Комментировать

9 Июл, 2020

Тÿпе, курăк тĕсне ача чухне астуса юлнă

Хура куçлăх тăхăнсан тата алла шурă туя тытсан çеç Олеся Гавриленкăн куçĕ курманни палăрать. Çак япаласемсĕр вăл ытти çынран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Кунсерен ĕçе çӳрет, киле таврăнсан хăех апат хатĕрлет, пӳлĕмсене тирпейлет. Пĕр сăмахпа, хĕр тулли пурнăçпа пурăнать.

Клавиатурăна лайăх пĕлет

Олесьăн ашшĕ — Украинăра, амăшĕ Алтай тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. Кукашшĕне Шупашкара ĕçлеме ярсан хулара хваттерпе тивĕçтернĕ, çамрăк мăшăр Чăваша куçса килсе кунтах тĕпленнĕ. Аякри тăванĕсем патне пĕчĕк чухне хăнана çӳренине астăвать Олеся.

Хĕр — çемьери пĕрремĕш ача, вăл ашшĕ-амăшĕ пĕрлешнĕ çул юпан 9-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Пĕчĕкскерĕн куçĕ йĕркеллĕ курманнине асăрхасан çывăх çыннисем ăна тухтăрсене кăтартма васканă. Шурă халатлисем диагноз лартнă: катаракта. Олесьăна тĕрлĕ хулари специалистсем тĕрĕсленĕ, унăн операци сĕтелĕ çине темиçе хут выртма тивнĕ. Анчах кăлăхах... Куç çивĕчлĕхĕ таврăнман, шкула çӳренĕ чухне тата ытларах япăхланнă. «Малтан — ятарлă ача садне, унтан япăх куракансен тата суккăрсен интернат шкулне çӳрерĕм. Пичет шрифчĕпе çырма пултараттăм эпĕ, куç кăштах куратчĕ. Пирĕн тетрадь шултра тăваткалсемлĕччĕ тата шултра йăрăмлăччĕ. Халĕ ручка тытсан алă пусма пултаратăп. Манăн ятарлă штамп та пур, эпĕ алă пуснă евĕр пичет çапать. Шкулта грифель валеçсен тетраде çырма хăтлантăм, анчах ĕç тухмарĕ. Унпа листа çинче шăтăк туса сас паллисем шăрçаламалла-мĕн. Çапла Брайль шрифчĕпе паллашрăм», — калаçăва пуçларĕ 34-ри çамрăк хĕрарăм. Хăй каланă тăрăх, вăл шухă çитĕннĕ, йывăрлăхсем пулман. Хăй тĕллĕнех картише выляма тухнă, шкул инçе вырнаçнăран унта аслисен леçме тивнĕ. Лайăх вĕреннĕскер экзаменсене ăнăçлă тытса И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн управленипе право тата истори факультетне вĕренме кĕнĕ, юриспруденци тата истори енĕпе специальноç илнĕ. «Факультетра ман пек студент урăх пулман. Куç курман çамрăксенчен ытларахăшĕ истори енĕпе пĕлӳ илет, кайран вĕсем педагогикăра вăй хураççĕ. Ку дисциплина маншăн та çывăх пулчĕ. Вĕренӳ ансат мар паллах. Практикăсене хутшăнмалла-çке. Тĕслĕхрен, археологи предмечĕпе истори пĕлтерĕшлĕ вырăна тĕпчеме каймалла. Эпĕ ытти çамрăкпа унашкал мероприятие тухса çӳреймерĕм, ун вырăнне реферат хатĕрлерĕм. Преподавани енĕпе вара хамăн шкулта ачасене вĕрентрĕм. Мана икĕ класс уйăрса пачĕç. 4-мĕш курсра пурте, çав шутра эпĕ те, университетра уçă урок йĕркелерĕмĕр. Диплом илсен философи кафедрине аспирантурăна кĕтĕм», — сăмах çăмхине сӳтрĕ Олеся.

Вĕренӳ хыçа юлсан хĕр ĕçе ăçта тата епле вырнаçасси тавра пуç ватнă. Куç курманнисене ку тĕлĕшпе çăмăл мар. Вăл Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри организацине шăнкăравланă. Вăхăт иртсен ăна савăнтарнă — ваканси пур-мĕн. Олеся çав организацире 2014 çултанпа тăрăшать. Аслă пĕлӳ илнĕ, компьютерпа аван усă курма пĕлекен хĕре хапăлласах йышăннă. Унăн тивĕçĕ — куç курманнисене спорта тата социаллă культура ĕçне явăçтарасси, реабилитаци енĕпе пулăшасси. Олесьăна, I ушкăн инваличĕ пулнă май, ятарлă программăпа ĕçе илнĕ. Вăл вырнаçнă кун организацире уяв пекех иртнĕ — телекурав ун пирки сюжет ӳкернĕ, ăна саламланă. Çамрăк специалиста пӳлĕм уйăрса панă, пуклак кĕтеслĕ сĕтелпе / тăрăнса аманасран/, компьютерпа тата ытти хатĕрпе тивĕçтернĕ. Паллах, чи кирлĕ ĕç хатĕрĕ — компьютер. Унпа Олеся ятарласа, пурнăçра кирлĕ пулĕ тесе туслашнă. Вăл шухăшланă пекех пулса тухнă. Техникăпа тата гаджетпа усă курма вĕрентекен курссене çӳренĕ вăл. Шкулта 12 çул пĕлӳ илнĕ, информатика та пулнă, анчах хĕршĕн ку çеç çителĕксĕр пек туйăннă. Тепĕр тесен, пĕлӳ кирек камшăн та ытлашши мар. Олеся клавиатура çинче ăçта мĕнле паллăсем вырнаçнине лайăх пĕлет, хăвăрт пичетлет. Документсемпе файлсене хатĕрлеме ăна куç курманнисем валли хута янă программа пулăшать. Кашни палла сасă-па калать. Смартфонпа та çаплах ĕçлет Олеся. Вăл тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Хальхи вăхăтра Чулхулари куç курманнисен центрĕ ирттерекен тупăшура компьютер пĕлĕвне тĕрĕслет. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.