Комментировать

14 Июл, 2020

Шыв тимлĕх ыйтать

Шăрăх кунсем пуçланчĕç те — çынсем шыв хĕрринелле туртăнма тытăнчĕç. Шел, путса вилекенсем те пур. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Муркаш районĕнче 2 çын шыва кĕнĕ чухне пурнăçран уйрăлнă.

«Инкексенчен пĕри Çурлатăри ялĕ çывăхĕнчи кӳлĕре пулнă. Куракансем каланă тăрăх, 48-ти арçын юлташĕсемпе утă кĕртнĕ хыççăн шыва кĕме кайнă. Ишме пĕлмен, унсăр пуçне кăшт маларах эрех ĕçнĕ — путса вилнĕ. Тепĕр инкек Автанкасси çывăхĕнче, Мăн Шетмĕ шывĕн пĕвинче, пулнă. 27-ри арçын шыва ун çийĕн иртекен пăрăх çинчен сикнĕ. Шел, каялла тухайман», — терĕç пресс-службăра. 

ЧР пĕчĕк карапсен патшалăх тĕп инспекторĕ Герман Майков шăрăх кунсенче пĕве-кӳлĕре харăсах темиçе инкек пулнине çирĕплетрĕ. Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче те пăтăрмах тухнине пĕлтерчĕ. «Çав кун çамрăк виçĕ арçын эрех ĕçнĕ хыççăн шыва кĕме аннă. Пĕри путма пуçланă, юрать, пĕрле канакансем ăна туртса кăларнă. Çитĕннĕ çынсем путса вилнин тĕп сăлтавĕ — вĕсем эрех ĕçсе тата ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче шыва кĕни. Ачасем вара хăйсем тĕллĕнех, аслисемсĕрех, пĕве-кӳлĕ хĕррине кайнăран шар кураççĕ. Акă утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Элĕк районĕнче 2 арçын ачапа 1 хĕрача шыва кĕме кайнă. Ишнĕ май пĕри путма пуçланă. Тепĕр арçын ачипе хĕрачи ăна туртса кăларнă та аслисене чĕнме чупнă. Çитĕннисем васкаса килнĕ, пĕрремĕш пулăшу кӳнĕ. Çак вăхăталла медицина ĕçченĕсем çитнĕ. Арçын ачана больницăна илсе кайнă. Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Куславкка районĕнче 13-14 çулсенчи 4 хĕрача аслисемсĕрех шыв хĕррине кайнă. Иккĕшĕ çыран хĕрринче юлнă, иккĕшĕ шывра ишнĕ. Шел, пĕри путма пуçланă. Юнашар ишекен хĕра- чи çухалса кайнă, хăранипе çыран çине тухнă. Путаканнине тепĕр икĕ хĕрачи туртса кăларнă, аслисем патне шăнкăравланă. 22-ри çамрăк чупса килнĕ, шар курнăскерне искусствăллă майпа сывлаттарнă, пĕрремĕш пулăшу кӳнĕ. Медицина ĕçченĕсем çитнĕ, хĕрачана реанимаци уйрăмне вырттарнă. Икĕ тĕслĕхре те ачасем хăйсем тĕллĕн мар, аслăрах тăванĕсемпе шыва кĕме кайнă тăк çакăн пек пăтăрмахсем пулмастчĕç, çул çитменскерсем больницăна лекместчĕç», — лару-тăрупа паллаштарчĕ Герман Геннадьевич. Вăл çĕртме уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкарта Атăлта 15-ри каччă путса вилнине пăлханса аса илчĕ. 

Герман Майков хăрушсăрлăх мерисене питĕ çирĕп пăхăнма чĕнсе каларĕ: «Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Ачăрсене хăйсем тĕллĕн çеç шыва кĕме ян ярăр. Вĕсемпе пĕрле канмашкăн вăхăт тупăр. Шыв хĕррине пĕрле кайсан та ывăл-хĕрĕре куçран ан вĕçертĕр. Çитĕннисен те пĕве-кӳлĕ хĕрринче хăрушсăрлăх йĕркине питĕ çирĕп пăхăнмалла. Шыва тӳрех сикмелле мар. Шăрăх вăхăтра кĕлетке те хĕрет, шыв температури вара ун пекех пысăк мар. Шыв тĕпĕнче тата сивĕрех. Пĕвене тӳре сиксен е ӳсĕрле кĕрсен шăнăр туртма, чĕре тапмашкăн чарăнма пултарать, çын сывлайми пулас хăрушлăх пур. Çавăнпа шыва кĕриччен кĕлеткене кăштах хăнăхтармалла, малтан алă-урана йĕпетмелле. Çак йĕркесене пăхăнмасан кану инкекпе вĕçленме пултарать». Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.