Комментировать

18 Июн, 2020

Чĕлхе пĕлтерĕшĕ анлă

Чĕлхе — çĕршыв кун-çулĕн аталанăвĕшĕн тата культурăн пĕлтерĕшлĕ хаклăхĕсенчен пĕри. Ку тĕлĕшпе РФ Конституцийĕнче те тӳрлетӳ кĕртме сĕннĕ. 68-мĕш статьян 3-мĕш пунктĕнче Раççей Федерацийĕ çĕршывра пурăнакан кашни халăхăн тăван чĕлхине упрасси, ăна вĕрентме тата аталанма май туса парасси пирки каланă.

Геронтий НИКИФОРОВ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ:

- Чăваш Республикинче патшалăх чĕлхи иккĕ — вырăс тата чăваш чĕлхисем. Çĕршывра тĕрлĕ халăх пурăнать, тăван чĕлхене упрамалли пирки палăртни хальхи вăхăтра питех те пĕлтерĕшлĕ. Чĕлхе вăл — халăх, культура. Вăл пулнăран çеç пĕр-пĕринпе хутшăнатпăр, хамăр шухăша палăртма пултаратпăр. Унсăр пуçне чĕлхе — шкулта вĕрентмелли предмет. Унăн пĕлтерĕшĕ анлă та пĕлтерĕшлĕ. Тăван чĕлхе ачана ашшĕ-амăшĕнчен — юнпа, ăна шкулта вĕрентсен ăспа куçать. Тăван чĕлхене ача садĕнченех вĕрентме пуçласан аван пулĕччĕ.

www.hypar.ru

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.