Комментировать

2 Июл, 2020

Хавхалану çăл куçĕ — несĕлсен тупри

Чăваш наци музейĕнче регионсен хушшинчи «Ĕмĕрсен ылтăн-мерченĕ» костюмсен фестивальне ирттерме палăртнă. Халĕ çак управ ĕçченĕсем республикăра эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăхланасса, çавна май унпа çыхăннă чарусене сирессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Темиçе курава пĕрлештерекен фестиваль валли экспозицисем хатĕр. Вĕсенче вырăн тупнă япаласем музее килекенсен кăмăлне каясси республикăри тĕп управ директорне Ирина МЕНЬШИКОВĂНА иккĕлентермест. «Ылтăн-мерчен» çинчен тĕплĕнрех унпа калаçрăмăр.

— Фестивале икĕ тапхăрпа ирттерме йышăнтăмăр. Хальхи вăхăтра музей залĕсенче пирĕн фондра упранакан тĕрлĕ вăхăтри тĕрлĕ стильпе янтăланă тум-тире вырнаçтарнă. Чăваш арçынĕпе хĕрарăмĕн çи-çпуçĕсĕр пуçне пирĕн тăрăхра пурăнакан ытти халăх — ирçе, мăкшă, тутар, вырăс… — тумне те курма пулать. Историшĕн пĕлтерĕшлĕ те хаклă экспонатсен йышĕнче — XVIII ĕмĕрте çĕленĕтĕрленĕ шупăр, хĕрарăмсен XIX-XX ĕмĕрте ăсталанă кĕмĕл капăрлăхĕсем… Фестивальте ĕлĕкхи костюмсене кăна мар, хальхи вăхăтра модельерсем, художниксем, халăх ăстисем наци элеменчĕсемпе хăйсен ĕçĕсенче мĕнле усă курнине те кăтартма тĕллев лартрăмăр. Игорь Дадиани пухмачĕнче те, сăмахран, халăх тупри çине таянса çĕленĕ тум чылай. Куравра унăн ĕлкипе хăтланă, «Гардемаринсем-4» фильмри сăнар II Кĕтерне патша тăхăннă чаплă кĕпе те вырăн тупрĕ. Шăпах чăвашсем Вырăс патшалăхĕн йышне кĕнĕ тапхăра аса илтерет вăл. Мария Симаковăн пухмачĕ чăваш эрешĕпе илемлетнĕ хальхи тум тĕлĕшпе пуян.
— Çĕршывра ырă ят илнĕ кутюрьепе халăх ăстин хайлавĕсем пĕр лапамра «тĕл пулнине» шута илсенех фестиваль хăнăхнă форматпа иртменни сисĕнет.
— Паянхи модельерсен йышĕнче хăйсен пултарулăхĕнче халăх пуянлăхĕ çине никĕсленсе ĕçлекен чылай. Çапла фестиваль куравĕнчи Надежда Ильинапа Татьяна Петрова кĕписем, Владислав Николаев ювелир-художник капăрлăхĕсем те ахаль япаласем кăна мар, халăх философийĕпе витерĕннĕскерсем. Сăмах май, Владислав Владимировичăн ывăлĕ Алексей те — ÿнер тĕнчипе кăсăкланакан авангардист. Çамрăк художникăн хăш-пĕр ĕçĕ фестиваль темипе пĕр килнĕрен пирĕн хальхи экспозицисенчен пĕринче вырăн тупрĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕн Праски Виттин халăх тĕрри-эрешĕпе анлă усă курса эмальпе хатĕрленĕ хайлавĕсем — искусство паха пурлăхĕ. Валентина Федоровăн, «Паха тĕрĕ» фабрика ĕçченĕн, тĕрĕ-эрешпе капăрлатнă япалисем кирек мĕнле саманара та халăх тупри хаклăхра пулнине систереççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.