Комментировать

2 Июл, 2020

Айăпсăр айăпларĕ

«Хресчен сасси» хаçатра «Çĕр пирки — çĕр ыйту» рубрикăпа пичетленекен материалсене вуласах пыратăп. Хампа сиксе тухнă лару-тăрупа паллаштарасшăн.
Манăн кÿршĕ суд экспертизи тусах пахчин чиккисене палăртрĕ. Мана вара паянхи кун та ыйту канăç памасть: ăна тĕрĕсех турĕ-ши?
2018 çулта кадастр инженерне чĕнсе илсе пахчана виçтертĕм. Урам енчи пахча сарлакăш — 28 м, вĕçĕнче 29 м тухрĕ. Патшалăх актĕнчи кăтартусем — 28,5 тата 30 м. Кÿршĕ мана унăн пахчине 70 см шалалла кĕрсе карта тытнă тесе суда панă. Картине вара хамăн çĕр çинче тытнă, кÿршĕ енне кĕмен.
2019 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче суд экспертизи турĕç. Малтан эпĕ тытнă картаран кÿршĕ пахчине виçрĕç, унтан пирĕн çурт çумĕнчен. «Манăн çурт чикĕре лармасть», — ăнлантаратăп вĕсене. Кÿршĕ вара çурт-йĕр унăн çĕрĕ çинче ларать тесе ĕнентерме хăтланать. Эпĕ вара эксперт икĕ пахчана виçсе чикĕ тăвасса кĕтнĕччĕ. Вăл вара манăн пахчана виçме те шухăшламарĕ. Чикĕре икĕ юпа юнашар тăраççĕ. Пĕри — кÿршĕн, тепри — манăн.
Тепĕр 4 кунран эксперт каллех çитнĕ-мĕн. Пирĕн пÿрт çумĕнчен виçни ытлашшипех сарлака пулнă-мĕн. Апла эпĕ кÿршĕ енне 70 см кĕмен, саккуна пăсман. Çурт-йĕр те хамăн çĕр çинчех ларать. Ман картаран виçсен кÿршĕ пахчи 29,38 тăваткал метр тухать. Патшалăх акчĕпе вара 29 тăваткал метр, урам енчи пахча сарлакăшĕ вара 40 см тăвăртарах пулать. Манăн урам енчи пахча сарлакăшĕ 50 см хĕсĕкрех. Кÿршĕпе кăтартусем пĕр пекрех темелле.
Халĕ ĕлĕкхи пек мар, спутникпа виçеççĕ. Çавăнпа чикĕсен хушшинчи уйрăмлăх пулма пултарать. Ман шутпа, пахчара урăх нимĕн те тумалла мар пек. Эпĕ кÿршĕрен çĕр ыйтмастăп-вĕт. Пускил вара урăхла шухăшлать. Манран çĕр илсе пахча сарлакăшне патшалăх актĕнче кăтартни пек тăвасшăн. Çавăнпа эксперт тепĕр хут çитнĕ-мĕн. Хайхискерсем пире систермесĕр пÿрт çумĕнчен 20 см хăварса тепĕр хутчен виçнĕ. Вĕсем ют пахчара хуçисĕр çĕр виçсе чикĕ тума пултараяççĕ-ши? Кайран эксперт суда çырса пани тĕлĕнтерет: 15 çул каялла кÿршĕ пирĕн пÿртпе юнашар тимĕр карта тытнă пулнă иккен. Çавăнтан виçсе кивĕ чикке тавăрнă. Анчах темшĕн пахча вĕçĕнчи чикке йĕркеллĕ çырса палăртман. Мĕнле лайăх: тÿлевсĕр карта та, чикĕ те пур халĕ.
Эп астăвасса пÿртпе юнашар чикĕ вырăнне нихăçан та карта пулман. Эпĕ ку çуртра 63 çул пурăнатăп. Енчен карта ларнă пулсан мĕншĕн-ха пĕрремĕш хутĕнче пÿрт çумĕнчен виçрĕç? Эксперт тĕрĕс мар çырни, суда суя документ тăратни шухăшлаттарать. Патшалăх акчĕ тăрăх пирĕн урам енчи пахча сарлакăшĕ — 28,50, вĕçĕнче 30 метр. Пускил манран 1 метр сарлакăш çĕр илсен вăл документра кăтартнинчен те палăрмаллах чакать. Кун пек манăн çĕр правине пăсни пулать.
Мана патшалăх çĕрпе ĕмĕр усă курма панă. Вăл харпăрлăхра шутланать. Документсем йĕркеллĕ, картана та хамăн пахчара тытнă. Мĕншĕн вĕсене харпăрлăхри куçман пурлăха памалла? Енчен эпĕ йăнăшнă, ытлашши лаптăка илесшĕн пулсан çакна документсемпе çирĕплетмелле, суйса тăратнă хутсемпе мар. Суд экспертизине çапла тумалла-ши? Малалла вулас...

www.hypar.ru

Василий НИКИТИН. Патăрьел районĕ, Пăлапуç Пашьел.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.