Комментировать

26 Июн, 2020

«Куçару çăмăл ĕç мар»

Геннадий Федотов Тутарстанри Теччĕ районне кĕрекен Юккел ялĕнче 1951 çулта çуралнă. Кăнна Кушки шкулĕнчен вĕренсе тухсан Чаллă хулинче стройкăра ĕçленĕ. 1977-1982 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Унтан Чăваш Енĕн Социаллă хÿтлĕх министерствинче тăрăшнă. 1996-2014 çулсенче «Хыпар» Издательство çуртĕнче вăй хунă. Вăл — темиçе кĕнеке авторĕ.
— Сăвă-калав çырма çамрăк чухнех пуçларăм. Пĕрремĕш хайлавсем Шупашкара килсен «Строитель» хаçатра кун çути курчĕç. Кайран «Капкăн» журналпа çыхăну тытма пуçларăм. Журналта кулăшла калавсемпе шÿтсем пичетленетчĕç. Ку жанрпа ĕçлеме эпĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех тытăнтăм. Пурнăçăн тÿнтер енĕ, пăтăрмах, кулăшла самант самаях вĕт. «Хыпар» хаçатра та «Тамаша» рубрикăна 10 çул тытса пытăм. «Коммунизм ялавĕ» хаçатпа министерствăра ĕçленĕ чухне çывăх туслашрăм. Командировкăсене час-час тухса çÿреттĕмĕр, ялсенче пулаттăмăр, ватă çынсемпе тĕл пулаттăмăр. Хаçат валли ветерансене кăсăклантаракан, вĕсен хуйхи-нушине кăтартакан материалсем хатĕрлеттĕм. Владимир Рыбкин журналист, ун чухне вăл тĕп редакторăн çумĕччĕ, мана редакцие ĕçлеме чĕнчĕ. Куçаруçăра, корреспондентра тăрăшрăм. Аркадий Казанов манăн кураторччĕ, вăл Сергей Карягинпа пĕрле ларатчĕ. «Кил-çурт, хушма хуçалăх», «Сывлăх» хаçатсене кăларма хутшăнтăм. Издательство çуртĕнче пĕр вăхăт «Ыйту-хурав» хаçат та тухса тăчĕ. Унăн редакторĕ пултăм. Эпир саккунсене те куçараттăмăр. Питĕ тертлĕ ĕç ку, текстран пĕр сăмаха та кăларса пăрахма юрамастчĕ. «Ĕçлемен çын кăна йăнăшмасть», — теççĕ. Пирĕн ĕçре те йăнăшсем пулкалатчĕç. Хăш чухне текстсене васкаса куçарттаратчĕç те тепĕр самантранах кивелнĕ тесе пăрахăçлатчĕç. Çĕнĕ текст куçарма хушатчĕç. Кун пек самант пĕрре мар пулнă, — аса илчĕ Геннадий Степанович.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.