Пархатарлă кун-çул
Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хӳтĕлеме çапăçу хирне Элĕк районĕнчен 9115 çын тухса кайнă. Вăрçăра çапăçасси хĕрарăм ĕçĕ мар теççĕ те, 1941-1945 çулсенче пынă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче арçынсемпе танах этемлĕхĕн черчен пайĕ те ирĕклĕхшĕн кĕрешĕве çĕкленнĕ. Тăшман тылĕнче вăрттăн заданисем пурнăçлама тивнĕ. Çĕршывăмăр вут-çулăмра çуннă чух хĕрӳ чĕреллĕ Элĕк район хĕрĕсем айккинче тăрса юлма пултарайман. Тĕрлĕ документа тишкернĕ тăрăх, пирĕн районтан 67 хĕр çапăçусене хутшăннă. Ентешĕмĕрсем хăюлăхпа палăрнă. Мăн Тукташ ялĕнчен кăна — 8 хĕр, Элĕк салинчен — 5, Ассакассинчен — 5, Тавăтран — 4, Татмăшран, Шураçран, Тури Выларан — виçшер, ытти ялтан пĕрер е икшер хĕр-упраç Тăван çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă. Юнтапа хĕрĕ Зоя Семенова радистка Беларуçри Рокоссовский ячĕллĕ партизан отрядĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата вулакансене хамăр тăван кĕтесре анчах мар, республика шайĕнче хисепе тивĕçнĕ Агриппина Янович /Дубикова/ çинчен каласа кăтартас тетĕп. Вăл 1925 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Тури Татмăш ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере 5 ача пулнă: 2 хĕрпе 3 ывăл. Акраппи — 4-мĕш пепке. Ашшĕне 1938 çулта, çын элекне пула, колхозсем тăвассине хирĕç агитациленĕ тесе тытса хупнă. Урăх вăл киле таврăнайман. Вăл вăхăтра аппăшĕ Надя ют яла качча тухнă. Пĕр пиччĕшĕ Шупашкарта стройкăра бригадирта ĕçленĕ, тепри Нурăс салинчи педучилищĕре вĕреннĕ. Çапла вара килте амăшĕпе хĕрĕ тата шăллĕ тăрса юлнă. Дубиковсем ялта хисеплĕ çынсем пулнă, ĕçченлĕхĕпе, тирпейлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе ырă ята тивĕçнĕ. Агриппина та алла кĕрепле, сенĕк, çава, кĕреçе, çурла тытса çитĕннĕ. Кĕнчеле арланă, çĕрĕ тунă, хуттăр хутăрланă, çиппине сӳрекене кумнă, пир вырăнне карăнтарса амăшĕпе улшăнса тĕртнĕ. Арланă çиппине кĕлпе йĕпетсе вĕри кăмакара пĕçернĕ, тепĕр кун типĕтсе армуççипе карăнтарса кăшкар çине çăмхаланă. Ун хыççăн сӳре çине кумса кулча тунă та пир вырăнĕ çине карăнтарнă. Тĕртсе пĕтерсен çуркунне юр çине сарса шуратнă, пĕвере чӳхесе типĕтнĕ. Çĕнĕ кĕпе çĕлеме мĕн чухлĕ тар тăкма тивнĕ! Çак ĕçсене амăшĕнчен пĕр шит юлмасăр çĕрне-кунне пĕлмесĕр туса пынă. Выльăх-чĕрлĕхне те пăхнă, пахчара та тимленĕ.
Хĕрача колхоз ĕçне те хастар хутшăннă. Амăшĕпе пĕрле утă çулнă, тырă вырнă, капана хывнă, çĕр улми кăларнă. Колхозра çуллахи вăхăтра пĕр кун сиктермесĕр мăн çынсемпе тан ĕçленĕ. Тырă, çĕр улми, кăшман анисене кашни киле виçсе панă. Тырă вырнă вăхăтра колхозра пахалăх комиссийĕ ĕçленĕ. Вăл ана çине пучахсем выртса юлманнине тĕрĕслесе çӳренĕ. Пучах хăварманшăн, хăмăлĕ лутра пулнишĕн Агриппинăна темиçе хутчен тав тунă. Вырнă тырра çĕмеле майлаштарнă, лашапа йĕтем çине турттарса капана хывнă. Молотилкăпа та, çапуççипе те авăн çапнă. Типĕтнĕ тырра алласа Вăрнара элеватора ăсатнă. Агриппина темиçе хутчен лашапа тырă леçнĕ. Хĕрачана тырă миххисене картлашка тăрăх йăтса хăпарса бункера пушатма çав тери йывăр пулнă.
