Тетте № 6 (310), 2020 çул
* МАНĂН ТĂВАН ÇĔРШЫВ: Çĕнĕ Шупашкар варринче, Тĕкĕрç катипе Атăл хĕрри çывăхĕнче, чăваш çамрăк художникĕсен тата живопись маçтăрĕсен пуян ÿкерчĕкĕсене упракан ÿнер музейĕ вырнаçнă.
* ХАВАСЛĂ УРОК: Ромăна пахча-çимĕç суйлама пулăшар пуль?
* ПИРĔН ÇĔРШЫВ. ПИРĔН РЕСПУБЛИКА: "Ванюкпа Санюк тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа чÿрече кантăкне илемлетеççĕ. Ванюк тăрăшсах Раççей ялавне ÿкерет, Санюк Мускав хулинчи Кремль çуртне сăрлать. Мĕне пĕлтерет-ши вĕсен пĕрлехи ÿкерчĕкĕ?"
* ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ХĔРЛĔ КĔНЕКИ хальхинче шăл курăкĕпе тата ыхра шапипе паллаштарать.
* ВĂЙĂ-КУЛĂ УÇЛАНКИ: Ÿкерчĕкри сарлака тата ансăр япаласене палăрт та çырса тух.
* Эстон хĕрачине тумлантарар-и? Ăна валли пиçиххи, юбка, пушмак, пуç кăшăлĕ, тĕрленĕ кофта касса кăлармалла.
* "ĂСТА АЛĂ" рубрика уяра касса кăларса çилĕмпе çыпăçтарма сĕнет.
* "ВĂЙĂ-КУЛĂ УÇЛАНКИ": Пакшана йывăç хăвăлĕ патне çитме пулăшар-ха!