Комментировать

9 Июл, 2020

Ача çуратайманнипе мăнастире тухса кайнă

Хĕр чухне Мария Падиарова нумай ачаллă çемьесене тĕлĕнсе сăнанă. «Çавăн чухлĕ çуратмаллах-ши вара? Ачасене юратаççĕ пулсан тăлăхсене усрава илччĕр», — тенĕ. Халĕ хăй — 13 ача амăшĕ. 9-ăшне хăй çуратнă, 4-шне çуначĕ айне йышăннă. Падиаровсене Чăваш Республикинчи чи чăнкă нумай ачаллă çемье теççĕ.

17-ре качча тухсан…

Мария Шăмăршăра çуралса ӳснĕ. Вăл — виççĕмĕш ача. Амăшĕ ăна çуратасшăн пулман. Упăшки сарăмсăр вилсен хĕрарăм 2 пĕчĕк ачапа тăрса юлнă. Телей шыраканскер иккĕмĕш хут качча тухнă. Çемьери лару-тăру йывăр пулнă. Кил хуçи арăмĕ çие юлнине пĕлсен пачах савăнман. Хĕрĕ кун çути курсан та амăшĕн чĕринчи пăр ирĕлмен, пепке ăшă, çепĕç сăмахсем илтсе çитĕнмен. Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Çемье картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă. 6-ри Маша вăкăрсене уя хăваласа кăларнă, вĕсене пăхнă. Пахчара та пилĕк авма тивнĕ. Ывăннă хĕр пĕрчине шеллемен, пылак çимĕçпе савăнтарман. Ача чухнех Маша хăйне сăмах панă: «Ура çине тăрсан хулара пурăнăп, пахча тытмăп!»

Амăшĕн юратăвне туймасăр ӳснĕ Маша ачасемпе аппаланма кăмăлланă, вĕсемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупнă. 15 çулта вăл пĕрремĕш хут хреснамăшĕ пулса тăнă. Çул çитмен хĕр хăйĕн пепкисем пирки ĕмĕтленме пуçланă. Анчах пĕр уяр кун унăн пурнăçĕ чутах татăлман. Инкекĕ ăна кĕтсех тăнă-ши? Çав кун Маша хĕр тусĕпе тротуарпа утса пынă. Тăрук çулпа пыракан машинăн рулĕ вылянса кайнă, транспорт вĕсем çине кĕрсе кайнă. 9-мĕш класра вĕренекен Мария больницăна лекнĕ. Тухтăрсем ăна çăлса хăварнă. Анчах суранĕ вăйлах пулнă. «Ача çуратаймасан та пултаратăн», — тӳррĕн пĕлтернĕ шурă халатлисем. Пурнăçа юратни, çак тĕнчене ырăрах тăвас килни ура çине тăма пулăшнă. Хĕре сиплекен хирург та тĕлĕннĕ. Маша унăн пациенчĕ кăна мар, тусĕ те пулса тăнă. Больницăран тухсан та вĕсен çыхăнăвĕ татăлман.

«Эсĕ илĕртӳллĕ кăна мар, ăслă та. Сана качча илме пултаратăп», — тенĕ Машăран 17 çул аслăрах хусах. Хĕр хирĕç пăхса йăл кулнă та килĕшнĕ. Çапла вăл 17-рех венчет çĕрри тăхăннă. 2 çул иртнĕ — пӳртре ача сасси янăраман. Аслă шкулта пĕлӳ пухакан Мария чунĕнче мĕн пулса иртнине никама та пĕлтермен. Упăшки те йăпатас вырăнне кашни кун хĕрарăм тивĕçĕ пирки аса илтернĕ. 18-ти Маша Чĕмпĕр облаçĕнчи хĕрарăмсен мăнастирне тухса кайнă. 2 эрнерен пике хăраса ӳкнĕ, уйăх хушши килмен. Хĕрарăм тест тунă. Икĕ йĕр çие юлнине ĕнентернĕ. Магдалина игуменья машинине тапратнă та Машăна хулана упăшки патне леçнĕ.

2000 çулхи утă уйăхĕнче Маша пĕрремĕш ывăлне Яна çуратнă. Тин çеç амăшĕ пулса тăнăскере упăшки пулăшма васкаман. Ĕçрен таврăнсан: «Ĕлĕк хĕрарăмсем ана çинче çăмăлланнă, канса выртман», — тенĕ вăл. Чурăс арçын арăмне юратман. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче Маша ЗАГСа çитнĕ те уйрăлма заявлени çырнă. Анчах упăшки килĕшмен: хунямăшĕ патне васканă, хĕрне ăс пама, çемьене сыхласа хăварма ӳкĕтленĕ. Маша амăшĕн сăмахне итлесе упăшки патне таврăннă. Мăшăр Шупашкара куçса килнĕ. Кил хуçи арăмне пĕрмай ӳпкеленĕ. Çамрăк хĕрарăм текех чăтайман — çур çултан упăшкинчен уйрăлнă. Çав кунах Маша иккĕмĕш ачине кĕтнине пĕлнĕ. Кун пирки вăл никама та пĕлтермен. Хырăмĕ палăрма пуçласан тăванĕсем сехĕрленсе ӳкнĕ, ăна ачаран хăтăлма сĕннĕ. «Икĕ ачапа кама кирлĕ пулăн? Кам сана качча илĕ?» — тенĕ. Маша никама та итлемен. 2002 çулта Светозар çуралнă. Иккĕмĕш ывăлĕ утма пуçласанах амăшĕ ĕçе вырнаçнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.