Комментировать

13 Июл, 2020

Çамрăк çемьесен онлайн форумĕ

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе килĕшӳллĕн çамрăк çемьесен регионти пĕрремĕш онлайн форумĕ иртнĕ. Ăна Вĕренӳпе çамрăксен политикин министерстви тата Çамрăксен пуçарулăх центрĕ йĕркеленĕ.

Форума çамрăк çемье клубĕсен 35 çула çитмен ертӳçисем, хутшăнаканĕсем, çавнашкал çемьесене пулăшакан специалистсем тата Чăваш Енре пурăнакансем хутшăннă. Вĕсем — республикăри 26 муниципалитетран тата 15 вĕренӳ организацийĕнчен. Спикерсем ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парас, пурăнмалли условисене лайăхлатас мелсемпе паллаштарнă, мăшăрлану пĕлтерĕшĕ пирки калаçу ирттернĕ, ашшĕ-амăшĕпе ачин пĕрле пурнăçламалли Пĕтĕм Раççейри "Мана çулла вĕрентрĕ" проект-конкурс пирки пĕлтернĕ.

www.hypar.ru Obrazov.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: