Комментировать

10 Июл, 2020

Зинаида ВОРОНОВА: Чăваш - мĕскĕн халăх мар

Тахçантанпах паллатăп ăна, тахçантанпах тĕлĕнетĕп унăн хастарлăхĕнчен, ăсталăхĕнчен, правурлăхĕнчен. Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче вăй хунисĕр пуçне Чăваш наци конгресĕн культура, хĕрарăмсен комитечĕсенче пуçарулăх кăтартма хăват çитерет. Унсăр пуçне пултарулăх ĕçĕ валли те вăхăт тупать: чăвашсен авалхи тумне хатĕрлет, пуканесене наци тумне тăхăнтартать. Вулакана та паллаштарар-ха унпа, Зинаида Вороновăпа.

— Зинаида Ивановна, 2007 çулта Чăваш наци конгресĕн вăйĕпе йĕркеленĕ чăваш тумĕн «Ахах мерчен аваллăхĕ» уявне хутшăнтăр. Халăх тумĕ енĕпе хăвăр ку таранччен мĕн хатĕрленипе паллаштартăр. Çак ĕç пуçламăшĕ ăçтан-ши?
— Шăпах çавăнтан пуçланчĕ те асăннă уява кашни çул Шупашкарта ирттересси. Каярахпа ăна республикăн тĕп хулинче кăна мар, районсенче те, ытти регионта пурăнакан йăхташсем патĕнче те йĕркелерĕмĕр. Чи малтанах Эстонири йăхташсем йышăнчĕç. Ун хыççăн Пушкăртстана, Тутарстана, Оренбурга, Мускава, Питĕре, Крыма, Чĕмпĕре, Чулхулана… çитрĕмĕр. Чăваш тумĕпе, эрешĕсемпе кăсăкланасси вара аннемпе çыхăннă. Унăн арчинчи пуянлăх — хăйĕн аллипе тĕртсе çĕленĕ улача кĕпи, пуçа çыхмалли тата ума çакмалли хатĕрсем — маншăн питĕ хаклă пулнă. Пурнăç парнеленĕ çыннăм çут тĕнчерен уйрăлсан вăл тăхăнса çӳренĕ çи-пуçа пĕчĕклетсе пуканесене илемлетрĕм.
— Аннĕрĕн сăнарне курас тенĕ пулĕ?
— Çапла. Пуканене малтан тутăр çыхтартăм. Кайран аннене хушпупа курас килчĕ те — пĕчĕк хушпу ăсталарăм. «Манăн аннен сăнарĕсем» ярăмри пĕрремĕш пуканене 1991 çулта ăсталарăм. Халĕ вĕсен шучĕ те çук, 600 яхăн пулĕ. Чылайăшĕ ют çĕршывсене те çитнĕ. Сăмахран, АПШри Нью-Йоркри, Сан-Францискăри, çавăн пекех Италири, Францири уйрăм çынсен коллекцийĕсенче упранаççĕ.
— Сирĕн пуканесем çинче Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» халăх фольклор ансамблĕ тăхăнакан тума та курма пулать…
— Зинаида Алексеевнăпа калаçса татăлса унăн коллективĕ валли 14 костюм хатĕрлерĕмĕр. Эпĕ пуç хатĕрĕсемпе, кăкăр эрешĕсемпе ĕçлерĕм, Надежда Ильина — тумпа. Çавăн хыççăн пуканесен «Уяв» ансамбль юрлать» коллекцийĕ çуралчĕ. Пĕчĕк «Уявçăсем» пурте — чăваш çи-пуçĕпе. Чăн ансамбль сцена çинче юрлать, вĕсен умĕнче — «Уявçă» пуканесем.
Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.