Комментировать

10 Июл, 2020

Водительсем маскăсăрах çӳреççĕ

Коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов ертсе пычĕ.

Владимир Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, утă уйăхĕн 2-5-мĕшĕсенче чирлисен йышĕ ӳссе кайнă. «Телее, ку пулăма тытса чарма пултартăмăр, лару-тăру кăшт йĕркеленчĕ. Çынсем маска тăхăнма пăрахнипе, предприятисенче ӳт температурине тĕрĕслеме пăрахнипе, дезинфекци туманнипе çыхăннă ку», — терĕ вăл. Республикăри тĕп санитари врачĕ Надежда Луговская палăртнă тăрăх, Канаш, Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Комсомольски, Етĕрне районĕсенче юлашки вăхăтра лару-тăру йывăрланнă. «13 районпа хулара чирлекенсен йышĕ пысăк. Тухтăрсем 780 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăраççĕ, вĕсенчен 30-шĕ — ют çĕршывран таврăннисем. Пневмонипе 481 çын чирлет, ОРВИпе — 4072 çын», — терĕ Надежда Феофановна. Çавăн пекех вăл суту-илӳ обьекчĕсенче дезинфекци тунине, ӳт температурине тĕрĕсленине çырса пымалли журналсем çуккине палăртрĕ. Хăш-пĕр вырăнта перчеткесемпе маскăсем, антисептиксем çуккине асăрханă. Çынсем лавккана маскăсăрах кĕреççĕ, дистанци нормисене пăхăнмаççĕ иккен.

Роспотребнадзор ĕçченĕсем халăха илсе çӳрекен транспорта та куçран вĕçертмеççĕ. «Руль умĕнче ларакансен тата пассажирсен хушшинче те маскăсăр çӳренĕ тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Водительсем маскăсăрах çӳрени пирки те шăнкăравласах тăраççĕ пирĕн пата. Транспорт карттине алран алла панишĕн те кăмăлсăр пассажирсем. Вĕсем тӳлемелли майсене улăштарма ыйтаççĕ», — пĕлтерчĕ Надежда Луговская. Чукун çул транспорчĕпе килекенсене те тĕрĕслеççĕ, анчах ку ĕç туллин пурнăçланмасть. Сăлтавĕ — пысăк йыша пĕр вăхăтра тĕрĕслеме май çукки, тепловизорпа термометр çителĕксĕр пулни. Урăх регионсене канма каякансем йышланнине тата каялла таврăнакансене пурне те тĕрĕслемеллине палăртрĕ тĕп санитари врачĕ.

Отпуск сезонĕ пуçланнă май чукун çул вокзалĕсенче час-час рейд ирттернине пĕлтерчĕ транспорт министрĕ Владимир Осипов. «Алăкран кĕрекенсен ӳт температурине тĕрĕслеççĕ, пассажирсем дистанцие пăхăнаççĕ, вокзалсенче дезинфекци тăваççĕ», — терĕ вăл. Автобуссене çурри кăна лартмалла, анчах вокзалтан тухсанах вĕсем çынпа тулаççĕ. Аэропортран та самолетсем тулли каяççĕ, теплоходсенче нумай çынна илмеççĕ. Транспорта дезинфекци туманни те пăшăрхантарать министра. «Автобус хуçисем укçа-тенкĕ нумай тăкакланнине пĕлтереççĕ. Çавăнпа вĕсене патшалăх енчен пулăшу памалла», — сĕнчĕ Владимир Михайлович.

Карантина пула санаторисем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ. «Шалу тӳлейменнипе специалистсем ĕçрен каяççĕ. Санаторире 300 яхăн çын ĕçлет. Тĕрлĕ регионтан сипленме килеççĕ. Çĕпĕрте пурăнакансем кăмăллаççĕ санаторие. Пĕрмай шăнкăравлаççĕ. Налук, коммуналлă пулăшушăн тӳлемелле, анчах тупăш çук», — хурланса калаçрĕ «Солнечный берег» санатори директорĕ Олег Николаев. Экономика министрĕ Иван Моторин пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра 13 санатори пур, вĕсенче 830 ытла çын ĕçлет. 2019 çулта вĕсенче 20 пин ытла çын сипленнĕ. Санаторисен ĕçне йĕркелесе ямалли, вĕсене пулăшмалли майсене пăхса тухма шантарчĕç.

www.hypar.ru Krsk.kp.ru сăн ÿкерчĕкĕ
 

Рубрика: