Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ куна мĕнле паллă тăвăпăр?
Кĕтнĕ эпир çак куна. Çичĕ çул каялла Раççей Президенчĕ ятарлă хушу кăларсах хатĕрленме пуçланă. Çакнашкал самант ĕмĕрте пĕрре килет. Çавăнпа тĕплĕн, тĕрлĕ енлĕн хатĕрленме пуçланăччĕ. Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче мероприятисен марафонĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлнăччĕ те. Пурнăçăн хăйĕн саккунĕсем, тем те сиксе тухма пултарать. Çапла пулчĕ те. Çавăнпа ĕç-пуçа çĕнĕлле йĕркелесе яма тиврĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшне — Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ куна — мĕнле паллă тăвăпăр-ха? Культурăпа çыхăннă мероприятисем пирки ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова каласа кăтартрĕ.
— Республика юбилейне халалланă мероприятисенчен 11-не онлайн майпа йĕркелеме палăртнă. Вĕсемпе министерствăн сайтĕнче паллашма пулĕ. Сăмахран, «Мухтатпăр сана, Чăваш Ен» юрă марафонĕ çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче старт илчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — муниципалитет районĕсемпе хулисен пурнăçĕпе паллаштарасси, çитĕнекен ăрура патриотлăх туйăмĕсем «акса хăварасси». Çапла тума акци вăхăтĕнче районсен гимнĕсене, республика çинчен çырнă юрăсене юрлани самай пулăшĕ. Асăннă акцие ВместеПĕрле хештег çыхăнтараса тăрать. Çĕртмен 24-мĕшĕнче вăл Хĕрлĕ Чутайра вĕçленĕ. Ун чухне пурте пĕрле Чăваш Республикин Гимнне шăрантарăпăр, — терĕ Роза Михайловна.
Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестивальне чăваш халăхĕ питĕ килĕштеретчĕ. Кăçал вăл та онлайн майĕпе иртĕ. Курав-роликсенче çĕршыври тĕрлĕ коллектив хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕ, чăваш халăхне сумлă уявпа саламлĕ. Пĕтĕм чăвашсен саккăрмĕш Акатуйне хутшăнакансем те çак мелпе усă курĕç.
Республикăри профессионал коллективсем — Филармонин, Академи симфони капеллин, Академи юрăпа ташă ансамблĕн, Оперăпа балет театрĕн коллективĕсем — юбилей ячĕпе концерт программи хатĕрленĕ. Унта — тăван республикăна, халăха юратнине ĕнентерекен юрăсем, кĕвĕ-çемĕ.
«Чăвашкино» киностуди ĕçченĕсен парнийĕ — «Чăваш автономин 100 çулне — 10 фильм» проект. Пуçласа 1930 çулта, ун хыççăн ÿкернĕ документлă ĕçсенче Чăваш Енĕн аталанăвне çутатнă. Республикăн архив фончĕсенче упранса юлнă документсемпе усă курса тĕрлĕ çулта Юрий Диделев, Александр Казначеев, Александр Дымич, Леонид Трифонов, ытти оператор республика юбилейĕсене уявланине сăнланă, социаллă об˜ектсем çĕкленсе ларнине кăтартнă. Проектри 10-мĕш ĕç — Александр Герасимовăн «Чăваш автономийĕн 100 çулĕ» документлă фильм. Вĕсемпе «Чăвашкино» киностудин сайтĕнче паллашма пулать.
Наци тата ÿнер музейĕсен пĕрлехи «Чăваш Енĕн мухтавлă 100 çынни» проектне те палăртса хăварчĕ Роза Михайловна. Çакна Шупашкар çыннисем те асăрхарĕç пулĕ. Хулари чарăну çывăхĕнче хăйне евĕр картина галерейисем ÿссе ларчĕç. Уçă тÿпе айĕнчи «вернисажсем» пире мухтавлă художниксен чаплă ĕçĕсен копийĕсемпе киленме май параççĕ.
Юрă-ташă — уявăн пĕр пайĕ. Çак тапхăрта çĕнĕ об˜ектсем те çĕкленчĕç, юрăхсăра тухнисене те тĕпрен юсама май килчĕ. Роза Лизакова пĕлтернĕ тăрăх, сумлă юбилее хатĕрленсе ирттерсе яма, палăртнă ĕçсене пурнăçлама Раççей бюджетĕнчен 500 миллион тенкĕ, Чăваш Республикин бюджетĕнчен 127 миллион тенкĕ уйăрса панă. Кĕмĕлĕн пысăк пайĕпе — 482 миллион тенкĕпе — культура еткерлĕхĕн объекчĕсене реставрацилеме, муниципалитет шайĕнчи культура çурчĕсене, библиотекăсемпе ыттине тĕпрен юсама усă курнă. Министерствăн сайтĕнче вĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă.
Уяв кунне мĕнле ирттерĕпĕр-ха? Пур мероприяти те онлайн мелĕпе пулмĕ. Акă. çĕртмен 23-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкра культура çуртне, 1959 çулта хута янăскере, тĕпрен юсанă хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçĕç. Çакă 2 пин ытла пурăнакан халăха пысăк савăнăç парнелĕ. Çурт тул енчен кăна мар, шалтан та çĕнелнĕ: кунти курав залĕнчи пукансем те, сцена çине тухакансен тумĕ те. Хальхи вăхăтра салари культура çуртĕнчи 19 кружокпа клуба 213 çын ăсталăха туптать. Вĕсенче 97-шĕ — ачасемпе çамрăксем.
Çĕртмен 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайсем те уяв сĕмне туйса илĕç. Кунта Çĕнĕ урамри аллейăна реконструкцилесе пĕтернĕ. Çав кун унтах фонтан «ташлама» пуçлĕ. Ял çыннисемшĕн, уйрăмах ачапăчашăн, çакă питĕ кăсăклă пуласси пĕрре те иккĕлентермест. Районăн мухтавлă çыннисен ячĕпе юрă-кĕвĕ янăрĕ, вĕсен кăкăрĕсем çине юбилей медальне çакĕç, ытти наградăпа чыслĕç.
Тĕп хула тата мĕнле кĕтсе илĕ юбилее? Наци музейĕнче онлайн майĕпе «Ĕмĕрсен ылтăн эрешĕсем» проектăн пĕрремĕш тапхăрĕ ĕлеме пуçлĕ. Çĕршыври декораципе хушма искусствăн музейĕнчи экспонатсенчен, çавăн пекех хамăрăн музейсен тата Игорь Дадианин ĕçĕсем илемлетĕç ăна. Проектăн иккĕмĕш тапхăрне уçма Раççейри мода критикĕ Александр Васильев хутшăнасса шанатпăр.
Çĕртмен 24-мĕшĕнче каçхине 9 сехетре Хĕрлĕ тÿреме, ăна тĕпрен çĕнетнĕ хыççăн, савăнăçлă лару-тăрура уçĕç. Кунта та фонтан пулĕ, вăл ахальли мар, çутă тата кĕвĕ майăн «ташлаканни». Паллах, пурте пĕлекен сăлтава пула пур мероприятие те яланхи пек форматпа ирттереймĕç, çапах та вĕсене тÿрĕ эфирпа кăтартни килтенех пăхса киленме май парĕ.
www.hypar.ru Надежда СМИРНОВА сăн ÿкерчĕкĕ.