Тетте № 7 (311), 2020 çул
* "МАНĂН ТĂВАН ÇĔРШЫВ" рубрикăра Вăрмарти историпе тавра пĕлÿ музейĕ пирки вуласа пĕлме пултаратăр.
* "ПОЭТСЕМ - АЧАСЕМ ВАЛЛИ": Раиса Воробьевăн хăш-пĕр сăввипе паллашма май пур.
* Вулама юратакансем валли "Ыттисем çине ан шан" инди халăх юмахĕ хăйĕн патне йыхравлать.
* "ТЕТТЕ ВĔРЕНТЕТ": Хамăр тăрăхри вĕçен кайăксен ячĕсене акăлчанла пĕлетĕр-и? Çук пулсан журналăн 7-8-мĕш страницисене уçма васкăр.
* "ЧĂВАШ ЕНĔН ХĔРЛĔ КĔНЕКИ" сиплĕ шăпăр курăкĕ тата вĕçевçĕ пакша пирки пĕлтерет.
* "ХĔРЛĔ ÇАВРАШКАСЕМ" сĕтелçи вăййи выляма хатĕр-и?
* ВĂЙĂ-КУЛĂ УÇЛАНКИ: Сильвия Петрова сирĕн валли тĕрлĕ кăсăклă вăйă хатĕрленĕ.
* "ПУКАНЕНЕ ТУМЛАНТАР" рубрика якут арçын ачине тумлантарма сĕнет.
* ĂСТА АЛĂ" шăшие касса кăларса çилĕмпе çыпăçтарма хушать.
* "ХАВАСЛĂ КĂРАНТАШ" ачасен хитре ÿкерчĕкĕсене кĕтет.
* "АТТЕ-АННЕНЕ ПУЛĂШАТĂП" фотоконкурс малалла пырать.