Комментировать

18 Июн, 2020

Çăлтăр çумне çăлтăр хушса

Шупашкарти «Куча мала!» ача-пăча медиа центрĕ кашни шăпăрлана илĕртет. Кунта вĕсен хăйсен пултарулăхне тĕрĕслеме, малашлăха çул хывма май пур. Передача редакторĕ тата ертÿçи Мария Шоклева пурин кăмăлне те тупма пĕлет. Ачасене репортаж хатĕрлеме, кăсăклă сăн ÿкерчĕк тума, радио эфирсем ертсе пыма, сцена çине тухма, актер ăсталăхне ăса хывма, чĕлхене аталантарма… вĕрентеççĕ «Куча мала!» центрта. Унти хастарсенчен пĕри, хулари 41-мĕш шкулта 4-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ Анастасия Ларшникова, пирĕн вулакансене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма кăмăл турĕ.

Çуралнă ĕмĕт

Астăватăр пулĕ, Настя шăпах пĕр çулталăк каялла Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче «Çăлтăрчăксем» кăларăма ертсе пыратчĕ. Хĕрачан хăйне аталантарас килни вĕçĕ-хĕррисĕр. Ун пек ачасем лăпкă ларма пултараймаççĕ. Ăçтан çуралнă-ха Настьăн телекăларăма тухас ĕмĕт?

екăларăма тухас ĕмĕт? — Çулталăк каялла «Хыпар» Издательство çуртĕнче çамрăк корреспондентсен слечĕ иртрĕ. Унта хутшăнса Мария Шоклевăпа паллашрăм, «Çăлтăрчăксем» кăларăмăн редакторĕпе Мальвина Петровăпа иккĕшĕ ирттернĕ ăсталăх класĕсене хутшăнтăм. Журналист пулас килнине ăнлантăм. Епле савăнăç — сенкер экран ман валлиех! — йăл кулăпа аса илчĕ Настя. Чăвашла передача ертсе пынипе лăпланман «пĕрремĕш çăлтăрчăк» пĕлтĕр авăн уйăхĕнче «Куча мала!» центра çитсе тăнă.

«Агенты 1.0.0.»

— Мария Владимировна хаваспах кĕтсе илчĕ. Ыттисене пăхма-курма ирĕк пачĕ. «Тен, килĕшмĕ, хăвна тĕрĕслесе пăхсан паллă пулĕ», — терĕ. Пĕрремĕш занятине килме йыхравларĕ. Ку маншăн телей пулчĕ. Мĕн тума кăна вĕрентмеççĕ унта! Сăн ÿкерме, экран умне тухма, тĕрĕс калаçма, передача ертсе пыма… Эрнере икĕ кун, уроксем хыççăн, çÿреме тытăнтăм, — каласа кăтартрĕ маттурскер. Малалла вулас…

www.hypar.ru

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.