Комментировать

18 Июн, 2020

Туйне те цирк евĕр ирттернĕ

Цирк — асамлăх тĕнчи. Пĕчĕккисене те, аслисене те савăнăç кÿрет вăл, тĕлĕнтермĕше ĕненме май парать. Шел, пирĕн республикăра цирк çук. Пирĕн патра ку искусство ытлах аталанман. Шупашкарта пурăнакан Юлийăпа Сергей Анисимовсем вара ятарлă студи уçнă: унта ачасене тĕрлĕ трюк тума вĕрентеççĕ. Анисимовсем — жонглерсем те, эквилибристсем те, ходулистсем те, акробатсем те. Темиçе япалана çÿлелле ывăтса пĕрне те çĕре ÿкме паманни — хăйне евĕр ăсталăх. Жонглерсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ умĕн Анисимовсемпе калаçма май килчĕ.

Театрта пулас мăшăрĕпе паллашнă

Сергей ку ăсталăха 12 çултах алла илнĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра вăл Юрий Кузнецов цирк студине ачасене йышăнни çинчен пĕлтерÿ курнă. Шăпах Юрий Кузнецов Чăваш Енре цирк искусствине аталантарма пуçланă. Жонглерсене те, эквилибристсене те хатĕрленĕ вăл. Йытăсене дрессировка та тунă. Тивĕçлĕ канăва тухнăскере Анисимовсем Юра пичче тесе чĕнеççĕ. Вăл пулăшнипе Сергей чун киленĕçне тупнă. Арçын ача тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. Цирк студине çÿрекенсем Бельгире иртнĕ фестивале икĕ хутчен кайнă, Никулин циркĕн аренинче çынсене пултарулăхĕпе паллаштарнă. Вĕсем тĕрлĕ регионти коллективсемпе çыхăну тытнă, туслашнă.
2009 çулта Сергей, Шупашкарти культура училищинче режиссера вĕреннĕскер, тĕп хулари «Эксперимент» театрта ĕçлеме пуçланă. Шăпа ăна унта ăсталăхне туптама килнĕ Юлийăпа паллаштарнă. Çав вăхăтра хĕр экономика пĕлĕвĕ илнĕ. Юлия пултарулăх енне ытларах туртăннине яланах туйнă, çапах урăх енĕпе вĕренме шухăшланă. «Ун пекки пурнăçра час-часах пулать. Пĕр япала килĕшет, анчах урăх енĕпе пĕлÿ пухатăн. Чун мĕн ыйтнипе аппаланмасăр пултараймастăн. Çавăнпа хам та Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне режиссера вĕренме кĕтĕм. Халĕ виççĕмĕш курсра ăс пухатăп», — пĕлтерчĕ икĕ ача амăшĕ.
Юлийăпа Сергей театрта 5 çул ытла ĕçленĕ. Ытларах ача-пăча валли спектакльсем лартнă. Çав вăхăтрах Сергей цирк енĕпе аталанма та вăхăт тупнă. Майĕпен Юльăна та ку ĕçе хăнăхтарма тытăннă. Театр режиссерĕ урăх хулана тухса кайнă хыççăн труппа саланнă. Сергейпа Юлия цирк енĕпе ĕçлеме, ку искусствăна республикăра çĕнĕрен чĕртме шухăшланă. Иккĕшĕ тĕрлĕ региона тухса çÿреме тытăннă. Пуçласа Мускаври конвенцие хутшăннă. Ку мероприятие жонглерсем валли ятарласа йĕркелеççĕ. Унта профессионалсем те, цирк искусствин çулĕ çине тин тăнисем те хутшăнаççĕ. Анисимовсем унта кайиччен темиçе эрне хатĕрленнĕ. Măшăр ку мероприятие кашни çулах хутшăнать. Конвенцире тĕнчипе паллă жонглерсем, çав шутра — ТОП-40 списока кĕнисем те, ăсталăх класĕ ирттереççĕ. Вĕсенчен вĕренмелли нумай. Кăçал мероприяти Чулхулара иртмелле. Анисимовсем унта çитме палăртнă, çулталăкри тата виçĕ çулти ачисене те пĕрле илсе каясшăн.
Пилĕк çул каялла Шупашкарти пултарулăх центрĕнче вĕсен студийĕ уçăлнă. Анисимовсем 7-16 çулсенчи ачасемпе çамрăксене тĕрлĕ енлĕ аталантарма тытăннă. Ходулипе, пĕр кустăрмаллă велосипедпа, канат тăрăх çÿреме вĕрентнĕ, жонглерсене хатĕрленĕ. Занятисем эрнере виçĕ хут иртнĕ. Студие яланах 10-15 çынран кая мар çÿренĕ. Часах тĕрлĕ фестивале хутшăнма тытăннă. Уйрăмах вĕсем Шупашкарта иртекен пултарулăх конкурсĕсенчен юлман. Тверь хулинче йĕркеленĕ «Тверская феерия» фестивале те çитсе килнĕ. Анисимовсем тата студие çÿрекен икĕ хĕрача çак хулари цирк арени çине тухнă. Ун чухне Юлия цирк арени çинче пĕрремĕш хут тăнă: «Çакна сăмахпа ăнлантарма çук. Ун чухне чунра хăйне евĕр туйăм хуçаланать, вăй-хал тапса тăрать. Кинори пекех. Паллах, хумхантăм. Тен, хăш-пĕр хускану пулса пĕтеймерĕ-тĕр. Анчах ку ытлах пĕлтерĕшлĕ марччĕ, мĕншĕн тесен эпир унта опыт пухма, ытти ĕçтешпе паллашма кайнă. Вĕсемпе халĕ те çыхăну тытатпăр, пире хăнана чĕнеççĕ».
Пĕлтĕр Анисимовсен тĕрлĕ сăлтава пула студие хупма тивнĕ. Çапах вĕсем ку енĕпе çĕнĕрен ĕçлеме палăртаççĕ. Студи хупăннă пулин те вĕсем артистсем пек тĕрлĕ уява çитме, мероприятисене хутшăнма май тупаççĕ.

Хăйсемех гример, çĕвĕç...

Кашниех жонглер пулаять-и? Анисимовсене çак ыйтăва час-часах параççĕ. Вĕсем каланă тăрăх, кирек кам та ку ăсталăха алла илеет. Кăмăл кăна пултăр. Анчах пурте профессионал пулаймаççĕ — кун валли нумай тар тăкмалла: ăнтăлу, талант та пĕлтерĕшлĕ. Спортри пекех. Анисимовсем студие çÿренĕ ачасене, ашшĕ-амăшне те кун пирки яланах каланă: «Ача чăнкă артист, паллă çын пулаймасан та занятисене килни ăна аталантарать. Ку питĕ усăллă». Трюк тунă вăхăтра жонглерăн пуç мими лайăхрах ĕçлеме тытăнать. Вăл çаврăнăçуллăрах пулма вĕренет. Юлия ăсталăха алла илнĕ вăхăтра хăй те çакна сиснĕ. Алăран мĕн те пулин тухса ÿкме пуçласан ăна вăл хăвăртах ярса тытать. Малалла вулас…

www.hypar.ru

АНИСИМОВСЕН архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.