Комментировать

15 Июн, 2020

100 çулхи юбилей тĕлне – 100-шер пин тенкĕ

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухиччен хăй маларах тунă йышăнусем пирки тепре аса илтерчĕ.

Муниципалитетсем татса парĕç

Çак йышăнусенчен пĕри — Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа пĕтĕм ял-хулана 100-шер пин тенкĕ парасси. Çакăн пирки Олег Николаев çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче ялсен старостисемпе тата ТОСсен председателĕсемпе видео-конференц-çыхăну мелĕпе ирттернĕ канашлура пĕлтернĕччĕ. 

Укçапа мĕнле усă курассине ял-поселоксем хăйсем татса парĕç: ача-пăча вăйă лапамĕ тумалла-и, палăк е стела вырнаçтармалла-и е территорие хăтлăх кĕртмелле-и — çакна вырăнта пурăнакан çынсем суйлĕç. Ку проектсене пурнăçа кĕртнĕ чухне халăхран укçа пухмĕç. 

Муниципалитетсем тепĕр ыйтупа та — ЧР Пуçлăхĕ пулас текен кандидатсем валли суйлавçăсемпе тĕлпулу вырăнĕсене ăçта йĕркелесси пирки — хăйсем йышăну тума пултараççĕ. Канашлура çавăн пекех коронавирус инфекцийĕ ерни-ерменнине палăртмашкăн тунă анализсен кăтартăвĕсене кая юлса панипе çыхăннă ыйтăва та сÿтсе яврĕç.

Выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăра уй-хир тата выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх — çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри хуçалăхсенче çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 202,6 пин гектар акнă. «Муниципалитет районĕсем пурте асăннă культурăсене акассин план кăтартăвĕсене пурнăçланă. 15 районта çак кăтартусене ирттерсе тултарнă», — терĕ министр.

Çĕр улми 4,8 пин гектар лартнă, ку вăл пĕлтĕрхи тапхăрăн 75%. Ку енĕпе Улатăр, Йĕпреç, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсем план тултарнă. Сергей Артамонов çĕр улми лартас ĕç Муркаш, Вăрмар, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри тата Тăвай районĕсенче каярах юлса пынине каларĕ. 

Олег Николаев пĕтĕм ĕçе вăхăтлă тумаллине палăртрĕ.

Кадрсем пирки халех шухăшламалла

Канашлура Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн 2024 çулчченхи аталанăвĕн стратегине тишкерчĕç. Ку енĕпе те Сергей Артамонов доклад турĕ. 

Сергей Артамонов ял хуçалăхĕнчи кадрсем ватăлса пыни пирки те сăмах пуçарчĕ. Çамрăк специалистсене тĕллевлĕн хатĕрлемесен тепĕр 5-7 çултан хăш-пĕр специальноç тĕлĕшпе 30-50% таранах дефицит пулма пултарассине систерчĕ. Тĕслĕхрен, паянхи кун инженер-механизаторсен вăтам ÿсĕмĕ — 57 çул, кашни иккĕмĕшĕ 45 çултан аслăрах. Вуннăшĕнчен пĕри çеç 35 çула çитмен. Çакна шута илсе Ял хуçалăх министерстви Вĕрентÿ министерствипе пĕрле кадрсем хатĕрлессин стратегине тунă. Министр АПК тата ветринари тытăмĕнчи çамрăк специалистсене те «земство» пулăшăвĕ панине курасшăн.

Канашлура çавăн пекех хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата ытти тĕрлĕ техникăн техника тăрăмне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн аталану стратегине пăхса тухрĕç. Унпа инспекци пуçлăхĕ Владимир Димитриев паллаштарчĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: