Пĕр утăм – малалла, иккĕ – каялла?
Пĕлтĕр «2012-2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси», «2012-2014 çулсенче хресчен (фермер) хуçалăхĕн никĕсĕ çинче çемье фермине аталантарасси» программăсем хута кайрĕç. Чăваш Енре пурнăçа мĕнле кĕрсе пыраççĕ-ха вĕсем? Республикăри фермерсен канашлăвĕнче малтанхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕç.
Çĕнĕ фермăсенче – ăратлă выльăх
2013 çулхи кăрлач уйăхĕ тĕлне республикăра 1429 фермер (хресчен) хуçалăхĕ шутланнă. Вĕсене пулăшма ятарлă программăсем йышăнни ялти пĕчĕк бизнеса аталанма çул уçрĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина каланă тăрăх – пĕлтĕр фермер хуçалăхĕсене йĕркелеме 51 грант панă. Комисси çĕнтерÿçĕсене палăртнă чухне вĕсен бизнес-планне, ĕç вырăнĕ уйăрнине, çĕр пуррине тата ыттине шута илнĕ. Кăçал конкурс условийĕсем улшăннă: унта фермерта 24 уйăхччен ĕçлекенсем те хутшăнма пултарнă (унччен 12 уйăхран ытларах ĕçленисене кăна кĕртнĕ. Грант укçипе – 1100 пин тенкĕччен – производствăна аталантарма ирĕк пур. Тепĕр çĕнĕлĕх – 500 пин тенкĕллĕ грант пуçне пĕр çын валли ĕç вырăнĕ йĕркелемелле (унччен – 3). Çĕнĕлĕхсем маларах грант илейменнисене конкурса тепĕр хут хутшăнма çул уçнă. Кăçал комисси патшалăх пулăшăвне пама 44 фермера суйласа илнĕ.
Çăмăллатнă кредитпа усă курса хушма хуçалăха аталантаракансем те нумай. Фермер ĕçне пуçăнакансенчен 97 проценчĕ шăпах çак çула – суйласа илнĕ.
Икĕ çулта 97 фермер хуçалăхне йĕркелеме патшалăх 101,4 млн тенкĕ парса пулăшнă, çав шутра федераци бюджетĕнчен – 70,3 млн, республикăран – 31,1 млн тенкĕ. Конкурсран пĕр район та пăрăнман. Патăрьел, Етĕрне, Елчĕк, Комсомольски районĕсем уйрăмах хастар. Элĕк, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Шăмăршă, Тăвай тăрăхĕсенчен вара документсем тăратакан сахалрах. Çĕнтерÿçĕсен шутĕнче – тыр-пул, пахча çимĕç çитĕнтерекенсем* ĕне выльăх, сурăх, сысна, пыл хурчĕ, пулă, шиншила тытакансем те пур.
Патшалăх пулăшнă май продукци илессипе тупăш ÿссе пымалла пек. Шел, пĕр утăм малалла пусатпăр та иккĕ чакатпăр пулас. Кăçалхи тăхăр уйăхра фермерсем ял хуçалăх продукцине сутса пĕлтĕрхинчен 38,5 процент сахалрах тупăш илнĕ (пурĕ 32 млн тенкĕ), çав шутра иртнĕ çул конкурспа суйласа илнисен тÿпи – 23,9 млн тенкĕ (54,1 процент сахалрах). Ю. Афанасьев (Çĕрпÿ районĕ), Г. Куликов (Патăрьел), И. Сергунин (Улатăр) фермерсен кăтартăвĕсем уйрăмах чакса кайнă (93-99 процент). Кăçал вĕсем ял хуçалăх продукцийĕ туса илнипе пайта курайман тейĕн.
Çав хушăрах Р. Бикчурин, М. Куртлюков, П. Толикин, О. Шпаков ăнăçлă ĕçленĕ, усламĕ те пысăк.
Маларах асăннă программăсем пурнăçа кĕме тытăннăранпа фермерсем патĕнче ĕçлекенсен йышĕ 1,6 хут ÿссе 214 çынна çитнĕ. Усă куракан çĕр лаптăкĕ 6,7 пин гектар. Чылайăшĕ çĕре арендăна илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх – 975, сысна – 1641, сурăх 1221 пуç усраççĕ. Д. Александров, Р. Багаутдинов, В. Емельянов (Елчĕк районĕ), Р. Бикчурин, И. Каргин, А. Бухарин (Патăрьел), И. Акимов (Йĕпреç), И. Протасов (Канаш), Е. Матвеева (Етĕрне) тата хăш-пĕр фермер хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх йышĕ самай пысăк. О. Васильевăпа (Вăрмар районĕ) И. Федоров (Вăрнар) вара пыл хурчĕ ĕрчетеççĕ.
Килĕшÿ тăрăх пĕлтĕр грант илнисен хуçалăхĕсенче виçĕ ĕç вырăнĕнчен кая мар йĕркелемелле. Хăшĕ-пĕри çакна пăхăнман.
– Килĕшĕве пурнăçламасан е ăна вăхăтсăр татсан, министерствăна суя кăтартусем тăратсан грант укçине бюджета тавăрса пама тивĕ, – ăнлантарать И. Кошкина.
Фермер ĕçне пуçăнакансене, çемье фермине тăвакансене пулăшма йышăннă программăсем вĕçленмен-ха. Çитес çул çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен – 39,149 млн, республикăран 16,3 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Программăна кĕме конкурспа 53 фермера суйласа илесшĕн.
2012-2013 çулсенче çемье ферми тума кайнă тăкака саплаштарма вунă фермер хуçалăхне федераци тата республика бюджечĕсенчен 62,74 млн тенкĕ панă. Кăçалхи тăхăр уйăхра çемье фермисем 31,3 млн тенкĕлĕх тупăш илнĕ.
2014 çулта çемье фермине тума федераци бюджетĕнчен 21,9 млн тенкĕ уйăрма пăхнă, республикăран – 12,055 млн тенкĕ. Конкурспа 7 çемье фермине суйласа илмелле.
Хывнă укçа таврăнтăр
– Программăсен тĕллевĕ – хуçалăхсене аталанма пулăшасси. Чылай фермер грант илнипех çырлахать. Вăл укçапа кăна хуçалăха çĕклеймĕн. Çăмăллатнă кредитпа усă курса малалла талпăнмалла, – тет Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Ирина Письменская.
Патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ хăш-пĕр фермер производствăна аталантарса, тупăш илессине ÿстерсе пырас вырăнне тăкаклă ĕçлени пăшăрхантарать. Ку бюджет укçине тĕллевсĕр тăкакланипе пĕрех.
Грант укçипе нумайăшĕ выльăх-чĕрлĕх ферми тăвать. Ăна валли укçа-тенкĕ самай кирлĕ. «Агро-Инноваци» унитари предприяти ертÿçине Николай Васильева вара фермăсене халĕ те ĕлĕкхиллех туни тивĕçтермест.
– Ĕнесене витере кăкарса тăратассине ытти çĕр-шывра тахçанах пăрахăçланă. Эпир çакăнтан ниепле хăпса пĕтейместпĕр-ха. Витесенче тĕттĕм, маччисем аяллă, сывлăшĕ... Шыв çителĕксĕр е чарăнма пĕлмесĕр тенĕн апат валашкине юхса тăрать. Кун пек çĕрте чир-чĕр те çăмăллăнах сарăлать,– терĕ вăл. – Укçа чылай тăкаклатпăр пулсан фермăсене çĕнĕлле тумалла. Республикăра ун йышшисем курăнкалама пуçларĕç-ха, çапах сахалрах. Технологие пăхăнмасăр çĕкленĕ фермăра продукци илессине ÿстереймĕн.
Хатĕр продукцие вырнаçтарасси те пуç хыçтарать. Пахча çимĕç, çĕр улми туса илекенсем клиент шыраса аякка çул тытаççĕ. Анчах сĕтпе аш-какая вырăнтах вырнаçтарнине нимĕн çитмĕ. Уйрăмах çу кунĕсенче. Пăрачкав районĕнчи Юрий Голубев фермер, акă, «герефорд» ăратлă выльăх туяннă. Ку ăрата аш-какайшăн усраççĕ. Унăн ашĕ паха, анчах хăй хаклăхĕ те пысăк. Хальлĕхе хуçалăхра 100 пуç. Çитес çул продукци илме тытăнмалла. Ăна ăçта сутас пирки халех шухăшламалла.
Лариса Никитина.