Комментировать

27 Июн, 2020

Тăшман ури айĕнче çулăм ялкăшнă

Чăваш çĕрĕнчи Муркаш районне кĕрекен Анаткас Шатракас ялĕнче çуралса ÿснĕ икĕ çамрăка, икĕ Çемене Наратовпа Ялушкина, 1943 çулхи кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Канаш хули урлă хĕвел тухăçнелле илсе каяççĕ. Ворошилов хули çумĕнчи Раздольный ятлă яла вырнаçтараççĕ. Çар ĕçне пĕр уйăх вĕреннĕ хыççăн Владивостокран 30 çухрăмри разведчиксен полкне лекет Семен Наратов. Кайран Тамбов хулинче кĕçĕн командирсен шкулĕнче вĕренет.
1943 çулхи кĕркунне Кировоград хули çывăхĕнчи çапăçура тăшманпа пĕрремĕш хут куçакуçăн тĕл пулать.
– Çĕрĕпех çывăрмалла мар, – çирĕппĕн, татăклăн пĕлтерчĕ разведчиксен полк командирĕ каçхи тĕрĕслев вăхăтĕнче. – Нимĕç эшелонĕ пирĕнтен инçех мар чукун çул хĕрринчи Яссы, Унгень, Тыргу-Фрумос пĕчĕкрех хуласемпе ялсенче вырнаçнă. Вĕсем ыран хĕвел тухиччен тапăнма пултараççĕ. Çавăнпа та пĕр ушкăна тĕп йышран малта, 50-60 метрти окопсенче, вырнаçма сĕнетĕп. Иван Чуриковăн уйрăмне ку ĕçе пурнăçламашкăн хушатăп.
“Кирек мĕнле майпа пулсан та тăшмана тытса чармалла, фашистсен йышне чакармалла, – шухăш каймарĕ Çемен пуçĕнчен, – каç тĕттĕмĕпе усă курса йывăç е тĕмеске кучĕсене краççин е бензин сапса тухмалла та нимĕç салтакĕсем атакăна çĕкленсен тивертсе ямалла. Вара вĕсен урисем айĕнче те çулăм ялкăшĕ, пирĕн салтаксен пульлисем те тĕлсĕр пĕрĕхмĕç...»
Ун шухăшне командир ырларĕ те пĕр уйрăм вăйĕпе пурнăçлама сĕнчĕ. Хаваспах килĕшрĕ Çемен çакна пурнăçа кĕртме.
Икĕ талăка яхăн пычĕç хĕрÿ çапăçусем. Çухатусемсĕрех пулмарĕ – полкран 7 салтак ĕмĕрлĕхех пуç хучĕ. Тăшманран нумайăшĕ вара, пур енчен те хупăрласа илнине пула, тыткăна лекрĕ.
Кировоград хулине нимĕç аллине памасăр тата мирлĕ халăха çăлса хăварнăшăн çак полка Иосиф Сталин Тĕп маршалăн хушăвĕпе «Кировоградцы» ятпа хисеплеме пуçларĕç.
1944 çулхи юпа уйăхĕнче вĕсем Венгри çĕршывĕнчи Тисса юхан шывĕ хĕрринче чарăнса тăчĕç. Трансильванин тĕп хулишĕн Клужшăн пырать çапăçу. Юхан шыв урлă каçса хулана тăшман сисмелле мар çавăрса илмеллине пĕлтерчĕ полк командирĕ. Анчах хушма вăйсем тупмалли тата çывăхри вырăнсене пĕлекен çын кирли çинче чарăнса тăмарĕ. Çак шухăшсемпе Семен Васильевич чылайччен лăпланаймарĕ, çĕрĕпе те çывăраймарĕ. Ир енне чăтса тараймарĕ: çывăх юлташне чĕнсе илчĕ те Чуриков командирпа калаçса илме шухăшларĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

ŸРМЕК Ваçли.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.