Комментировать

16 Июл, 2020

Типшĕм Сашук «хунькассинче» севок кăларнă

У-ф-ф-ф, çак кунсенче чăтма çук шăрăх кунсем тăчĕç. Мĕнле чăтса ирттеретĕр ара? Халь пандемие пула ют çĕршыва кайса тинĕс хĕрринче хĕртĕнме, хум варкăшĕпе уçăлса выртма çук. Чăваш эстрада артисчĕсем ытти çул чикĕ леш енче канаканччĕ. Кăçалхи çăва мĕнле ирттереççĕ-ши? Хуравне пĕлме йывăр мар, Инстаграма çеç кĕмелле: артистсен страницине сăнасан вĕсен пурнăçĕ пирки пĕлме пулать.

Елчĕксемпе Патăрьелсем çак тапхăрта мĕн ĕçлеççĕ? Тĕрĕс, севок кăлараççĕ. Типшĕм Сашук та ав «хунькассинче» çак шăрăхра тар юхтара-юхтара ĕçленĕ. «Шуткă мар у, атьсем, Курнавăш кĕрӳшĕ пуласси! Пĕç тăратса выртаймăн. Пĕсехесем çинçелеççĕ кунта тар тăкса», — çырнă «Шур мерседес», «Кукка», «Мунча» тата ытти юрăпа чапа тухнă артист. Ну, мĕн каламалли юлать ĕнтĕ пирĕн: вăй патăр! Типшĕм Сашук Курнавăш кĕрӳшĕ пулса тăнăшăн ӳкĕнмен пулĕ-ха. Тепĕр тесен, мĕн пăшăрханмалли пур: ĕçлени — мышцăсене ӳстермелли тепĕр мел çеç. Пĕлетĕр вĕт, Типшĕм Сашук спортпа питĕ туслă. Пĕр пахча севок «çăлса» тăкасси уншăн чăрт! сурасси кăна. Унăн страницинче ялта ĕç вăхăтĕнче ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕк чылай. Типшĕм Сашук ĕçчен пулни, ял пурнăçне юратни палăрать. «Колхозник. Деревенщина», — тесе çыракансем те пур пулмалла. «Куншăн питĕ савăнатăп. Чуна ыраттарас тĕллевпе çыраççĕ-тĕр, анчах ку маншăн — чи лайăх комплимент. Эпĕ — ял арçынни», — çапла çырнă юрăç йывăр тиевлĕ машинăн рулĕ умне ларса утă турттарнине ӳкернĕ видео айне. Мĕнех, маттур, Сашук!

Алексей Московский та кăçал ялтах канать. Вăл сценăшăн питĕ тунсăхланă, уя утă рулонĕсен хушшине ташлама тухнă. Алексей сцена çине тухмалли саманта чăтăмсăррăн кĕтет. «Шар çинче юмăç пăхатăп. Ырана шухăшласа хутăм: Хĕрлĕ лапамра, 18 сехетре. Эсĕ килетĕн-и? Юрă юрласа ташлăпăр! Ура-а-а!» — страницинче çапла çарнă Алексей Московский. Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.