Пурнăçа ăнлансан, юратсан
Пĕрчĕн-пĕрчĕн, кутамккапа
Кĕркуннехи çанталăк çумăра кайсан кирпĕчне те, цементне те Аркадий Никонорович Иголкин масар çине кутамккапа çĕкленĕ. Вунă кирпĕч таран йăтса çитернĕ вăл пĕрре хутланă чух. Хут михĕри цемента вара çурмалла уйăрма тивнĕ. Миххипех çĕклеме 74-ри арçынна, темĕн тесен те, çăмăлах мар. Мĕн тунă тетĕр-и вăл йĕпе-сапаллă çанталăкра ялти масар çинче; Хĕле кĕриччен часавай туса пĕтересшĕн çуннă. Хăйне валли мар, ял халăхĕшĕн. Унăн хăйĕн кĕлĕ тумалли çурт хуçалăхĕнчех пур. Темиçе çул каяллах çĕкленĕ вăл ăна. Илемлĕ çурт, православи тĕнĕн йĕркисене çирĕп пăхăнса тунă. Шалта çутă, типтерлĕ.
Канаш районĕнчи Юмансарта пурăнакан Аркадий Никонорович çулне пурăнса çитнисенчен ытларахăшĕ канăçлăха кăмăлланине пытарас çук. Кахал мар вĕсем, анчах сумлă ватлăхра халăха ырă тăвас тĕллевпе юхан шыв хĕррипе вак чул пуçтарса çÿрекене, тарăн çырмаран икĕ витрепе шыв çĕклекене, кутамккапа строительство материалĕ йăтакана час-часах кураймăн. Часавая хăвăртрах хăпартас тесе çумăрта та ĕçленĕ арçын. Ирхине килтен тĕттĕмпе тухса утнă та çĕрле тин таврăннă. Ĕçĕ вĕçленнĕ: часавайăн çавра тăррине те, хĕресне те вырнаçтарнă, алăкне лартнă. Çурт умне тротуар сарнă. Паянхи кун тĕлне шалти ĕçсем кăна юлнă.
Хăйĕн пуçарулăхĕпе, укçи-тенкипе, вăйĕпе туса лартнă Аркадий Никонорович ял масарĕ çинчи часавая. Паллах, пĕтĕм строительство материалне алă вĕççĕн çĕклесе çитереймĕн. Иголкинпа пĕр урамра пурăнакан Иван Степанов купаласа пĕтерме çитмен «Комсомольскинчен турттарнă икĕ автомашина сахалрах пулнă» кирпĕче хăйĕн автотранспорчĕпе масара илсе çитерме пулăшнă. Вăл кун çанталăк уяр тăнăшăн хĕпĕртенĕ арçын. "Турă пулăшрĕ ĕнтĕ, мĕншĕн тесен тепĕр куннех çанталăк япăхланчĕ, машина-тракторпа çул çине пырса кĕме май çукчĕ", _ аса илет ăстаçă.
Унăн кашни сăмахĕ вырăнлă, пĕлтерĕшлĕ. Нумай тÿснĕ, пурнăçа витĕр куракан çыннăн иксĕлми ăслăлăхĕ палăрать вĕсенче. "Туррăн таса парни _ эпир, хамăр чипер, йĕркеллĕ, килĕштерсе пурăнни, çут çанталăкпа пĕр тĕвĕре пулни. Пурнăç юратуран пуçланать, унран хакли нимĕн те çук. Пĕр-пĕрне юратса, пулăшса пурăнасчĕ, тавралăха илемлĕрех тăвасчĕ, вара çăмăлтарах пулĕ пире",_ чуна сăрхăнса кĕрет кашниншĕн паллă ĕнентерÿ. Çапла пулмаллине пурте аван пĕлетпĕр, ăнланатпăр, анчах та ансат туйăнаканнине куллен пурнăçа кĕртме питех те кăткăс. Аркадий Иголкина нушаллă ачалăх нумай ăс панă, çавăнпа вăл пурнăç çине çăмăлттайла пăхмасть, пĕр кунпа çеç пурăнмасть, ыррине ытларах тăвасшăн.
