Комментировать

16 Июл, 2020

Генералсем те ура çине тăрса алă çупнă

«Чăваш шăпчăкĕ» сцена çине тухсанах зал шăпланнă. Çав тери туйăмлă юрлаканскере Мускавра ĕçлеме темиçе хут чĕннĕ. Чăваш оперин çăлтăрĕ килĕшмен. Чăваш çĕрĕнче çуралса ӳснĕ Тамара ЧУМАКОВА юратнă тăрăхран аякка каясшăн пулман. Темĕнле йывăр пулсан та вăл юратнă кураканĕ умне тухнă, чунне парса юрланă.

Арăмне 5 ачапа хăварнă

Куславкка районĕнчи Варасăр ялĕнче тĕпленнĕ Чумаковсем чухăн пурăннă. Çемьере 5 ача ӳснĕ. Ялти прихут шкулне çӳренĕ Серафимăн сасси янăравлă пулнă. Кил хуçи арăмĕ чăваш тата вырăс халăхĕсен юррисене ĕнĕрленĕ. Иван Павлович та юрра-кĕвве кăмăлланă. Пĕр вăхăт культура çуртĕнче ĕçленĕскер спектакльсем лартнă. Кăмăлĕ лайăх чухне купăсне тăсса янă та ывăлĕ-хĕрне ташлаттарнă, юрлаттарнă. Иван Чумаков хаяр çын пулнă. Арăмĕ çине алă çĕкленĕ, аслă хĕрне Ангелинăна урам тăрăх пуртăпа хăваланă. Кĕçĕн ывăлĕ Анатолий 3 çул тултарсан арçын çемьене пăрахнă. Иван кӳршĕ урамра пĕччен пурăнакан хĕрарăм патне тухса кайнă. Серафима 5 ачипе тăрса юлнă. Вăл вăрман касма кайсан хуçалăхри мĕн пур ĕç 15-ри Ангелина çине тиеннĕ, хĕрачан йăмăкĕпе шăллĕсене астума, тăрантарма тивнĕ. Шăпăрлансем выçăллă-тутăллă пурăннă. Инкекĕ хыççăнах çӳренĕ. Пĕр ĕçрен те юлман Серафима йывăр чирленĕ, вăйсăрланнă. Иван арăмĕ чирлине, ачисем нуша курнине пĕлнĕ. Хытă чунлă арçын вĕсене нимĕнпе те пулăшман. Ангелина амăшĕн пурнăçĕшĕн кĕрешме тĕв тытнă, ăна Хусанти больницăна илсе кайнă. Тухтăрсем хĕрарăма йышăннă, сывлăхне тĕрĕсленĕ, анчах нимĕн те шантарман. Шала кайнă чиртен хăтăлма май килмен. 45-ри Серафима çут тĕнчепе сыв пуллашнă.

Амăшне юлашки çула ăсатнă ачасем никамăн пулăшăвне те кĕтмен. Ангелинăн вĕсене пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ. Кĕçĕнни Анатолий калаçайманни кулянтарнă ăна. Ача чĕлхесĕр пулнă. Çынсенчен ыйтса Шупашкарта сусăр ачасем валли интернат пуррине пĕлнĕ, Анатолие çавăнта вырнаçтарма май килнĕ.

10-ри Тамара аслисемпе уй-хирте вăй хунă. Ăна та тӳпе виçсе панă. Вăйĕ çитменрен хĕрача ыттисенчен юлнă. Намăсланнăскер пĕр канмасăр ĕçленĕ, тавралăх тĕттĕмленсен, куç курми пулсан тин киле таврăннă. Тепĕр кун вырăнти радио Тамара Чумакова ятне асăннă — вăл икĕ норма пурнăçланă.

Хĕрача Варасăр шкулĕнче вĕреннĕ. Пултаруллăскер концертсене хутшăннă. Арçын ачасем унран «артистка» тесе кулнă. Мария Агельская учительница уçă та илемлĕ саслă Тамарăна малалла вĕренме, пултарулăха аталантарма хистенĕ. 1949 çулта вăл хĕрачана Шупашкарти музыка училищине илсе кайнă. Йышăну комиссийĕнче ларакан преподавательсем Тамарăна чи юратнă юррине шăрантарма ыйтнă. Вăл «Шурă кĕл чечек» ятлине юрланă. Тамара экзаменсене ăнăçлă тытнă, дирижерпа хор уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн йăмăкĕ Антонина та артист пулма тĕллев лартнă. Часах вăл та вĕренме кĕнĕ.

