Комментировать

17 Июн, 2020

Мĕншĕн Красавино ят памалла мар?

Республикăра хула нумай. Çĕннисене те никĕслеççĕ. Анчах мана Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче вырнаçнă хулана «Новый город» тени килĕшмест. Пĕр вăхăтра ун валли ят шыраса конкурс та ирттернĕччĕ пулас.

Çĕнĕ хула çулсерен лайăхланса, аталанса пырать. Унта садиксем, шкулсем уçаççĕ. Троллейбуссемпе автобуссем çÿреççĕ. Хитре хулана мĕншĕн Красавино ят памалла мар? Манăн шухăшпа, питĕ илемлĕ тата хăйне евĕрлĕ пулĕччĕ.

www.hypar.ru

Леонид ПАВЛОВ. Сĕнтĕрвăрри районĕ, Мĕшĕл ялĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.