Комментировать

17 Дек, 2013

Олимп çулăмĕн эстафети - 33 çухрăма яхăн

Раштавăн 16-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин членĕсемпе, федерацин влаç органĕсен территори управленийĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Шелтуков Шупашкар хулинче Олимп çулăмĕн эстафетине ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Унта çулăма йăтакан 163 çын хутшăнать, вĕсенчен кашниех ăна 200 метра яхăн йăтса пырĕ. Чăваш Енре эстафета тăршшĕ - 33 километра яхăн.

Иван Моторин Шупашкарта пурăнакансене эстафета маршручĕсем çинчен анлăн пĕлтермеллине каланă, мĕншĕн тесен вĕсем тăрăх харпăр хăйĕн тата общество транспорчĕпе çÿреме чараççĕ. Шупашкар хулан администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх - Олимп çулăмĕн эстафетине ирттерес ыйтусемпе пресс-конференци йĕркелеме палăртнă. Автотранспорт çÿремелли схемăсене, çавра çулсен схемисене массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтерĕç.

ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх - раштавăн 13-мĕшĕнче Хусан хулинче федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен бюджет хушшинчи хутшăнăвĕсене тата пĕрлештернĕ бюджетсен шайлашăвне аталантарас ыйтусемпе канашлу иртнĕ, унта Раççей финанс министрĕ А.Силуанов хутшăннă.

Федерацин Атăлçи округĕн субъекчĕсен хушшинче Чăваш Ен çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан патшалăх парăмне чакарнă 5 регион шутне кĕрет /Тутар Республики, Пермь крайĕ, Киров облаçĕ, Чул хула облаçĕ/. 2013 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăн патшалăх парăмĕ 7531,6 млн тенкĕ пулнă. 2013 çул пуçламăшĕнчипе танлаштарсан ЧР патшалăх парăмĕ 2676,9 млн тенкĕ чакнă.

2011 çултан пуçласа, 2009-2010 çулсенчи тăхтав хыççăн, Чăваш Ен хăйĕн патшалăх облигацийĕсене фонд рынокĕнче вырнаçтарассине çĕнĕрен йĕркелесе янă. Хальхи вăхăтра рынокра 3500 млн тенкĕ /Чăваш Республикин патшалăхăн хаклă йышши хучĕсем/ çаврăнать.

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова раштавăн 10-мĕшĕнче РФ Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец ертсе пынă канашлăва хутшăннă. Унта Раççей Президенчĕн çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче йышăннă указĕсене мĕнле пурнăçланине сÿтсе явнă.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин раштавăн 13-мĕшĕнче Хусанта патшалăх продукцие сутăн илес тытăмра контракт мелĕпе ĕçлес енĕпе Регионсен хушшинче ирттернĕ конференцие хутшăннă. Конференци вăхăтĕнче патшалăх тата муниципалитет тытăмлăхĕн мĕн пур шайĕнче патшалăх продукцие сутăн илмелли сферăра ĕç-хĕле йĕркелемелли тĕп принципсемпе çĕнĕ правилăсене ăнлантарса панă.

 А.ВАСИЛЬЕВА

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.