Комментировать

1 Июл, 2020

Сасӑлава хутшӑнаҫҫӗ

Паян, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, РФ Конституцине улшӑнусем кӗртессине ырлас енӗпе сасӑлав иртет. Чӑваш Енре пурӑнакансем те çак сасӑлава хастар хутшӑнаççӗ.

Сасӑлав участокӗсем 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлеççĕ. Вӗсенче сыхлӑх мерисене çирӗп пӑхӑнаççĕ. Шупашкарти 56-мӗш вӑтам шкулта темиçe cacăлав участокӗ вырнаçнӑ. Унӑн территорийӗнче юрӑ-кӗвӗ янӑрать. Сасӑлава килекен çынсене температура виçeççĕ, маскӑпа, перчеткепе, ручкӑпа тивӗçтереççĕ. Волонтерсем ӑçтан мӗн илмеллине ӑнлантараççĕ.

Cасӑлава утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнченех хутшӑнма майсем йӗркеленӗрен-тӗр - паян черетсем çyк. Çынсем Конституципе çыхӑннӑ сасӑлава хутшӑнни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, çакӑ хамӑрӑн малашлӑха палӑртассине пӗлтерчӗç.

www.hypar.ru Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем тата видео

Рубрика: