне пĕр-пĕрне пулăшать, бригадир хушнине пурнăçлать. Чи хастар ĕçлекенсенчен пĕри — Сергей Шайдиманов. Патăрьел районĕнчи Атăк ялĕнче çуралса ÿснĕскер пурнăçне пÿрт-çурт тăвас ĕçе халалланă. Вăл ахаль лараканнисен йышĕнчен мар, ĕçсене хăйĕн вăхăтне тĕрĕс палăртса пурнăçлать. Кĕпер тунă çĕрте вăл пуриншĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Ыттисем унран сĕнÿ-канаш, пулăшу ыйтаççĕ. Малалла вулас...
Максим ШАВКИН.