Комментировать

17 Июн, 2020

Каш кашлать пултăран!

Хальхи вăхăтра республикăра «Сосновский» пултăран сарăлса пыни шухăшлаттарать. Вăл ытти культурăна ÿсме памасть, çыншăн та, выльăхшăн та сиенлĕ.

Культурăран — çум курăк

Пултăран 40 тĕрлĕ, çав шутра «Сосновский» текенни те /ÿсен-тăрана Д.И.Сосновский тĕпчевçĕ ячĕпе панă/\ пур. 1960 çулсенче ÿсен-тăрана Раççейри чылай регионта выльăх апачĕлĕх çитĕнтернĕ, пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.
— Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн выльăх валли апат çитсе пыман. Пултăран çÿллĕ çитĕнни, ешĕл масса нумай тухни силос çителĕклех хывма май панă. Анчах кĕçех унăн çитменлĕхĕ те палăрнă. Унран хатĕрленĕ апата çинĕ ĕнен сĕтне йÿçек тутă çапнă. Ĕнесем япăх пĕтĕленнĕ. Ÿсен-тăран чечеке ларнă, вăрри чăмăртаннă чухне çыншăн та, выльăхшăн та сиенлĕ-мĕн. Çавна кура унран выльăх апачĕ хатĕрлеме пăрахнă. Нумай çул ÿсекен курăк тымар янă уйсене çине тăрсах тасатма тытăннă, — ăнлантарчĕ Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн тĕп агрономĕ Анатолий Карлинов.
Пултăран çулçи, çимĕçĕ эфир çăвĕпе пуян. Унра вара наркăмăшлă япала — фурокумарин — пур. Вăл ÿте лексен пиçсе кайма пулать. Уйрăмах хĕвел пайăркисем сурана лекни сиенлĕ. Çитменнине, ÿсен-тăрана тĕкĕннĕ хыççăн сиенленни тÿрех çиеле тухмасть, 2-3 кунран кăна палăрать. Хăш-пĕр чухне нерв тытăмĕ, чĕре япăх ĕçлеме пуçлать. Температура хăпарать, шăнтать, пуç ыратать, вăй пĕтет. 4-5 кунран суран хăмпăланать, кайран тĕксĕм йĕр хăварать. Аллергипе аптăракансен, çутă ÿтлисен усал курăкран уйрăмах пăрăнмалла. Пултăранпа сиенленни палăрсан тÿрех тухтăрсенчен пулăшу ыйтмалла. Мĕншĕн тесен суран тарăна кайма пултарать. Пултăранри фитоэстроген вара выльăхшăн сиенлĕ. Ÿсен-тăран çитĕннĕ лаптăкра тăпра пулăхĕ палăрмаллах чакнă. Çум курăк усă курман çĕр çинче, çул тата шыв хĕррипе, юхăннă сад-пахчара, ферма таврашĕнче, çÿп-çап купи çывăхĕнче уйрăмах нумай.
Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем кăçал ăна республикăра 300 гектар çинче асăрханă. Чи пысăк лаптăксем Елчĕк, Патăрьел, Пăрачкав, Тăвай, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски районĕсенче.

Мĕнле пĕтермелле?

— «Сосновский» пултăрана пĕтерме çăмăл мар. Унăн тымарĕ çирĕп, 80-300 см таран çĕр ăшне анать. Вăхăтра çулмасан вăл 2-3,3 метр çÿллĕш ÿсет. Чечек пуххи нумай, пĕр ÿсен-тăранран 800 вăрлăх пулать, çавна май хăвăрт сарăлать. Тарăн юр айĕнче шартлама сивве те, шăрăха та чăтăмлă вăл. 2-5 çулта пĕр хутчен чечеке ларать, унтан пĕтет. Анчах ун вырăнне вăрринчен, тымарĕнчен вун-вун хунав тухать. Вăл июльте чечеке ларать. Ăна вăхăтра пĕтермесен кĕске хушăра лаптăка хупласа хурать. Вăрри çилпе аякка сарăлать, вăл 2-3 çултан та шăтаслăхне çухатмасть. «Сосновский» пултăран тĕрлĕ майпа сарăлать: тумтире, выльăхчĕрлĕхе, машина урапине çыпçăннă вăрлăх аякка саланать. Шыв юххипе те çăмăллăнах «куçать». Хĕлле те «çывăрмасть», типнĕ чечек пуххинчи вăрă çилпе вĕçсе таврана сарăлать. Çуркунне вара тăпрана лексе шăтма тытăнать. Çавна май çĕнĕрен-çĕнĕ тымар ярать. Ăна хирĕç кĕрешме тĕрлĕ мелпе усă курмалла: агротехника, хими хутăшĕ — гербицид. Курăк шăтса тухнине асăрхасанах çулмалла, çитĕнсе чечеке ларма памалла мар. Çу каçа 3-4 хут çулсан вăррине кăлараймасть, сарăлаймасть. Тымарне тăпăлтарма вăл çитĕнекен лаптăка тарăн сухаламалла. Хими препарачĕпе те усă курмалла. Ÿсен-тăран çитĕнекен вырăна гербицидпа сирпĕтмелле. Вăл тымарĕ патнех çитет, пĕтерет. Шел, Чăваш Енре сиенлĕ курăка хирĕç кĕрешес ĕçе кирлĕ пек йĕркелемен-ха, çавна май вăл сарăлсах пырать, — терĕ Анатолий Карлинов. — Филиал специалисчĕсем пултăран çитĕнекен вырăна асăрхасан ăна карттă çинче палăртаççĕ, халăха сиенлĕ çум курăк пирки ăнлантарса параççĕ, пултăран сарăлассине хирĕç кĕрешме тытăнаççĕ. Хальхи вăхăтра унпа ял-хула тăрăхĕн специалисчĕсем, уйрăм çынсем кăна кĕрешеççĕ. Ăна пĕтерме пĕрле вăй хумалла. Малалла вулас…
www.hypar.ru
Лариса АРСЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.