Канма пĕлмен, ыррине ĕçре шыранă
Ырă ĕçĕсен шучĕ ÿссех пырать. Иголкин тăван ял масарне çеç мар, кÿршĕсенне те хăй вăхăтĕнче каллех хăйĕн пуçарăвĕпе сăвапланă. Пытарнă кашни çыншăн «пÿкле вилĕмпе вилнисене шута хумасăр» кĕлĕ тăвать вăл. Пĕлтĕр кăна масар тавра пин ытла йывăç лартнă. Хăйĕн ĕмĕрĕнче Аркадий Никонорович пĕтĕмпе миçе тĕп лартнине татса калаймăн. "Шутламан. Турă шутлама хушмасть", _ тет вăл. Çамрăк хунавсем кăларма алла кĕреçе тытса вăрмана утнă, ытам тиевпе таврăннă та черченкĕскерсене палăртнă вырăна чавса лартма васканă. Пайтах хутланă çавăн пек.
Кил çывăхĕнчи тавралăха та симĕс тум тăхăнтарсах, илемлетсех тăрать. Çывăхри юхан шыв урлă каçма тахçантанпах йĕркеллĕ кĕпер пулман. Халĕ пăх та кур: иккĕ те. Пĕр каçмине ÿркенмен ăста пĕчченех тунă. Пĕренисене вăрмантан йăтса илсе аннă. Уйăх ытла тăрмашнă. Иккĕмĕш кĕперне тума арăмĕн пиччĕшĕ Василий Тимофеевпа кÿршĕри Александр Грачев пулăшнă. Икĕ кĕперĕпе те каçса çÿреме меллĕ. Ĕçе ыр çын туни тÿрех палăрать.
Ĕç тени Аркадий Иголкиншăн яланах хисепре пулнă, халĕ те çаплах. Вăл алă патне пырасси ăна юратнинчен пуçланнине палăртать арçын. Çавăнпах пулĕ кирек мĕнле ĕç тунă чух та унăн чунĕ вĕçсĕр-хĕрсĕр вĕçевре. Мĕне кăна пултармасть алли: кирпĕч купалама та, йывăçран эрешсем касса кăларма та, тимĕре шăратса çыпăçтарма та, техникăна юсама та ... Вуншар специальноçе алла илнĕ вăл, 12 çултах йывăр ĕçе кÿлĕннĕскер «килĕнчи амăшне тата инвалид пиччĕшне пулăшмалла пулнă». Канашри вакунсем юсакан завода вырнаçиччен пурнăç ăна Раççейĕн тĕрлĕ регионне илсе çитернĕ. Пур çĕрте те чăваш каччи ĕçченлĕхĕпе, яваплăхĕпе палăрнă, çĕннине хăвăрт алла илнĕ. Çакна кура кĕске вăхăтранах ăна питех те пĕлтерĕшлĕ специальноçсене вĕренме янă. Хавхаланса вĕреннĕ вăл, лайăх ĕлкĕрсе пынă. Ĕçленĕ хушăрах каçхи шкула та пĕтернĕ.
3 çул та виçĕ уйăх çар хĕсметĕнче тăнă чух Аркадий Иголкин ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă. Маттур каччă çинчен Мускавра тухса тăракан "Красная звезда" хаçат корреспонденчĕ статьяпа пĕрле сăвă та хайланă.
26 çула çитсен вăл Норильск хулинчен Канаша таврăннă та кунти вакунсем юсакан заводра мĕн пенсие тухичченех ĕçленĕ «тĕрĕссипе, тава тивĕçлĕ канăва тухсан та тепĕр çулталăксăр пăрахса кайман». Яланхиллех пултаруллă пулнă, малта пынă, ĕçшĕн çуннă. Дружинниксен ретне тăмалла _ Иголкин вĕсен йышĕнче. Халăх умĕнче тухса калаçмалла е завод хаçачĕ валли материал хатĕрлемелле _ "çук" темен, ыйтнине пурнăçланă. Спартакиадăсенче йĕлтĕрпе чупмалла е шывра ишмелле, е тата ытти енпе ăмăртмалла _ хаваспах хутшăннă. Мĕн пĕчĕкрен кĕтÿ кĕтсе ÿснĕскере йывăр пулман. Спорта кăна суйласа илнĕ пулсан паян ăна, тен, пĕтĕм тĕнче пĕлнĕ пулĕччĕ.
Заводра ĕçленĕ чухне иккĕмĕш смена хыççăн аякри тăван ялне çуран чупнă. Смена вара çур çĕр иртсен вĕçленнĕ. Çемье çавăрсан та, хулара хваттер илсен те хăнăхнă йăлана пăрахман.Пĕрремĕш сменăран тухсан тепри килĕнче вăхăтлăха пулин те выртса канать, Аркадий Никонорович вара дачине çул тытнă. Унта ĕçленĕ. Пĕр-икĕ сехет каннă та каллех завода васканă.
