Комментировать

8 Июл, 2020

Ял шăпи камăн аллинче?

Агрохолдингсем çеç мар, фермерсем те çĕршыва тăрантарма пултараççĕ. Анчах патшалăхăн фермерсен чи çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшмалла.

Агрохолдингсем ялсенче ĕçе пуçăннă май вĕсенче фермер хуçалăхĕсем те, пĕчĕк предпринимательлĕх те аталанаймасть. Вĕсем çуркунне уй-хире акса хăвараççĕ те кĕркунне тыр-пула пуçтарса илеççĕ. Вырăнти территорие аталантарма пĕрре те пулăшмаççĕ. Çавна май ялсем çĕр çинчен ерипен çухалса пыраççĕ. Çамрăксем хуланалла туртăнаççĕ, пенсионерсем çеç юлаççĕ. Пысăк бизнеса çĕр ыйтăвĕ кăсăклантармасть. Унăн ертӳçисем ялта пурăнмаççĕ. Вĕсемшĕн укçа туса пултăр. Ялшăн пĕчĕк тата вăтам бизнес кирлĕ.

Чылайăшĕ Уралта климат япăххине, çавăнпа та тыр-пул çитĕнтерме йывăр пулнине калать. Юрать, апла пулсан Краснодар тăрăхне илер. Унта ял хуçалăх валли — чи лайăх климат. Голландире сухаламалли çĕр сахал пулсан та, Краснодар тăрăхĕпе танлаштарсан, апат-çимĕç туса илесси 22 хут пысăкрах.

Ĕç тухăçлăхĕ пирĕн пĕчĕк пулни ĕçлес килменнипе çыхăнман, ял хуçалăх аталанăвĕн модельне тĕрĕс мар суйласа илнĕрен шар куратпăр. Шкулсем, больницăсем хупăнаççĕ. Çавна май çынсем ялсенче пурăнаймаççĕ.
Шкулсене пулăшса пымалли, ял çыннисен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли çинчен Президентăн хушăвĕсем, указĕсем пур. Анчах чăн пурнăçра вĕсем пачах урăхла пурнăçланаççĕ.

Ялта чи пĕчĕк ĕç укçи 50 пинрен кая мар пулмалла. Тĕрлĕ канашлура пуçлăхсем ман шухăша фантастика евĕр хаклаççĕ. Эпĕ вара: «Пĕчĕк ĕç укçипе эсир хăвăр ĕçлеме килĕшетĕр-и?» — тетĕп ялан. Паллах, хурав çукран килĕшӳсĕр кулă çеç куратăп вĕсен сăн-питĕнче. «Пирĕн ыйтусене татса памашкăн ĕç укçи тӳлеççĕ сире, — малаллах калаçатăп вĕсемпе. — Çамрăксем ĕç патне туртăнччăр тесен шалу тивĕçлĕ пулмалла».

Çĕр ĕçне Кремльте йĕркелесе пымалла мар, унпа вырăнти çĕр комиссийĕ ĕçлемелле. Унта пурăнакан çынсем çĕр хуçисем пулмалла.

Ялта пурăнма условисем туса памалла. Пĕр район пуçлăхĕ канашлура çапла каларĕ: «Эсир мана шкул валли 600 миллион тенкĕ паратăр. Унта вĕренме ача çук пулсан вăл мĕн тума кирлĕ? 300-шне шкул валли, тепĕр 300-шне экономикăна аталантарма парăр. Унсăрăн ĕçченсем вырăнта юлмаççĕ. Вĕсем ют тăрăха кайсан шкул та кирлĕ пулмĕ». Малалла вулас...

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.