Вăрçăччен те, вăрçă хыççăн та колхозра кантăр акса туса илнĕ. Ку вара чи йывăр ĕçсенчен пĕри пулнă. Çулла кантăр çинчи пусана, кĕркунне кантăрне татнă. Вăррине йĕтем çинче çапуççипе çапса илнĕ. Чи йывăрри вара кантăр çурăмĕсене пĕвене хутса кăларасси пулнă. Вĕсене шыва путарма çерем çĕрсене, пĕве патĕнчисене, нумай каснă. Çурăмĕсене пĕр пĕрин çумне çирĕплетсе шыва янă. Пулса çитнĕскерне шывран кăларма татах та йывăртарах пулнă. Кĕркунне сивĕре ăна пакурпа е шыва кĕрсех туртса кăларнă. Килĕрен валеçсе карта çине çакса типĕтнĕ, унтан кĕлле ярса кисĕппе тӳсе сӳс тунă. Арласа унран ут хатĕрĕсем, пăявсем хатĕрленĕ. Кĕркунне акса хăварнă ыраш калчине фермăран лашапа тислĕк турттарнă, ăна витресене тултарса ана çине сапнă. Алли кушăрхаса çуркаланнă. Çума супăнь пулман. Мунчара та кĕл тăррипе çăвăннă.
Тыр-пул пуçтарма вăхăт çитиччен районсен хушшинчи çулсене чул сарма колхозсене план панă. Татмăшсем Çĕмĕрлепе Хĕрлĕ Чутай хушшинче, Саланчăк ялĕнчен инçех мар, ĕçленĕ. Вăрманта ӳплере пурăннă, унтах çинĕ, унтах выртса тăнă. Çамрăкскер, кĕлеткипе пĕчĕкскер чул йăтма вăй-хал çитернĕ. Йывăр пулнă, найкăшман, чăтнă.
1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче вăрçă кĕрлесе тухсан Агриппинăн икĕ пиччĕшĕ те вăрçа кайнă. Киле юлнисем фронта пулăшас, çĕнтерĕве çывхартас тесе пĕр ĕçрен те юлман. Выçăллă-тутăллă пурăннă, çапах малалла ăнтăлнă. 1942 çулхи пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче аслă пиччĕшĕ Смоленск хули патĕнчи хаяр çапăçусенче паттăрсен вилĕмĕпе вилет. Çав çулах чӳк уйăхĕнче Агриппинăн вăрçа кайма ят тухать. Шкултан таврăнсан çамрăксем кашни каçах улах ларнă. Фронта валли чăлха-алсиш çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ, кĕнчеле арланă. Çав самантра улаха ял канаш исполнителĕ çитсе кĕрет. Пурте шăпланаççĕ: пĕлеççĕ — çĕрле ырă хыпарпа çӳремест вăл. Агриппинăна ирхине 10 сехет тĕлне комиссариата каймалли çинчен повестка тыттарать хайхи. 17 çулти хĕрĕн — çӳллĕшĕ 148 сантиметр, йывăрăшĕ 48 килограмм — вăрçа тухса каймалла. Тепĕр кун Агриппинăна ăсатма пĕтĕм ял пуçтарăнать.
Татмăш ялĕнчен пĕрремĕш хĕр вăрçă хирне ăсанать. Канашран икĕ кунран 240 чăваш хĕрне тавар пуйăсне лартса Му-скав еннелле илсе каяççĕ. Троицк хулин¬че саппасри полка лекет. Кунта нумай вăхăт чарăнса тăмаççĕ. Шăннă çĕр улми-пе тăранса пурăнаççĕ, çара нарсем çинче çывăраççĕ. Мунча кĕртнĕ хыççăн таса çи-пуçпа тивĕçтереççĕ, хăйĕнне каялла киле ярса парать. Кĕçех çар офицерĕсем килсе илсе каяççĕ. Пирĕн Агриппина стрелоксен 18-мĕш гварди дивизийĕн 58 полкĕн санчаçне лекет. Винтовкăран пеме, ăна салатса пуçтарма, медицина пĕрремĕш пулăшăвĕ пама, хырăмпа шума вĕрентеççĕ. 1943 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕрет. Малтанхи тапхăрта çамрăк хĕре, вилĕмпе куçа-куçăн нихçан тĕл пулманскере, тупăсем кĕрлесе пенине, салтаксен чунсăр кĕлеткисене курма çав тери йывăр пулнă. Аманнисене йăтса тухма, плащ-палатка çине хурса сĕтĕрме вăй-халĕ ăçтан çитнĕ-ши имшеркке хĕрĕн?
Малалла вулас...