Тĕревлени çунат хушать
«Пире пĕрре те кичем мар. А.Пушкин çуралнă кунне халалласа çĕршыв шайĕнчи «Икĕ пуçлă ăмăрт кайăк» общество ирттерекен «Салтан патша çинчен…» юмах видеофлешмобне тинтерех хутшăнтăмăр. Çав йĕркесем çĕр-çĕр сасăпа янăрарĕç. Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне шкул ачисемпе электрон мелпех «Вилĕмсĕр полк» йышне тăтăмăр. Вĕренекенсем çывăх тăванĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене тытрĕç, вĕсем çинчен кĕскен каласа пачĕç. Ачасем йăх-несĕлĕн паттăрлăхĕпе мăнаçланни тăван çĕршыва юратнине çирĕплетет. Кĕçĕн ывăл Константин мăн кукашшĕ Федот Никифоров артиллерист пирки каларĕ», — сăмаха пуçларĕ Элĕк районĕчи Чулкаçра пурăнакан Людмила Ильина. Шкулта историпе обществознани предмечĕсене вĕрентнĕ май уншăн çак ĕçсем уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
— Кăçал ачасемшĕн вайберватсапп урлă çыхăнса вĕренесси кăткăс пулмарĕ, уйрăмах социаллă сетьсенче хăйсене ирĕклĕ туяççĕ вĕсем. Тĕрĕссипе, пире, аслисене, туртăнма тиврĕ. Хамăршăн çĕнĕлĕхсем уçрăмăр», — пытармасть Элĕк районĕнчи Юнтапа шкулĕнче 21 çул ĕçлекенскер.
2015-2016 çулсенче завуч та пулнă вăл. Çав вăхăтрах хĕрарăм общество ĕçĕнче те хастар, хальхи вăхăтра — ял тăрăхĕн депутачĕсен ертÿçи. Кăçал кĕркунне суйлав иртмелле. Общество ĕçĕсене яваплă çынна шанни пĕлтерĕшлĕ. Çак тапхăрта палăртнинчен чылайăшне тума май килнĕшĕн хĕпĕртет вăл. Ял тăрăхĕнчи 6-7 ялта хытă сийлĕ çул сартарнă, урамсене прожекторсем вырнаçтарнă. Халĕ каçсерен çула тухсан та çÿçенмелле мар. «Мăшăрăм Алексей çăва хапхине тимĕртен туса çĕнетрĕ. Ялта пурăнакансенчен ытларахăшĕ — тивĕçлĕ канурисем. Юнтапари пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн офисĕ хупăнни йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Çавă пăшăрхантарать. Çапах ватăсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатăп. Ырă ĕç каялла ырăпах таврăнать тенине асра тытатăп. Мăшăрăм та ÿркенмест. Ĕне пăрулаймасть-и? Пĕлтерсен — пулăшма васкать. Ял халăхĕпе килĕшÿре пурăннине мĕн çиттĕр?» — тет пултаруллă хĕрарăм. Малалла вулас…
Эльвира ИВАНОВА.