Комментировать

2 Июл, 2020

«Психика чирĕпе туйăмлă çынсем ытларах аптăраççĕ»

Этеме çут çанталăк ăс-тăн панă. Вăл калаçма, шухăшлама, ĕмĕтленме, юратма, асапланма пултарать. Унăнни пек психика пĕр чĕр чунăн та çук. Психиатрсем этемĕн психикине лайăх ăнланаççĕ, çакăнпа çыхăннă тĕрлĕ чире сиплеççĕ. ЧР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Лев НИКИТИН хăйĕн кун-çулне çак профессипе çыхăнтарнă, ку енĕпе 50 ытла çул вăй хурать. Паян вăл — «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелĕн хăни.
— Лев Николаевич, тĕнчере 7 миллиард ытла çын пурăнать. Кашнин хăйĕн шăпи, ăс-тăнĕ... Манăн шухăшпа, çĕр çинчи чи пысăк тĕрĕс марлăх — пĕрисем ăслă-тăнлă, теприсем вара ăс енчен хавшакрах çурални. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?
— Философие илес пулсан, тĕрĕс марлăх та тĕрлĕ енлĕ. Çут çанталăк саккунĕсем пуриншĕн те пĕрешкел. Пĕр шухăшласан, ÿсен-тăран, чĕр чунсем, этем\эволюци саккунĕсене пăхăнса аталанаççĕ. Çут çанталăк сывлăхлисене, çирĕпписене суйлать, вăрăм кун-çул парать, чирлисен вара ĕмĕрĕ кĕске. Хăйне евĕр селекци, естественнăй суйлав пырать. Тискер чĕр чунсен тĕнчинче вăйлăраххисем хавшаккисене тапăнса çисе яраççĕ. Этем пурнăçĕ вара урăхла аталанать. Ăс-тăна пула вăл хăйĕн пеккисене сыватма вĕренсе çитнĕ. Çĕр-çĕр çул аталаннă медицина чирлисене тĕрлĕ майпа /эмелпе, операци туса, тĕрлĕ органа куçарса лартса/ сиплесе этемĕн пурнăçне çăлса хăварать.
Шăпаран иртеймĕн, Турă мĕн çырни пурнăçланатех теççĕ. Кашни çыннăн шăпа пур тенине ĕненетĕр-и?
— Кама мĕнле ăнать. Çапах кашни çын хăйĕн шăпин хуçи тейĕттĕм. Çут çанталăк пурне те пĕр пек ăс-тăн памасть. Çынна чунран тăвакан ĕç çеç чăн телей кÿрет, кăмăлне çырлахтарать, çавна май организмра эндорфинсем пухăнаççĕ. Пурнăçра чуна çывăх професси суйланă çынсем сайра хутра ĕçкĕç е наркоман пулса тăраççĕ, вĕсене психосоматика чирĕсем те аптăратмаççĕ. Хăй тунă ĕçĕпе савăнма пĕлни этем сывлăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кун пек чухне çын ывăннине те туймасть. Малалла вулас…

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.