Яла куçса килсен кĕлĕ тумалли килти çурта вăл уйăх çутипе купаланă темелле. Каçхи сменăран таврăнсан выльăх-чĕрлĕхе пуçтарнă та çывăрма выртиччен пĕрер е икшер рет кирпĕч хунă. Ирхине ĕçе тухса кайиччен те кирпĕч хумасăр чунĕ чăтман. Çапла çĕкленнĕ кил хушшинче сайра тĕл пулакан хуралтă.
Турă пулăшса пынипе ĕçĕ те, пурнăçĕ те ăнса пырать тет арçын. Хăй вăхăтĕнче Шупашкара пĕтĕм Раççей патриархĕ II Алексий килсен Аркадий Иголкин унран пил илме пултарнă.
Канаш районĕнче кăна мар, республикăри тата ун тулашĕнчи чиркÿсене нумай пулăшнă таса чунлă арçын. Çурт купаламалла-и е мĕн те пулин юсамалла _ пушă вăхăтра вăл тÿрех çула тухнă. Пĕрррехинче Чул хула облаçĕнчи чиркĕве çитме автобусран пилĕк минут юлнă. Каçа пăхмасăр 35 çухрăм пĕр канмасăр чупнă, каçхи кĕлĕ тĕлне вырăна çитнĕ.
Кунашкал пулăшу ĕçĕнче пĕччен пулман вăл. "Турă хăех пуçтарать пирĕн пеккисене пĕр ĕçре", _ тет вăл.
Çĕр вăй-хал парать
Халĕ те Аркадий Иголкин: "Эпĕ çамрăк мар ĕнтĕ", _ тесе тăмасть. Сăваплă ĕçĕпе пурнăçа пуянлатнисĕр пуçне çулталăк тăршшĕпех кашни ир «тепĕр чух каçхине те» чупать. Самай инçетри ялсем патне чупса çитет. Çулла _ çуран, хĕлле _ йĕлтĕрпе. Кунне миçе çухрăм парăнтарнине шутламасть. Тепĕр тесен, мĕне кирлĕ ку;
Çак таранччен организмне тĕтĕм таврашĕпе наркăмăшлантарман. Эрех-сăрапа иртĕхмен. 25 çул аш таврашĕпе апатланмасть, православи тĕнĕн типĕ тытмалли вăхăчĕсене пăхăнса пурăнать.
Тĕреклĕ кил хуçалăхĕнче картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, сад пахчинче тĕрлĕ улма-çырла йăтăнать.
Мăшăрĕпе Елена Тимофеевнăпа 45 çул пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнни, çынна юратни, ырăпа пулăшни çăл куç пек вăй-хал парса тăраççĕ вĕсене.
Тепĕр хĕрарăма упăшки канмалли кунсене е отпуска халăхшăн ирттерни килĕшмĕ те. Елена Тимофеевна вара çакă çемьешĕн сăвап пулнине аван чухлать. Хăй те тивĕçлĕ канура ахаль лармасть. Виçĕ ачи ÿссе çитĕннĕ, мăнуксем парнеленĕ, хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Хĕллехи вăрăм каçсене хĕрарăм ал ĕçĕпе ирттерет: тĕрлĕ тĕслĕ çăм çиппинчен çав тери илемлĕ минтер пичĕсем, ытти япаласем çыхать. Килĕнче,аслă пÿлĕмри куç кĕскин икĕ енче, пысăк та чипер акăшсем. Ятарлă ĕç мелĕпе хулăн хутран тăваткалсем касса "чун" кĕртнĕ вĕсене хĕрарăм.
Шутласан,Юмансар ялĕнче пурăнакан Иголкинсем пин-пин хресчен пекех. Влаçри çынсем мар, укçашăн çунмаççĕ, анчах пирĕн вĕсенчен вĕренмелли, ăса илмелли пурах. Пирĕнтен кашниех хамăршăн çеç мар, ыттисемшĕн те çавăн чухлĕ ĕç тусан пурнăç мĕн тери çутăрах та илемлĕрех пулмалла.
Ирина Никитина.
Василий Лапин сăн ÿкерчĕкĕ.