Комментировать

16 Июл, 2020

Пурнăç тăрăх - пĕр сукмакпа

Иртнĕ эрнере Раççейре Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă турĕç. Пĕр-пĕринпе тату, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракан нумай мăшăр çак кунсенче ырă сăмахсемпе ăшă саламсене кăна мар, патшалăх наградисене те тивĕçрĕ.

Ку уяв çамрăк шутланать-ха. Ăна паллă тăвас шухăш Владимир облаçĕнчи Муром хулинче çуралнă — унти Çветтуй Троица чиркĕвĕнче Петр тата Феврони кĕлеткисен юлашкисем упранаççĕ. Шăпах çак мăшăр çемье тасалăхĕпе чысĕ, çирĕплĕхĕн палли шутланать. Темĕнле йывăрлăха та чăтса ирттернĕскерсем пĕр-пĕрин туйăмне сутман, иккĕшĕ те пĕр кунра — 1228 çулхи утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче — вилнĕ.

Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче Муром хулин кунне Петр тата Феврония кунĕпе пĕрле паллă тума шухăшланă. 2002 çулта вара ăна хула шайĕнче кăна мар, çĕршывĕпе уявлама палăртнă — Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ тесе ят панă.

Ку шухăша общество тата тĕн организацийĕсем ырласа йышăннă. Уяв мероприятийĕсен йĕркелӳ комитетне Светлана Медведева ертсе пыма пуçланă.

Çапла çĕршыв историйĕнче çĕнĕ уяв çуралнă. Унпа çыхăнтарса награда та хатĕрленĕ — пĕрле 25 çултан кая мар пурăнакан, ачи-пăчине тĕрĕс воспитани парса ӳстернĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх шутланакан мăшăрсене Юратупа шанчăклăхшăн медальпе чыслаççĕ. Уяв палли вара шур чечек пулса тăнă. Епле-ха унсăр? Çак вăхăтра Раççейĕпех çурăлса сарă-шурă тĕсĕпе савăнтарать вăл. Унсăр пуçне çеçкине тата-тата — юратать-юратмасть — савнин туйăмне пĕлме тăрăшатпăр мар-и?

Çемье, юратупа шанчăклăх уявне Чăваш Енре те анлă паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Çемьесене çак кунпа саламланă май ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ача кулли çине пусăм тунă. «Кил-çуртра ăшă хуçалансан, унта юрату, телей пурăнсан, ача кулли янăрасан çĕршыв пурăнать-ха, малалла та аталанать», — тенĕ вăл. Олег Алексеевич, хăй те пилĕк ача ӳстерекенскер, нумай пепкеллĕ çемье обществăшăн хăнăхнă пулăма çаврăнмаллине палăртнă. Çавна май «нумай ачаллă» статуса тивĕçнисене çитес çултан хушма пулăшупа тĕревлессе пĕлтернĕ. Çак тĕллевпе Ĕçлев тата Финанс министерствисен ертӳçисене сĕнӳсем хатĕрлеме хушнă. Пулăшу хăш-пĕр çĕнĕ мелне пурнăçа çывăх вăхăтрах кĕртме палăртнă. Калăпăр, пысăк йышлисем çитес çултан хăйсем усă куракан транспортшăн налук тӳлемĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, пурнăç сукмакне нумай çул пĕрле такăрлатакан мăшăрсем патшалăх наградисене тивĕçнĕ. Муркаш районĕнчи Николай Егоровичпа Лениана Александровна Егоровсене вĕсем çинчен 7-мĕш страницăра тĕплĕнрех вулăр çĕршыв шайĕнчех палăртнă — Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшӳллĕн «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе чысланă. Çĕмĕрле районĕнчи Долговсем республика шайĕнче чыса — «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена — тивĕçнĕ. Шупашкар районĕнчи Егоровсене çак орденăн медалĕпе наградăланă. Çĕнĕ Шупашкарти Марина Ананьева упăшкипе Анатолипе пĕрле ултă ача ӳстерет. Йывăрлăхсенчен хăраман хĕрарăма амăшĕн мухтавĕн «Анне» паллипе хавхалантарнă. Улатăр хулинчи Гороховсене Чăваш автономи облаçĕ 100 çул тултарнă ятпа юбилей медалĕсемпе сумланă.

Кашни çыннăнах телейлĕ пулма ирĕк пур. Телей тенин пĕр пайĕ вара — çирĕп сывлăх. Çемье çавăрса мăшăрпа нумай çул пĕрле утма, ача-пăча çуратса ура çине тăратма ай-яй! çăмăл мар. Çак тĕллеве пурнăçлама республикăра çине тăрса тăрăшаççĕ, сывлăх хуралне аталантармашкăн укçа-тенкĕ сахал мар уйăраççĕ. Кăçал кăна ку тытăм валли 21,6 млрд тенкĕ тăкакланă. Ведомствăра палăртнă тăрăх, паянхи кун тĕлне республикăра пурăнакансен 80% пысăк хуласене каймасăрах медицинăри çĕнĕ йышши технологисемпе усă курма пултарать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.