Комментировать

17 Июл, 2020

«Кашни пулăмрах ыррине курма-тупма тăрăшмалла»

Çапла шухăшлать усал шыççа çĕнтернĕ хĕрарăм

Пурнăçа юратакан, яланах ыррине шанакан çын вăл — Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Ольга. Хăйĕн усал шыçă пуррине, ăна ытла пысăк пулнăран тӳрех операци тума май çуккине пĕлсен те куççуль юхтарман. Хĕрарăм «Эпĕ сывалатăпах!» шухăшпа хавхаланнă. Унсăр пуçне ăна тăванĕсемпе çывăх çыннисем те алă усма паман.

Чăна пĕлтернĕ тĕлĕк

— Хамăн усал шыçă пуррине ăнсăртран пĕлтĕм. Ултă çул каялла пулчĕ ку. Ĕçри лару-тăрăва пула мана çулла отпуска ямарĕç. Манăн вара тинĕс хĕррине каяс, хĕвел айĕнче хĕртĕнес килетчĕ: çавнашкал канăва питĕ юрататăп. Анчах отпуска яманран ĕмĕт пурнăçланаймарĕ. Канмалли кунсенче Светлояр кӳллин хĕррине каяс терĕмĕр. Пĕрле ĕçлекен хĕрарăм çапла каларĕ: «Ку — çветтуй вырăн. Унта пуласлăха пĕлтерекен тĕлĕксем курăнаççĕ». Вăл Турра çеç мар, шуйттана та, ытти тĕрлĕ вăя та ĕненет. Эпĕ Турра ĕненетĕп-ха, чиркĕве çӳретĕп, анчах тĕлĕксене тата ыттине шанмастăп. «Эпĕ кунта канма çеç килтĕм», — терĕм ăна сӳрĕккĕн. Хама вара çĕрле тĕлĕк тĕлленчĕ: манăн кăкăр питĕ ыратать пек, çав ыратăва хам та питĕ лайăх сиснĕн туйăнчĕ. Ирхине вăрантăм та — кăкăрăм ыратмасть. Каярахпа та ыратмарĕ.

Çапах больницăра тĕрĕсленме шухăш тытрăм. Эпĕ медицина ĕçченĕсене шанатăп, вĕсен сĕнĕвĕсене пурнăçлатăп. Ыттисем ан кӳренччĕр те — халăх медицинипе нихăçан та сипленсе курман. Юмăçсене те шанмастăп. Общество апатланăвĕн тытăмĕнче ĕçленĕрен кашни çулах медкомисси витĕр тухатăп. 40 çултан иртнĕ май маммографи тĕрĕслевĕ те тутаратăп. Вăл нимĕнле кăлтăк та çук тесе кăтартнăччĕ. Тĕлĕк тĕлленнĕ вăхăтра эпĕ 45 çултаччĕ. Çакăн хыççăн УЗИ тутартăм та кăкăрта улшăну пуррине пĕлтĕм. Республикăри онкологи диспансерне кайрăм. Врач патне тӳлевлĕ майпа кĕрес тенĕччĕ. Уйрăм заведующийĕ мана тӳлевсĕрех йышăнчĕ. Биопси тумаллине пĕлтерчĕ, анализсене хам пурăнакан вырăнти поликлиникăра памалли пирки каларĕ. Онкологи диспансерĕнче те, Çĕнĕ Шупашкарти больницăра та мана питĕ лайăх йышăнчĕç.

Биопси кăтартăвĕсене пĕлме кайсан врач мана çак тĕрĕслеве тепре тума сĕнчĕ. «Мана тӳрех тĕрĕссине калăр, диагноз темĕнле пулсан та тăна çухатса кайса ӳкместĕп. Эпĕ чунпа вăйлă хĕрарăм», — терĕм. «Ахăртнех, сирĕн чир усалли», — хуравларĕ врач. Сăмах май, онкологи диспансерĕнче ĕçлекен тухтăрсем «рак» сăмаха каланине пĕрре те илтмен эпĕ, «усал е начар япала» теççĕ вĕсем. Çав врачсем хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ, ăсталăхĕ çӳллĕ шайра. Пациентсене питĕ хавхалантараççĕ, пулăшаççĕ. Сергей Агафонкин, Александр Мочалов онколог тухтăрсене уйрăмах пысăк тав сăмахĕ калас килет.

