Комментировать

17 Июл, 2020

Чÿречерен тинкерсе амăшне кĕтет

Çĕрпӳре пурăнакан Данилăн чи çывăх çыннисем – кукашшĕпе кукамăшĕ. Унăн тантăшĕсемпе пĕрле çуллахи шăрăх кунсемпе савăнмаллаччĕ, пĕве-кӳлĕ хĕррине чупмаллаччĕ. Тăванĕсен пулăшăвĕпе çеç урама тухакан каччă çут тĕнче илемĕпе туллин киленеймест. Пĕр йăнăш çемье пурнăçне тепĕр май çавăрнă.

Сас паман

Лидия Максимова ывăлпа хĕр çуратса ӳстернĕ. Ачасене ура çине тăратмашкăн самай тертленме тивнĕ. Максимовсен йăхĕнче вар-хырăм чирĕпе аптăракансем пур. Çав мур ăруран ăрăва куçать. Çавăнпах Лидия Григорьевнăн питĕ тимлĕ пулма тивнĕ. Ачасене пурнăçăн аслă сукмакĕ çине кăларсан тинех хаш! сывлăп тесе шухăшланă. Качча тухнă Надя ача кĕтнине пĕлтерсен Лидия Григорьевна хĕпĕртенĕ, хĕрĕпе пĕрле йыш хушăнасса кĕтнĕ. Тăхăр уйăх хăвăртах иртнĕ. Çăмăлланма вăхăт çитсен Надя Шупашкарти ача çуратмалли çурта васканă. Пулса иртнине тĕплĕн тишкерсен ачана кесарево мелĕпе касса кăлармалли палăрнă. Данила çут тĕнчене килнине пĕлтерсе сас паман. Сехĕрленнĕ çамрăк тухтăр реаниматолога чĕннĕ — ачана реанимаци уйрăмне илсе кайнă.

Надя ывăлĕ пирки шухăшласа куç хупайман. Пепки хăй тĕллĕн сывлама пуçласан тин кăшт лăпланнă. Данила ытти ачаран вăйсăртарах пулнă. Вăл хăвăртах ывăннă, кăшт çывăрнă та канăçсăрланса вăраннă. Амăшĕн чĕри усала сиснĕ. Тухтăрсем пăшăрханнипе пĕр вырăнта ларайманскере лăплантарнă — вăй пухĕ, тантăшĕсене хăваласа çитĕ. Киле таврăнсан нимех те улшăнман. Çамрăк мăшăр сăпка патĕнчен пăрăнман. Çур çултан Надя невролог патне çул тытнă. Ăна Данила кĕлеткине тытманни, упаленме тăрăшманни, ларайманни кулянтарнă. Специалист ачана тĕрĕсленĕ те анализсем пама хушнă. Çавăн хыççăн тин хăрушши палăрнă. Диагноз приговор евĕр янăранă: ДЦП. Надьăн куçĕ типме пĕлмен, ăна хуйхă пусарнă. Урампа утнă чухне ывăлĕ-хĕрне çавăтса утакансене ăмсанса сăнаканскер хăйне алла илнĕ, темĕнле йывăр пулсан та кĕрешме шут тытнă. Мăшăрĕ те юнашарах пулнă, пур енлĕн пулăшма шантарнă. Анчах арçын сăмахне тытайман. Ĕç хыççăн киле таврăнма васкаман, юлташĕсемпе пĕрле хупахра ларнă. Данила ашшĕн юратăвне туйса ӳсеймен. Эрех-сăрапа туслашнă кил хуçи арăмĕпе ывăлĕнчен сивĕннĕ, хăйĕн пурнăçĕпе пурăннă. Ача 9 çул тултарсан вăл çемьерен тухса кайнă.

Ашшĕ пур чухне

Халь тин Лидия Максимова хĕрĕ тамăкра пурăннине ăнланать. «Çавăн чухне унпа юнашар пулмаллаччĕ те… Ялта пурăнакан 90-ри анне аптăрарĕ, ăна пăхмалла пулчĕ», — аса илсе хаш! сывларĕ Лидия Григорьевна. Надя пуç усман. Ывăлне больницăсене илсе çӳренĕ, çĕнĕ йышши эмелсем шыранă. Вăл тĕпренчĕкне ура çине тăратассишĕн тапаçланнă. Хăй те массаж, укол тума вĕреннĕ, ДЦП пирки кĕнекесем шĕкĕлченĕ. 3 çулта чухне Данилăн тытамак чирĕ аталаннă. Çакна пула сиплев курсĕсене ирттереймен. Амăшĕпе кукамăшĕ ăна Мускаври Н.Н.Бурденко ячĕллĕ нейрохирурги институтне те илсе кайнă. Лидия Григорьевна специалистсене мăнукне сыватмашкăн йăлăннă. Хирургсем пуçне операци тума сĕннĕ, анчах вăл ачана пулăшасса шантарман. Надя АПШра туса кăларакан эмел пирки вуласа пĕлнĕ. Хакĕ — 600 пин тенкĕ ытла. Çемье ăна туянмашкăн вăй çитереймен.

2018 çулхи кăрлач уйăхĕнче пачах кĕтменни пулса иртнĕ. Чипер чупса çӳрекен Надя наркăмăшланнă та больницăна лекнĕ. Тухтăрсем вар-хырăм чирĕпе аптăранăскере çăлассишĕн тăрăшнă, анчах вăйсăрланнă организм кĕрешмен. 40-ри хĕрарăм вилнĕ. Çак хыпар уяр кун аçа çапнă евĕрех янăранă. Кукамăшĕ пĕччен тăрса юлнă Данила Шупашкартан Çĕрпӳ хулине куçарнă, опекăна илнĕ.

«Малтанхи вăхăтра амăшне пĕрмай аса илчĕ. Чӳречерен тунсăхлăн тинкерсе кĕтрĕ. Ăна амăшĕ текех çуккине пĕлтереймерĕмĕр. Данилăна сăнаса чĕре çурăлассăн туйăнчĕ, куçран куççуль шăпăртатрĕ. Манăн  хӳхĕм хĕрĕм вилнине ĕненес килмерĕ. Данилăшăн амăшĕнчен хаклăрах çын çук. Надя та ăна питĕ юрататчĕ. Уншăн нимĕн те шеллеместчĕ», — терĕ Лидия Григорьевна. Каччă халĕ те амăшне аса илет, кулянать. Кукамăшĕ унăн ашшĕ патне шăнкăравлать, ывăлĕпе тĕл пулма йăлăнать. «Кӳмере выртакана курсан чĕре чикме пуçлать», — хуравлать арçын. 19-ти Данила 3-ри ача пек. Вăл пурне те шанать, ыррине ĕненет. Малалла вулас...
 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.