Комментировать

18 Июн, 2020

«Чăваш юррисене итлени чĕлхене вĕренме пулăшать»

Япони каччи чăваш чĕлхине тăрăшсах вĕренни мана пĕрре тĕлĕнтерчĕ, тепре савăнтарчĕ. Халĕ чылай ашшĕ-амăшĕ ачине мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе мар, вырăсла пуплеме хăнăхтарнинчен эпир тĕлĕнме те пăрахнă ĕнтĕ. Яппун каччи чăвашла калаçни вара тухăçран ялкăшса хăпаракан хĕвел пекех чуна çутатса ячĕ. Юто ХИÇИЯМА хаçат тĕпелĕн хăни пулма хаваспах килĕшрĕ. Унпа интернет урлă çыхăнсан вăл манăн ыйтусене чăвашла çырса хуравларĕ.

Соцсетьсенче паллашать

— Ырă кун, Юто! Санпа «ВКонтакте» соцсетьре пĕлтĕр паллашрăм. Эсĕ ман пата тус пулас тесе çыру ятăн. Сана юлташсен шутне хаваспах кĕртрĕм. Калаçăва кун-çулунтан пуçлар пуль.

— Эпĕ Токиора 1990 çулта çуралнă. Аттепе аннен эпир виççĕн, эпĕ — чи асли. Манăн икĕ йăмăк пур. Пĕри качча кайнă. Эпир Токиоран инçе мар вырнаçнă Миура хулинче тăваттăн пурăнатпăр.

— Мĕнпе палăрса тăрать вăл?

— Миура — Канагава префектуринчи пĕчĕк хула. Вăл çурма утрав варринче вырнаçнă. Токиоран инçех мар. 2018 çулта кунта 43 пин çын пурăннă. Илемлĕ вырăн нумай: тинĕс, пляжсем, утравсем, вăрмансем... Мисаки порчĕ, Дзега-сима утравĕ питĕ илемлĕ. Туристсем килсе çÿреççĕ. Эпир унта çемьепе 2018 çулхи раштав уйăхĕнче пурăнма куçрăмăр. Унччен Токиора пурăннă. Куçса киличчен ку тăрăхра туссемпе темиçе хут та пулнă. Хула питĕ килĕшнĕрен атте-аннене унта тĕпленме сĕнтĕм. Ун чух вĕсем шăпах çĕнĕ çурт шыратчĕç.

— Аçупа аннÿ кам пулса ĕçлеççĕ? Вĕсем сире еплерех воспитани панă?

— Атте — журналист. Анне çамрăк чухне телекуравра вăй хунă. Вĕсем пире тĕрĕс çул çине тăратнă, пурнăçра мĕн тума юраманнине вĕрентнĕ.

— Японири вĕрентÿ тытăмĕ пирки каласа кăтарт-ха.

— Раççейри пек мар. Вăл виçĕ тапхăра пайланать. Пуçламăш шкулта 6 çул вĕренмелле, вăтам шкулта 3 çул ăс пухмалла, университетра 3 çул пĕлÿ илмелле. Пуçламăш шкулта 1000 иероглиф вĕренмелле, ун хыççăн урăх вăтам шкула вĕренме каймалла. Университета вĕренме кĕрес тесен экзамен тытмалла.

— Пĕлÿ илнĕ вăхăтра эпир туслăх хакне ăнланма пуçлатпăр. Чăн-чăн туслăха ĕненетĕн-и?

— Ĕненес килет, анчах туссем улшăнса пынине сисетĕп.

— Кăмăлупа эсĕ мĕнлерех çын: уçă-и е пытарăнчăк-и?

— Хама ытларах пытарăнчăк çын тесе шухăшлатăп.

— Санăн авланма та вăхăт çитнĕ пуль-ха.

— Эпĕ кăçал кăна университетра вĕрентме пуçларăм. Укçа çителĕклĕ ĕçлесе илейместĕп-ха хальлĕхе. Савни çук. Çавăнпа çемье хăçан çавăрасси пирки татăклăн калаймастăп.

Яппун халăхĕ те ĕçчен

— Интернетри тусусен хушшинче чăваш сахал мар. Мĕнле тĕллевпе паллашатăн вĕсемпе?

— Тутарсемпе тата пушкăртсемпе танлаштарсан, интернетра чăваш туссем сахалрах-ха, мĕншĕн тесен эпĕ 2018 çулхи раштав уйăхĕнче кăна çак чĕлхене вĕренме пуçларăм. Социаллă сетьсенче чăвашла пост çыракансемпе туслашма тăрăшатăп. Практикăсăр чĕлхене вĕренме йывăр. Японире чăвашсем пур тăк вĕсемпе хаваспах паллашăттăм.

— Эсĕ пĕр вăхăт Хусанта пурăннă, ун чухне пирĕн халăхăн йăли-йĕркипе çывăхрах паллашнине пĕлетĕп.

— Раççейпе Япони пур енчен те уйрăлса тăрать. Мана пуринчен ытла кунти сервис тĕлĕнтерчĕ. Японири лавккасенче кассирсен пукан çине ларма юрамасть, тавар туянакансен умĕнче йăл кулмалла. Раççейре вара кассирсем лараççĕ, çынсемпе кулса калаçмаççĕ. Çавăнпа малтанах вĕсенчен хăраттăм, пурăннăçемĕн çакна хăнăхрăм.

— Ялта пурăнакан чăваш ачисем уй-хирте, кил хуçалăхĕнче ĕçлесе çитĕнеççĕ.

— Японире нумайăшĕ хулара пурăнать. Яппун халăхĕн йăли-йĕркине ваттисем çеç аван пĕлеççĕ. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Альбина ЮРАТУ калаçнă. Юто ХИÇИЯМА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.