«Ачапа яланах калаçмалла»
«Ывăлăм виççĕ тултарать. «Чĕлхе туянма» васкамасть-ха. Хăвăртрах калаçса кайтăр тесен тута-çăвар тĕртĕмĕсене вылятмалла тенине илтрĕм. Тĕрĕсех-ши çакă?»
Ыйтăва Светлана АЛЕКСАНДРОВА логопед хуравлать.
«Хăть те мĕнле ача та калаçма тытăнсанах питех те сахал сăмахпа усă курать. Чылайăшне хăйне май ансатлатать, хăш-пĕр сасса та çăмăллатса çавăрттарать. Çакă организм çирĕпленсе çитейменнипе, сывлăш çулĕ кирлĕ пек выляма хăнăхманнипе çыхăннă.
Çак çитменлĕхсене май пур таран хăвăртрах пĕтерес тесен тута-çăвара тĕрлĕ хускану туса аталантармалла. Ку ĕç ывăл-хĕршĕн кăсăклă пултăр тесен тĕрлĕ вăйă çеç шухăшласа тупмалла. Сывлăша тĕрĕс вĕрсе кăларма хăнăхтармалли майсем пирки калас тăк, сăмахран, салфетка, мамăк татăкĕсене вĕрсе вĕçтермелле. Пĕчĕк кĕпçе витĕр шывра хăмпăсем кăлармалла. Ашшĕ-амăшĕ пăхса тăнă чухне çурта вĕрсе сÿнтерме ирĕк пама юрать. Хутран касса кăларнă лĕпĕшсене, юр пĕрчисене, пĕлĕтсене çиппе кăкарса вĕçтерме пулать. Ку тĕллевпех пластик стаканран карап ăсталасан, хут парăс çыпăçтарсан ăна шывра иштерме кăсăклă. Ансат вăйă та темĕн чухлех: пĕр-пĕрне хирĕç тăрса çил вĕрнине кăтартмалла, сĕтел çинчен тĕк вĕçтермелле. Малалла вулас...