Студенткăсен укçа çитсе пыман. Выçăпа аптăранă хĕрачасем темиçе хутчен те тăнсăр кайса ӳкнĕ. Ялта пурăнакан Ангелина çăкăр пĕçернĕ те лаша кӳлсе çула тухнă. Йăмăкĕсене пулăшас тесе вăл 2 талăк çул çинче пулнă. Шупашкара çитсенех юн илекен станцие васканă. Донор пулнăшăн панă укçана Тамарăпа Тоньăна тыттарнă.

«Радио çуртне. Чумакова валли»

«Кукаçи Иван 80 çулччен пурăнчĕ. Вилес умĕн вăл иртнине куç умне кăларса хытах макăрнă. «Пурăнма пĕлмерĕм, ачасене нушалантартăм», — тенĕ куççуль витĕр», — палăртрĕ Ангелинăн хĕрĕ Ирина Смирнова. Вăл Варасăрта пурăнать. Чумаковсен пĕр ачи те ашшĕ пирки сиввĕн калаçман. Кӳреннĕ пулсан та çынна кăтартман, шалта тытнă. Ирина Ермогеновна та тăванĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса артист пулма шут тытнă. Ĕмĕтне пурнăçланă — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Тамара Чумаковăпа пĕрле ĕçленĕ. Хисепе тивĕçнĕ Тамара нихăçан та чĕрре кĕмен. Ирина Смирновăна хула пурнăçĕ килĕшмен, чĕри ялаллах туртнă. Вăл Варасăрта тĕпленнĕ, культура çуртĕнче 34 çул ĕçленĕ. Пултарулăха парăннăскер ансамбль те йĕркеленĕ. Тамара Ивановна коллектива тумтирпе, декораципе пулăшнă.

Тамара Чумакова Чăваш халăх артисткин ятне иличчен чылай тар тăкнă. 1953 çулта патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытсан ăна Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне йышăннă. Унта вăл опыт пухнă. Ансамблĕн илемлĕх ертӳçи Филипп Лукин пулнă. Вăл программăна опера сыпăкĕсене те кĕртнĕ. Тамара Чумакова Нарспи сăнарĕпе ĕçлеме пуçланă. Куракансем ăна хапăлласах йышăннă. Артистка чутах драма театрне ĕçлеме куçман. Филипп Лукин ăна чарнă: «Сасă пур чухне юрла. Умра — яваплă гастрольсем. Эсĕ пире кирлĕ!» — тенĕ. Часах Тамара Чумаковăн ячĕ çĕршывĕпех палăрнă. Мускаври Совет çарĕн тĕп çуртĕнчи концертсене чи вăйлă артистсене чĕннĕ. Залра генералсемпе, маршалсемпе пĕрле Георгий Жуков та ларнă. Кулиса хыçĕнче тăракан Тамара Ивановнăн пăлханнипе ури чĕтренĕ, сцена çине хăра-хăра тухнă. Анатолий Новиковăн «Верность» юррине шăрантарнă юрăçа зал ура çине тăрса алă çупнă, татах юрлама ыйтнă.

Радио çуртне Тамара Чумакова ячĕпе купи-купипе çыру çитнĕ. Халăх вăл унта ĕçлет тесе шухăшланă. Почтальонсем артистка ăçта пурăннине пĕлнĕ, çырусене ун патне илсе çитернĕ. Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пулнă. Шкул ачисем ун пек юрлама ĕмĕтленнĕ. Пулăшу ыйтакан та пулнă. «Манăн хĕр килтен тухса кайрĕ. «Тавах, анне» юрра юрлăр-ха. Вăл сире илтĕ те киле таврăнĕ», — çырнă куляннă амăшĕ. Халăхшăн Тамара Чумакова чăваш юррисене шăрантаракан артист пулнă. Вăл вылянă спектакльсене курнă çынсем: «Эсир кун пек те пултаратăр-и?» — тесе тĕлĕннĕ. Дагестанра «чăваш шăпчăкне» «Тамара-ханум» тесе чĕннĕ. Украинăра та ăна питĕ кĕтнĕ, афишăсем çине: «Тамара Чумаченко юрлать», — тесе çырнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.