Каярахпа çакна пĕлтĕм: манăн кăкăрта усал шыçă аталанать, 3-мĕш тапхăрта, кĕç-вĕç 4-мĕшне куçма пултарать. Питĕ хăвăрт ӳсет. Пысăк пулнăран операци тума та май килмест, малтан хими терапийĕн 10 курсĕ витĕр тухмалла. Ракăн ку формине сиплеме питĕ йывăр. Сиплев вăраха тăсăлать. Ун пек пысăк шыçă вăтамран 5 çул ӳсет, манăн вара 2-3 уйăхрах çавăн пек пысăкланнă. Хама çакна пĕлтерсен те çухалса каймарăм. Ăшра шухăшларăм: мĕнех, пурнăçра темĕн те пулать. Çапла, манăн анне, унсăр пуçне йăмăк пĕчĕклех шыçă чирне пула вилнĕ. Анчах вĕсем тахçанах çут тĕнчерен уйрăлнă. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, медицина та хăвăрт аталанать. Çулсеренех çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ. Эппин, эпĕ те сывалатăпах. Манăн шухăшпа, çын сываласси вăл чире мĕнле кăмăл-туйăмпа йышăннинчен те килет. «Мана хими терапийĕн 10 мар, 5 курсĕ хыççăнах операци тума май килĕ», — терĕм çирĕппĕн тухтăрсене. Вĕсем ун чухне çакна питех ĕненмерĕç. Хам каланă пек 5 мар, 4 курс хыççăнах операци сĕтелĕ çине выртрăм. Тухтăрсем «кун пекки пулмасть» тесен те — пулчĕ. Тепĕр 6 курс витĕр операци хыççăн тухрăм.

Çывăх çынсем ăнланни пĕлтерĕшлĕ

Малтанлăха эпĕ хамăн чир пирки никамах та каламарăм. Хăвăрт çеç сипленетĕп те — никам та нимĕн те асăрхаса-сиссе юлмассине шантăм. Шел, ун пекки пулмарĕ. Вăраха тăсăлакан сиплев кĕлеткере те, сăн-питре те палăрать. Хими терапине пула пурин те çӳçĕ тăкăнать. Манăн çӳç питĕ вăрăмччĕ, пилĕк таранахчĕ. Вăл тăкăннине курма питĕ йывăрччĕ. Пĕррехинче çапла çӳçĕме алăпа пуçтарса илтĕм те çӳп-çап витрине пăрахрăм. Ывăл ĕçрен палăртнинчен маларах килчĕ те çакна курчĕ. Ăна нимĕн те пĕлтерменччĕ эпĕ, вăл çакна курса йăлтах ăнланчĕ. 25-ре пулин те куççульне чараймарĕ. Ăна кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен маларах хатĕрлеменшĕн ӳкĕнтĕм. Çапах çӳç тăкăннинче те ырă ен шыраса тупрăм: хам валли питĕ хитре тутăрсем, шарфсем туянтăм, вĕсене илемлĕн çыхма вĕрентĕм. Кашни кĕпе, блузка валли халĕ манăн уйрăм тутăр е шарф пур. Эпĕ кашни япалара, пулăмра ыррине курма-тупма тăрăшатăп. Лайăха шансан лайăххи пулатех. Сăмах май, çӳç халĕ каллех ӳсме пуçларĕ, малтанхинчен те хулăнрах пек. Ăна кĕске кастаратăп, кун пек эпĕ çамрăкрах курăнатăп. Упăшкана чир пирки пуринчен малтан каларăм. Малтанлăха вăл çухалса кайрĕ, унăн куçĕнче вăйсăрлăх паллине куртăм. Психолог пулăшăвĕ мана мар, ăна кирлĕ тейĕн. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.