Конституци: сасăлавçăсен 40% хăйĕн шухăшне каланă
Конституцие тÿрлетсем кĕртессипе çыхăннă сасăлав тапхăрĕ пуçланнăранпа, тăватă кунра, Чăваш Енре сасăлавçăсен 40% хăйĕн шухăшне пĕлтерме ĕлкĕрнĕ. Çак кăтартăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтерчĕ.
Вăл каланă тăрăх, сасăламашкăн пĕтĕм услови пур, вăтамран куллен сасăлавçăсен 10% участока пырать. Олег Николаев сыхлăха самантлăха та çухатма юраманни пирки асăрхаттарчĕ, сасăлав тапхăрĕнче санитарипе эпидемиологи хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене çирĕп пăхăнма ыйтрĕ. Канашлăвăн кун йĕркинче малтанах палăртман тепĕр ыйту — хушма хуçалăх тытакан, ĕне усракан граждансене субсиди тÿлесси. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тÿлеве 1,5 пин çынна пама ĕлкĕрнине çирĕплетрĕ, çĕртме уйăхĕ вĕçлениччен тата 2,3 пин çынна укçа куçарса парĕç. Регион ертÿçи мĕн пур тÿлеве граждансене вăхăтра памалли пирки аса илтерчĕ. Ку сахал тупăшлă çемьесене коммуналлă тÿлевсем тĕлĕшпе субсиди парассине те пырса тивет. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем пысăкланнине кура çав субсидисен пĕлтерĕшĕ пушшех пысăк. Çак тÿлевсем валли республика бюджетĕнче 2020 çул валли 253 миллион тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Çав вăхăтрах граждансем уйăракан укçан çуррине кăна илеççĕ иккен. Олег Алексеевич ĕç-пуçа тĕплĕ тишкерме хушрĕ. Унăн шухăшĕпе, субсиди илессипе çыхăннă процесс ытла та кăткăс пулсан — тĕрлĕ справка илессипе çыхăннă самантсене чакармалла.
Тариф службин ертÿçи Надежда Колебанова цифрăсемпе паллаштарчĕ. Электроэнерги тарифĕсем 3,9% хушăнаççĕ, çут çанталăк газĕ 2,8% хакланать, коммуналлă хытă каяшсемшĕн 0,7% ытларах тÿлеме тивĕ. Сăмах май, çак тата ытти тариф Чăваш Енре Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче чи пĕчĕккисенчен пĕри-мĕн.
Канашлура харăсах икĕ министерствăн аталану стратегйĕсене пăхса тухрĕç. Сывлăх сыхлавĕн министерствин стратегийĕпе ведомство ертÿçи Владимир Степанов паллаштарчĕ. Тĕллевсем пысăк. Çав шутра — строительствăпа çыхăннисем. 2024 çул вĕçленнĕ тĕле çĕнĕ 6 поликлиника тума палăртнă, 88 ФАП тумалла е çĕнетмелле. Тата — 15 амбулатори. 27 медорганизацин çурчĕсене тĕпрен юсамалла. Доклада хакланă май Олег Николаев республикăн çĕнĕ клиника больницин строительствин ыйтăвĕсемпе çине тăрса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Паллах, Сывлăх сыхлавĕн министерствине пандемие пула йывăр килет, апла пулин те строительство темине манма юрамасть. Олег Алексеевич федераци бюджетĕнчен укçа илес ыйтусене татса памалли пирки асăрхаттарчĕ, халĕ ĕлкĕреймесен çакă тата çулталăклăхах куçма пултарать — ку пире тивĕçтермест.
Укçа ыйтăвĕ финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков сăмахĕнче пушшех тĕп вырăнта пулчĕ — вăл хăй ертсе пыракан ведомствăн 2024 çулчченхи ĕçĕн стратегийĕпе паллаштарчĕ. Михаил Геннадьевич общество финансĕсемпе ĕçлессин пахалăхĕ тĕлĕшпе республика ят-сумĕ яланах çÿллĕ шайра пулнине аса илтерчĕ. Çакă региона финанс институчĕсемпе ăнăçлă ĕçлеме пулăшать. Çапах вăл налук политикинче тÿрлетÿсем кирлине пытармарĕ. Налук тÿлевĕсем урлă пĕчĕк тата вăтам бизнеса хавхалантарассипе усă курмалла. Ку çынсен тупăшĕн пĕчĕк шайне ÿстерме те пулăшĕ.
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен професси налукне тÿлесси ĕçе кĕрет. Патент системи тĕлĕшпе вара, тĕп финансист шучĕпе, улшăнусем пулмалла — хальлĕхе çак система республикăра тухăçлă ĕçлемест. Бюджетсен хушшинчи хутшăнусенче те министр тивĕçĕсене пурнăçлакан çитменлĕхсем курать. Пирĕн ял тăрăхĕсен хыснисем ытла та хашак. Вĕсен 32% тупăшĕ хăйсене тытса тăма та çитмест. Ку енĕпе тивĕçлĕ йышăнусем кирлех, иккĕленмест Михаил Ноздряков. Çавăн пекех вăл патшалăх учрежденийĕсен бухгалтерийĕсене централизацилесси пирки пĕлтерчĕ. Çав шутра — министерствăсенне те. Бухгалтерисене отрасльсем тăрăх пĕрлештерме пуçланнă ĕнтĕ. Çак ĕçе çитес çулсенчех вĕçлесшĕн.
Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев кашни министерство тытăмне хаклама хушрĕ, сотрудниксен вăйĕпе, йышĕпе тухăçлă усă курмалли пирки асăрхаттарчĕ. Тен, тĕрлĕ министерствăра пĕр тивĕçсенех пурнăçлакан должноçсем пур, унашкал дубляж юрăхсăр. Çак асăрхаттарăва Олег Алексеевич районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсен ячĕпе те каларĕ — вĕсен те çак ыйтусемпе ĕçлемелле.
www.hypar.ru tver.bezformata.com сăн ÿкерчĕкĕ.