Комментировать

14 Июл, 2020

Пуса хĕрхенсе тенкĕ çухататпăр

Пурăнса курнă çынсем суйма памĕç: пирĕн лавккасен сентрисем пуш-пушăччĕ, питĕ пысăк дефицит шутланнă кăлпассие талонпа паратчĕç, ют çĕршывсене кайса курнисем вара унти лавккасен сентрисем çинче çак çимĕçĕн вун-вун сорчĕ пулни çинчен каласа кăтартса тĕлĕнтеретчĕç. Самана улшăнчĕ — кăлпасси кăна мар, ĕçме-çиме тĕлĕшпе паян хамăрăн лавккасен сентрисем те йăтăнса анманни кăна: укçу çеç пултăр — хальччен тĕлленме пултарайман çимĕç те туянса астивме май пур. Ырлăх! Анчах — пуриншĕн те мар иккен.

Калăпăр, республикăри апат-çимĕç туса кăларакан отрасль предприятийĕсен ертÿçисем çак ытлăх-çитлĕхре ыррине курмаççĕ, мĕншĕн тесен тулли сентресем çинче вĕсем туса кăларакан ĕçме-çиме питĕ сахал. Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи райпосен лавккисенче вĕсем пур-ха, анчах федераци шайĕнчи сетьсен супермаркечĕсенче — çукпа пĕрех. Вĕсенче — ют регионсенчен, чикĕ леш енчен кÿрекен тавар хисепре.

Пурте курса тăратпăр: çав лавккасем паян пысăк хуласене кăна мар, райцентрсене те «оккупацилерĕç» — вак суту-илÿ вĕсемпе пĕр шайра тупăшаймасть, конкурентлă кĕрешÿре выляса ярать. Потребительшĕн, паллах, пысăк лавккасем илĕртÿллĕрех — суйламалăх тавар пуррипе, вырăнти производительсемшĕн вара — хăть ларса макăр.

Макăраççĕ те. Тĕрлĕ шайри канашлу-пухура вĕсем кăмăлсăрланса калаçнине пайтах илтме тивнĕ. Сетьсен лавккисем кунта та уçăлма пуçланăранпах пĕр сăмах: пире унта кĕртмеççĕ! Пĕр вунă çул та иртрĕ пуль — нимĕн те улшăнман, лав çав вырăнтах, хамăрăн предприятисен лексики çав-çавах ÿпкевлĕ.

Шупашкарти аш-какай комбиначĕн представителĕсем нумаях пулмасть çав сетьсенчи ассортиментпа кăсăкланнă та — хурлăхлă пĕтĕмлетÿ тунă: пысăк пĕр сеть лавккинче вырăнти кăлпасси тÿпи 5 процентран та сахалрах. Тепринче унран та каярах — 2 процент çеç. Çитменнине, сетьсен лавккисем продукцие предприятисен чăн хакĕнчен чылай хаклăрах сутаççĕ — сут-илÿри хушма хак 90% танлашать. Шел те, ку кăлпассие кăна пырса тивмест. Нумаях пулмасть иртнĕ канашлура ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов кунти теплица тĕслĕхĕ çинчен пĕлтерчĕ. Сеть лавккисене унăн хăярне килограмне 27 тенкĕпе кăна йышăнаççĕ, кайран çак пахча çимĕçе лавкка 150 тенкĕпе сутлăха кăларать. Суту-илÿри «наценка» текенни 500 /!/ процента çитет — кунашкал тупăшлăх урăх ниçта та çук пуль.

Çак условисенче вырăнти предприятисем влаçа чару мерисем йышăнмашкăн хистенине ăнланма пулать. Анчах ăнланни — апла тумалла тени мар. Вĕсем хĕтĕртни хыççăн кайсан шуçлак çул çине тăрасси те инçе мар. Паллах, вĕсен аргуменчĕсем витĕмлĕ пек. Сăмахран, Шупашкарти çăкăр завочĕсенчен пĕрне /тĕп хулара вĕсем 1-мĕшпе 2-мĕш кăна мар — вĕсемсĕр пуçне тата пур/ кÿршĕ республикăра, федераци сечĕн лавккисенче, ĕçлеме чĕннĕ. Продукци пахалăхĕ тивĕçтерет — суту-илÿ ăнăçлă пынă. Анчах ку унти, вырăнти, заводсене килĕшмен, вĕсем ыйтнипе республика влаçĕсем хайхи сете Чăваш Енри заводпа çыхăнăва татмашкăн сĕннĕ. Сеть хуçисем влаçпа урлă пулас темен — Шупашкарти заводшăн унта çул хупăннă. Кÿршĕ регионсен ертÿлĕхĕ хăйĕн предприятийĕсене çапла хÿтĕлет пулсан мĕншĕн пирĕн те çак мелпе усă курас мар?

Илĕртÿллĕ сĕнÿ — çапла вĕт. Ют çăкăра республикăна кĕртме пăрахсан хамăрăн çăкăр пĕçерекенсем, паллах, питĕ савăнĕччĕç — конкуренцисĕр лару-тăрура вĕсен усламĕ темиçе хут ÿсесси куçкĕрет. Çăкăр пĕçерекенсем хыççăн ыттисем те çаплах тума ыйтасси те иккĕлентермест. Тепĕр тесен, вĕсем халех ыйтаççĕ. Калăпăр, вырăнти сăра тата эрех завочĕсен хуçи кăмăлсăр. Хăй вăхăтĕнче республикăра сутакан сăран 80 проценчĕ унăн тÿпи пулнă, халь вара — 45-55 процент кăна. Алкоголе илес тĕк — «юттине» 75 процент ĕçетпĕр, кунта туса кăлараканнине — 25 процент кăна. Çаплах калать: республика эрехпе сăраран кăна миллиард-миллиард тенкĕ çухатать. Çавăнпа алкоголь контрафакчĕпе /«унăн тÿпи 20 процента çитет. Эрнесерен Чăваш Ене пĕрер фура кĕрет. Таçтан вăрттăн-хĕрттĕн спирт кÿреççĕ те кунта шывпа хутăштарса кĕленчесене тултараççĕ, сутлăха кăлараççĕ. Медицина спирчĕ валли лицензи кирлĕ мар — çакăнпа усă кураççĕ те»/ çине тăрса кĕрешме сĕннипе пĕрлех эрех-сăра магначĕ влаç енчен вырăнти производителе хÿтĕлеме те чĕнсе калать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.